Комментировать

29 Апр, 2020

Таптанă, хуçнă вăрçă вĕсене...

Хăй ĕмĕрĕнче вăл 1945 çулта пĕрремĕш хут тинĕс курнă. Майăн 1-мĕшĕнче стрелоксен 69-мĕш дивизийĕ фашистсене хăваласа Германинчи Балтика тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă Росток хулине йышăннă. Çакăнта çити илсе çитернĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсем Петр Красникова, Сăкăт чăвашне.

Вăрăм та тумхахлă çул

Петр Сергеевич Красников 1922 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче Сăкăт ялĕнче çуралнă. Ялти 7 класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн малалла ăс пухас тесе кÿршĕрине çÿреме пуçланă. Анчах икĕ уйăхран ашшĕамăшне ĕçлесе пулăшас шутпа вĕренме пăрахнă.
Совет Союзĕпе Финлянди хушшинчи 1939-1940 çулсенчи хирĕç тăру хыççăн пирĕн çĕршыв çумне пысăк территори хутшăннă. Унти финсем Финляндие эвакуаципе куçса кайнăран çурчĕсем пушанса юлнă. Совет Правительстви асăннă вырăна çынсене вербовкăпа яма йышăннă. Çĕнĕ çĕре ирçесем, тутарсем, чăвашсем йышлăн куçса кайнă. Сăкăтра пурăнакансен хушшинче те Карелие каякансем пулнă, çав шутра Петр Красников та. Вырăна çитсенех çар учетне тăнă.1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕчченех çавăнта вăй хунă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан СССР Верховнăй Совечĕ июнĕн 22-мĕшĕнче кăларнă указпа килĕшÿллĕн 1905-1918 çулсенче çуралнă арçынсене мобилизацилеме йышăннă. Июнĕн 24-мĕшĕнче халăх пурлăхне чикĕ çывăхĕнчен тыла куçарасси çинчен калакан указ тухнă. Çар военкомачĕ учетра тăракан çамрăксене эвакуаци йĕркине пурнăçа кĕртме явăçтарнă. Петр Красникова тата виçĕ çынна 200 ĕнене хăваласа кайма хушнă. Вĕсен çулĕсем Калинин, Мускав, Рязань, Пенза хулисем хĕррипе иртнĕ.
Нимĕç самолечĕсем темиçе хутчен те бомбăсем пăрахса кĕтĕве салатса янă, çывăх ялсенче пурăнакансем выльăхсене пĕр çĕре пуçтарма пулăшнă. Ĕнесем хăранипе çул айккинчи канавсене, çырма- çатрана сиксе урисене хуçнă, аманнă тĕслĕхсем те пулнă. Утайманнисене, вăйран кайнисене, чирлисене пусса какайне çар чаçĕсене, госпитальсене панă.
Кĕтĕве вăрмансенче, хирсенче чарăначарăна çитернĕ пулсан та малтанхи вăхăтра кунне 20-25 çухрăм куçнă. Хĕл ларма пуçласан хăвăртлăх чакнă. Кашни 10 çухрăмран çитермелли пунктсем йĕркеленĕ. Карелинчен 2500 çухрăмра вырнаçнă Оренбург облаçĕнчи Чкалов районне çанталăк сивĕтсен тин çитнĕ. Выльăхсене унти колхозсемпе совхозсене валеçсе панă.
Петр Красников хушнă ĕçе пурнăçланă хыççăн тăван ялне таврăннă, военкомата учета тăнă. Вăрçа кайма повестка кĕтме тытăннă.
1942 çулхи май уйăхĕнче Сăкăтран фашистсемпе çапăçма пысăк ушкăн — 20-е яхăн çамрăк каччăпа арçын, çав шутра атте те — тухса тухса кайнă. Ку ушкăнра аннен тетĕшĕ, 1920 çулта çуралнă Дмитрий Архипович Падусев, пулнă. Вăл авланман, хăй хуçалăхпа пурăннă. Лаша, ĕне усранă, тыр-пул акнă. 1940 çулта ашшĕ вилнĕ хыççăн çемьери йывăрлăх ун çине тиеннĕ. Йăмăкĕсемпе шăллĕне ура çине тăратассишĕн амăшĕпе пĕрле тăрăшнă. 1942 çулччен броньпе пулнă. Фронт валли çуна тăвакан артельте ĕçленĕ. Вăрçа кайиччен пĕр эрне маларах килĕнчи лашине фронт валли Йĕпреç станцине леçсе панă.
Д. Падусев 1943 çулхи август уйăхĕнче Смоленск облаçĕнче пуç хунă.

Асран тухми кунĕсем

Запасри полкра çар ĕçне вĕренсе присяга тытнă хыççăн Петр Красников 1942 çулхи июль уйăхĕнче Калинински фронта, Ржев сăмсахне /Ржевский выступ/ лекнĕ. Çĕнĕрен килнисене Калинин /хальхи Тверь/ облаçĕнчи Белый хули çывăхне илсе çитернĕ. Ку вăхăтра унта вăйлă çапăçусем пынă. Июлĕн 7-9-мĕшĕсенче стрелоксен 17-мĕш гварди дивизийĕ Белый хули çывăхĕнчи окруженирен 1739 çынпа çăлăнса тухнă. Вĕсене июлĕн 13-мĕшĕнче 41-мĕш армин иккĕмĕш эшелонне илсе тухса пополненипе комплектлама пуçлаççĕ, техникăпа, çар хатĕрĕсемпе тивĕçтереççĕ. Петр Красников стрелоксен 17-мĕш гварди дивизийĕн 48-мĕш полкне лекет. Ăна взвод командирĕн çыхăнуçи пулма çирĕплетеççĕ.
— Взвод командирĕ училищĕрен вĕренсе тухнăскер кăначчĕ, питĕ лайăх çынччĕ. Шел, декабрь уйăхĕнчи наступленин пĕрремĕш кунĕнчех ăна вилмелле амантрĕç, — тесе каласа паратчĕ атте.
Августра дивизи малти линире оборона йышăнать, ăна çирĕп тытса тăрать. Сентябрĕн 17-мĕшĕнче вĕсене резерва илсе тухаçç. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Валерий КРАСНИКОВ. Патăрьел районĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.