Комментировать

29 Апр, 2020

Пĕр-пĕрне ăнланса, хакласа

Апрелĕн 28-мĕшĕ тĕлне коронавирус инфекцийĕпе чирлисен шучĕ 502 çынпа танлашнă, вилнисем — 8-ăн, сывалнисем — 59-ăн. 1567 çынна медицина ĕçченĕсем асăрхаса тăраççĕ.

14 кунлăх смена йĕркеленĕ

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев 2020 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнчи 92-мĕш номерлĕ указа улшăнусем кĕртнĕ. Апрелĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа лавккара, общество транспортĕнче, таксире гигиена маски тăхăнмаллине палăртнă. Организацисемпе уйрăм пайтаçăсен те клиентсене сывлав органĕсене хÿтĕлемелли хатĕрсемпе йышăнмалла. Унсăр пуçне вĕсен клиентсене маскăсемпе, алла дезинфекцилемелли шĕвексемпе тивĕçтермелле.
Çавăн пекех коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарса лартас тĕллевпе тăлăх, ашшĕ-амăшĕн асăрхавĕсĕр юлнă ачасен патшалăх организацийĕсенче, ваттисен çурчĕсенче изоляци йĕркине кĕртмеллине пĕлтернĕ. Ĕçченсен талăкĕпех ĕçре пулмалли майпа 14 кунлăх смена йĕркеленĕ. Медицина ĕçченĕсем ачасемпе ваттисен сывлăхне сăнасах тăраççĕ. Ĕçченсене хушма тÿлевпе тивĕçтерĕç. Сăмах май, БСМПра ĕçлекен 26 тухтăра ĕç укçипе пĕрлех хушма укçа тÿлеме йышăннă. Ку тĕллеве пурнăçлама 260 пин тенкĕ ытла уйăрнă. Медиксем ăна çак уйăх вĕçлениччен илме пултарĕç. Кун пирки ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин сайтĕнче пĕлтернĕ.
COVID-19-па аптăранисемпе чир ертме пултаракан çынсене сиплекен мĕн пур медицина ĕçченне хушма тÿлев парса хавхалантарĕç. Çавна май çĕршыв, республика хыснинчен 136 млн тенкĕ пăхса хунă.
Коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарса лартас тĕлĕшпе йĕркеленĕ оперативлă штаб ларăвĕнче Олег Николаев илемлĕх салонĕсене, парикмахерскисене, косметика салонĕсене ĕçлеме ирĕк панине палăртнă. Пулăшу ĕçĕсем кÿнĕ чухне çынсене малтан çырăнмалли йĕркепе йышăнассине кăна тата ăна пÿлĕмре пĕр вăхăтра икĕ клиентран ытла пулмалла маррине тивĕçтермелле.
Оперативлă штаб ларăвĕнче республика ертÿçи коронавирус инфекцийĕ пуррипе çуккине палăртакан анализсене васкавлăрах тума ыйтнă.

«Лару-тăру улшăнасса шанатпăр»

Тунтикун федерацин Атăлçи округĕнчи Раççей Президенчĕн Полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе кĕрешес ĕçе хаклама ултă регион хушшинче координаци канашлăвĕ ирттернĕ.
Канашлу вăхăтĕнче вăл ытларах чирлисене больницăсенче койка вырăнĕсемпе тивĕçтермеллине, ИВЛ аппаратсен шутне ÿстермеллине палăртса хăварнă. Çавăн пекех çивĕч лару-тăрура хушма специалистсене явăçтарма кирлине палăртнă.
Координаци канашлăвĕ хыççăн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă. Республикăшăн паянхи кун чи çивĕч ыйту хушма ИВЛ аппаратсем туянассине пĕлтернĕ вăл. «Вĕсене туянма мĕн пур мероприятие пурнăçланă, контрактсем тунă, укçа тÿленĕ. Хушма оборудованин пĕрремĕш партине çитес вăхăтра килессе кĕтетпĕр», — тенĕ Олег Николаев. Сăмах май, республикăна 95 ИВЛ аппарат /176,89 млн тенкĕлĕх/ килмелле. Тепĕр тĕрли /неинвазивный/ ИВЛ 50 аппарат та май пуçламăшĕнче килсе çитмелле.
Чăваш Енри Сывлăх сыхлавĕн министерстви палăртнă тăрăх, республикăри медицина учрежденийĕсенче 609 койка вырăн хатĕрленĕ, çак шутра инфекци уйрăмĕсенче — 290, нумай профильлĕ стационарсенче — 319.
«Юлашки кунсенче чирлекенсен йышĕпе сывалакансен шучĕ пĕр евĕрлĕрех пулса пырать. Çакă савăнтарать, лару-тăру лайăх енне улшăнасса шанатпăр», — палăртнă Олег Николаев. Вăл республикăра пурăнакансене чир-чĕртен сыхланас тĕлĕшпе кирлĕ мерăсене йышăнма ыйтнă: изоляци йĕркине пăхăнмалла, килтен урама тухнă май хÿтлĕх хатĕрĕсемпе усă курмалла. Малалла вулас…

СĂМАХ МАЙ
Ĕнер Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыв, регион ертÿçисемпе онлайн мелĕпе канашлу ирттерчĕ. Унта вăл коронавирус чирĕпе кĕрешес тĕлĕшпе халиччен туса ирттернĕ тата малашне пурнăçламалли ĕçсемпе паллаштарчĕ. Вăл хальхи вăхăтра чирпе малти линире кĕрешекен врачсене маскăсемпе, ятарлă хÿтĕлев костюмĕсемпе, çавăн пекех чирлисене сиплемешкĕн вырнаçтарма койкăсемпе çителĕклĕ таран тивĕçтернине палăртрĕ. Чире пÿлмелли чи пĕлтерĕшлĕ мел — килте пулмалли йĕрке. Çавна май çĕршыв Президенчĕ май уйăхĕнчи 6-8 ĕç кунĕсене, ĕç укçине сыхласа хăварса, ĕçлемелле мар кунсен шутне кĕртнине палăртрĕ. Çапла вара майăн 11-мĕшĕччен килте пулмалла.

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА, Лариса АЛЕКСЕЕВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.