Комментировать

28 Мая, 2020

Ĕçлекенсен правине хÿтĕленине ырлатăп

Зинаида СТЕПАНОВА, Республикăри вĕрентÿ ĕçченĕсен профосоюзĕн ертÿçи:

Раççей Федерацийĕн Тĕп саккунĕн Конституцин статйисене кĕртме сĕннĕ чылай тÿрлетÿпе килĕшетĕп. Сăмахран, 75-мĕш статьяра ĕçшĕн тÿлес чи пĕчĕк виçе Раççейри вăй питти халăхăн пурăнмалли чи пĕчĕк виçинчен пĕчĕкрех пулмалла маррине палăртнă. РФ Ĕç кодексĕнче кăтартнă çак йĕркене пăхăнасси малтан регионсен ирĕкĕнчеччĕ. Конституцие кĕртнĕ хыççăн вара çак нормăна пăхăнмасăр тăма май çук. Çирĕп çак гарантие — ĕçлекенсен правине хÿтĕлесе кĕртнĕ çĕнĕлĕхе — ырласа йышăнатăп.

Патшалăхăн Тĕп саккунĕнче социаллă тÿлевсене индексацилесси çинчен калани тĕрлĕ пособие самана лару-тăрăвне кура шайлашуллă çирĕплетме май парать.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.