Комментировать

30 Мая, 2020

Кĕске çырура — пурнăç хавхи


Ĕçрен тухнă-тухманах Канаш хулипе юнашар вырнаçнă тăван ялĕ еннелле васкаса утать утмăлалла çывхаракан Римма Миронова. Çурхи кун çулталăк тăрантарать. Ваттисен каларăшне асран кăлармасăр уяр кашни кунах пахчара курма пулать хунямăшĕпе кинне. Хăш çимĕçе хăш кĕтесре акасси-лартассине пĕрле сÿтсе яваççĕ вĕсем. Сăмахăм Канаш районĕнчи Сухайкасси ялĕнче пурăнакан 82 çулти Мария Петровнăпа унăн ывăлĕн Николайăн мăшăрĕ Римма Васильевна çинчен. Пĕр килте 36 çул килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Çамрăкки — аслинчен, асли кĕçĕннинчен вĕренсе пырать. Римма Миронова хăй те «асанне», «кукамай» ятсене илтнĕ те — пурнăç ăсĕ самай пухăннă. Мăшăрне 3 ача парнеленĕскер вĕсем ырă-сывă, сăпайлă çитĕннĕшĕн хĕпĕртет. Çакăнтан кая мар — юратнă упăшки паянхи кун та хăйĕнпе юнашар, ырă-сывă пурăннăшăн...
Сухайкасси хĕрĕпе каччи чылай вăхăт туслă çÿренĕ хыççăн пĕрлешнĕ, йĕкĕт çемйинче пурăнма пуçланă. Телейлĕ мăшăр часах «пирвайхи кайăка» кĕтсе илнĕ. Аслашшĕне асра тытса унăн ячĕпе Петя ят панă кĕтнĕ пепкене. Арçын ача 9 уйăха çитсен çемьене инкек килсе çапнă: Николай Миронов чукун çул çинче вăйлă суранланнă. Шар курнă çыннăн икĕ урине те татма тивнĕ. Паллах, синкерлĕ вăхăта кил-йышра никамăн та аса илес килмест. Анчах çавăн чухне Римма çамрăк упăшкине, нумай пулмасть ашшĕ пулса тăнăскере, кĕске çыру çырса пурăнма ăнтăлмашкăн тархасламан тăк?.. Савнă арăмĕн сăмахĕсем 26 çулти арçын чĕрине пырса тивнĕ. Пурнăç тĕшшине çухатас патне çитнĕскер урасăр пурăнма хавха тупнă. Коля апат çиме пуçланине пĕлсен амăшĕн те чунĕ лăпланнă.
— Тавах сана, кинĕм. Эсĕ тăрăшман пулсан… — мĕн пулма пултарнине пуçра тытса чунран тав тăвать ăшă чĕреллĕ хĕрарăма хунямăшĕ.
— Ялта ĕçкĕçе çаврăннă вăй питти ÿсĕмри арçынсем çине пăхсан чĕре ыратать. Пуç, алă-ура сывă çĕртех хăйсен ирĕкĕпе шурлăха путаççĕ. Теприсен мăшăрĕсем мĕн тери правур — савăнасчĕ юнашар çавăн пек çын пурришĕн, тĕллев лартса пĕрле вăй хурасчĕ! — тату пурăнни тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерме хавхалантарнине çирĕплетет Римма Васильевна.
Мăшăрĕпе кĕçĕн хĕрĕ Ирина, кăçал Канашри педучилищĕн музыка уйрăмĕнчен вĕренсе тухнăскер, черетлĕ хутчен пахчара тăрмашма пуçтарăнсан Николай Петрович та çемьешĕн усăллă пулма васкарĕ.
— Эсĕ каçхи апат пĕçерме çимĕçсене куç умне кăларса хăвар, — аса илтерчĕ вăл мăшăрне.
Çапла, тĕпел кукринче пукан çине майлашăнса, шуса çÿресе тутлă апат янтăлама хăнăхнă ĕнтĕ кил хуçи. Духовкăра чăх пăшăхлать-и, яшка пĕçерет-и — арçын хатĕрленине çемйипе хапăллаççĕ. Малалла вулас…

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.