Комментировать

6 Июн, 2020

Çурма тăлăх ÿссен те…

Мускаври хваттертен — ялти кĕлет-пÿрте

— «Каларăм сана, кĕвентепе меллех пулмасть тесе! — кăшкăрать çыранран пысăк пичке вырнаçтарнă лавпа шыв турттаракан вырăнне килнĕ Толя. — Кĕçех анатăп та витрÿсене çĕнĕрен шыв тултаратăп. Хăпар хăвăртрах! Унсăрăн шăнса вилетĕн».
Çак сăмахсене илтсен эпĕ вырăнтах хытса тăтăм. Малтан лав çинче иккĕн выляса-кулса килни тĕтре пек сирĕлчĕ. Толя тахăш самантра çăлран шыв ăсса витресене тултарчĕ те таптаннă юра картса тунă «крыльца» хĕррипе, чĕркуççи таран юр ашса пырсан та, вашлаттарса хăпарчĕ. Эпĕ, алăра нимĕн те çук пулин те, кĕвентепе çĕкленĕ витресенчи шыв тăкăннипе пăрланнă картлаç тăрăх ниепле те утаймастăп. Калуш чараксăр шунăран пĕр утăм малалла, иккĕ каялла каятăп.
«Сана, çурхи шывра путакана çăлнă пек, тилхепе ывăтса парас пулĕ», — ахăлтатать Толя. Хăй çавăнтах хыпаланса ман пата çитрĕ те пилĕкрен ярса илчĕ. Эпĕ унăн çирĕп алли ытамне лекнĕрен, хĕп-хĕрлĕ питĕнчен тапса тăракан ăшă хум çапнăран... ĕсĕклесе вăранса кайрăм.
«Мухтав турра! Тĕлĕкре иккен», — хампа хам калаçса илтĕм куçа уçсан.
— Хăш-пĕр пулăм чĕррĕнех тĕлĕке кĕрет çав, — йăл култăм Елена Ивановнăна лăплантарас шухăшпа.
— Хăй вăхăтĕнче çавăн пек пулнă та! — килĕшрĕ тăххăрмĕш теçетке çулпа пыракан, анчах паян та тăп-тăп çÿрекен хĕрарăм.
Пĕлетĕп-ха: вăл мĕн пур ĕçе вăр-вар пурнăçлать, ывăлĕпе кинĕ çук чухне хуçалăхри йĕркене тытса пырать. Халĕ те акă, эпĕ блокнот çине темиçе сăмах çырса хунă çĕре, сĕтел çинчи куркасене тин çеç вĕренĕ техĕмлĕ чей тултарма ĕлкĕрчĕ.
— Ара, эпир ÿснĕ çулсем тĕлĕнмелле йывăр пулнă та… — пуçланнă калаçăва хăех малалла тăсрĕ. — Хуларан яла таврăнсан икĕ çул колхоз сурăхĕсене пăхрăм, ун хыççăн ĕне фермине куçма сĕнчĕç — ниепле те хирĕçлеймерĕм. «Халĕ эсĕ хĕр пулнă ĕнтĕ, — терĕç те вун виççĕри-вун тăваттăрискерне витре тыттарчĕç. — Çак ушкăнри вунă ĕнене пăхатăн та, сăватăн та».
...Хуçасем /Естрати Трофимов председательпе Андрей Майков заведующи/ витерен тухса кайсанах ун умне фермăра самаях ĕçленĕ Мария Лукиянова пырса тăрать. «Ан кулян, Лена, хăнăхатăн. Çирĕпрех пул кăна. Ĕнене ачашланă май хăвна пăхăнма хăнăхтармалла. Чĕччисене вара икĕ алăпа вăйлăн чăмăртаса туртма тăрăш. Ун чух сĕчĕ те ытларах анать, ĕне те киленсе лăпкă тăрать...» Малалла вулас…

www.hypar.ru

Анатолий ТИМОФЕЕВ, пичет ветеранĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.