Комментировать

2 Июл, 2020

Аппа чăлхи

— Мĕн эсĕ çĕтĕк чăлха вĕççĕн çÿретĕн, — хăтăрса илчĕ арăм. — Миçе мăшăр çăм чăлха çыхса хăварнă сана валли аппу, мĕншĕн улăштармастăн?
Эпĕ пĕчĕк ача пек мĕскĕннĕн шăпăртах ларатăп. Вăл шкап алăкне уçрĕ те çыхăран пĕр мăшăрне илсе тыттарчĕ. Çемçе те кăпăшка çăм чăлхана алла илсе çепĕççĕн ачашларăм, кĕлетке тăрăх ăшă хум чупса иртрĕ. Аппан кун-çулĕпе çыхăннă аса илĕве путрăм.
Сарă хĕвелпе, шурă уйăхпа, йăлтăр çутă çăлтăрсемпе капăрланнă çĕр çинчи чăваш хутлăхĕнче вырнаçнă Кивçурт Маркара пурăнакан Игнатпа Мавра кил-йышне 1932 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче килнĕ вăл. Çак кун Мăнкунпа пĕр килнĕ май илемлĕ пулнă, анчах самани тинĕс хумĕ пекех вылянă.
Кил хуçи Кунис ятлă лашине колхоз йĕркеленĕ чухне хăй çавăтса кайса панă. Хуçалăхра улăм витнĕ пÿрт, кĕлет тата 2 хутлă пăлтăр пулнă. Витере сурăхсемпе ĕне тăнă. Улька вĕренме ĕмĕтленет. Кĕçех Çатра Маркари пуçламăш шкула çÿреме тытăнать вăл, анчах ашшĕ хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама шаннăран пĕлÿ çуртне çул хупăнать. Амăшĕ, вăл 4 класс вĕреннĕ, вулама-çырма килтех хăнăхтарать. Тавçăруллă хĕрача аталанать, хушнă ĕçрен те ютшăнмасть. 1938 çулта, шăллĕ çуралсан, хĕрĕн кил-тĕрĕшре пурнăçламалли тивĕçĕ йышланать. Хĕллехи кунсенче чăпта çапнă май курăс шăршипе тулнă пÿртре ĕç шавĕ лăпланмасть.
Вăхăт пĕр чарăнмасăр малаллах ыткăнать. Çулпа çул ылмашăннă май этемĕн тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухма тивет. Тăватă çула тăсăлакан хаяр вăрçă вăй питти арсене кăна мар, хĕрарăмсемпе ача-пăчана та нушалантарать. 10-12 çултисем те, выçăллă-тутăллăскерсем, колхоз хирĕ-улăхĕнче аслисемпе танах вăй хунă. Хĕл хыççăн çăва тухсан вĕлтĕренпе серте шÿрпи чи тутлă апат-çимĕç пулса тăнă.
Уйрăмах вăрçăпа ун хыççăнхи çулсенче йывăр килет ял халăхне. Арçынсемпе танах вăйлă лашасене те вăрçа ăсатнă. Аманса таврăннă салтаксем йывăр ĕçе хутшăнма пултарайман. Улька та, чĕр чунсене юратакан хĕрача, айккинче юлмасть. Ваçка ятлă ватă лашапа юнашар умлă-хыçлă тăратса виçĕ вăкăра турта хушшине вырнаçма хăнăхтарать. Дружок, Буян тата Егор ятлă вăкăрсемпе уй-хире сÿрелет, йĕтем çине кĕлте, фермăна утă-улăм турттарать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Михаил ИГНАТЬЕВ. Шупашкар районĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.