Комментировать

23 Июл, 2020

Чĕрĕпе пулăшни

Çуллахи каникулта ачасемпе ытларах урамра вылятпăр. Пирĕн тăрăхра пысăках мар вăрман пур. Унта çынсем час-часах çырлана çӳреççĕ. Эпир те çав вăрманта сахал мар пулнă.

Пĕррехинче юлташсемпе çырлана кайрăмăр. Çӳресен çӳресен ывăнтăмăр та канма шухăшларăмăр. Ларнă хушăра пĕр йывăç патĕнче тем йăшăлтатнине асăрхарăмăр. Чĕрĕп выртать-мĕн. Çурăмĕ çине йывăр япала ӳкнĕ те утаймасть. Мĕскĕнĕн ури аманнă. Вăл пире курсан ытти чĕр чун пек хăрамарĕ, эпир пулăшасса шанчĕ пулас. Ун çинчен йывăр тĕмескене илтĕмĕр те чĕрĕпе киле илсе килме тĕв турăмăр. Денис пирĕн хушăра чи асличчĕ, вăл пĕчĕкскере хăйĕн мотоблок прицепĕ çине хучĕ.

Хамăр урама çитсен ачасем кам мĕнпе пулăшма пултарнине пĕлтерчĕç те килĕсене вĕçтерчĕç, эпир çав хушăра шăллăмпа чĕр чуна сыхларăмăр. Чĕрĕп урине те хускатаймасть, юрать-ха пирĕн куç тĕлне пулчĕ. Эпир асăрхаман тăк кам пулăшĕччĕ-ши?

Кăштахран Дима тата Герман бинтпа йод илсе тухрĕç. Даша, ӳссен ветеринар пулас текенскер, чĕрĕпе алла илчĕ те: «Сыватат-пăрах сана!» — терĕ ăна куçĕнчен пăхса. Урине йод сĕрсе бинтпа çыхрĕ те каялла хучĕ. «Халĕ ăна лăпкăлăх кирлĕ, мĕскĕнĕн вăйĕ те çук. Кантăр», — терĕ тухтăр пекех. Чĕр чун хăйне пулăшу кӳнине туйса савăнчĕ пулмалла. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.