Комментировать

5 Авг, 2014

Бюджет укçи строительствăна тĕревлет

Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Чи малтанах республика Пуçлăхĕ «Чăваш Республикинче 2015 çула К.В.Иванов çулталăкĕ тесе пĕлтересси çинчен» указа алă пусни çинчен пĕлтернĕ. Тĕллев - илемлĕ Чăваш литературин классикне Константин Васильевич Иванова, çĕр-шыв тата тĕнче культурине пысăк тÿпе хывнăскере, унăн пултарулăх еткерне асра тытасси. 2015 çулта поэт çуралнăранпа 125 çул çитни, çавăн пекех Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2015 çулта çĕр-шывра Литература çулталăкне ирттерме указ кăларни те çапла тума хистенĕ.

«Чăваш литературин классикĕ Пушкăртстанра çуралнă, Константин Иванов пултарулăхĕ çак республикăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тăванла икĕ регион, икĕ наци республики, туслăхпа ĕçтешлĕх çинчен калакан килĕшĕве тĕпе хурса паллă куна халалланă илемлĕ мероприятисене пĕрле ирттерĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Енĕн строительство комплексĕн 2014 çулăн 1-мĕш çурринчи ĕçĕпе Строймин ертÿçи Олег Марков паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх - çак тапхăрта 16,3 млрд тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă, пĕлтĕрхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенчипе танлаштарсан - 112%. 7 уйăхра хута янă пурăнмалли çурт-йĕр 316 пин тăваткал метрпа танлашмалла - пĕлтĕрхи шайăн 110%. Кăçал тĕрлĕ программăпа 6 пин ытла çемьене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшĕç - пĕтĕмпе 3 млрд ытла тенкĕлĕх.

Çивĕч ыйтусен шутĕнче министр каменщиксемпе штукатур-малярсем çитменнине асăннă, каменщиксем Чăваш Енре те 30-40 пин, маляр-штукатурсем 20-25 пин тенкĕ ĕçлесе илме пултараççĕ пулин те вĕсем çулла Мускава, Мускав облаçне ĕçлеме йышлăн тухса каяççĕ. Михаил Игнатьев специалистсене ĕç укçин виçи, ĕç калăпăшĕ çинчен информаци памаллине палăртнă. Патшалăх программисемпе кăçал строительство отрасльне хывакан бюджет инвестицийĕсен калăпăшĕ 9 млрд яхăн тенкĕпе танлашмалла, çав шутра республика инвестпрограммипе - 4 млрд та 961 млн тенкĕ. «Строительство отраслĕнчен кашни 4-мĕш тенкĕ - бюджетăн. Ку - ÿсĕмĕн хăватлă никĕсĕ», - тенĕ вăл.

Олег Марков нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсамалли фонда йĕркелемелли меле суйласа илессипе çыхăннă ĕç çинчен каласа панă. Авăн уйăхĕ вĕçлениччен пÿлĕмсемпе хваттерсен хуçисен çав меле палăртмалла. Çапла тумасан саккунпа килĕшÿллĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем 10 кунра вĕсемшĕн йышăну тăвĕç. Михаил Игнатьев ку енĕпе халăхпа ăнлантару ĕçне анлăрах йĕркелеме хушнă.

Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Иван Исаев çĕр айĕнчи пуянлăхпа усă курассине патшалăх енчен йĕркелесе пырассипе çыхăннă ĕçпе паллаштарнă. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ пуянлăх вырăнĕсемпе усă курма 8 аукцион ирттернĕ, çулталăк вĕçлениччен тата 12 йĕркелесшĕн. Вĕсен кăтартăвĕсем тăрăх республика бюджетне 35,5 млн тенкĕ кĕнĕ. Утă уйăхĕнче ирттернĕ аукционсем бюджета тата 11,7 млн тенкĕ кÿнĕ. Çавăн пекех çĕр айĕнчи пуянлăхпа усă куракансем çакăншăн 13,5 млн тенкĕ налук тÿленĕ.

Республикăн çар комиссарĕ Александр Мокрушин çурхи призыв кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - призыв заданине туллин пурнăçланă, ака-утă уйăхĕсенче çарсене 1935 çынна ăсатнă. Çав шутра 25,6% - аслă пĕлÿллĕ çамрăксем, 18,9% - вĕренÿ организацийĕсенче çарта кирлĕ специальноçсене вĕреннĕ яшсем. Комиссар шухăшĕпе - республикăра юлашки çулсенче спортăн лайăх инфратытăмне йĕркелени призывниксен сывлăхне, çар службинче кирлĕ хатĕрлĕхе çирĕплетме пулăшнă.

«Çурхи призыв тапхăрĕнче çамрăксен 99,3% призыв комиссийĕсене хăйсем тĕллĕн, никам хистемесĕрех пынă. Лайăх кăтарту. Çар служби модăна кĕрсе пырать, ку енĕпе республикăра çамрăксене çарпа патриот воспитанийĕ пани пысăк витĕм кÿрет. Раççейĕн кашни гражданинĕн Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçламалла», - палăртнă Михаил Игнатьев.

Канашлура çавăн пекех Украинăн кунта тарса килнĕ гражданĕсене пулăшас ыйтусене сÿтсе явнă.

К.ПЕТРОВ

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.