Комментировать

30 Июл, 2020

Унăн пуканисене Парижра кĕтеççĕ

Евгения Егорова ача ÿсĕмĕнчен тухнă пулин те пуканесене алăран ямасть. Шупашкарта пурăнаканскер — тĕнче шайĕнчи ăста. Унăн пуканисем чĕрĕлессĕн туйăнаççĕ. Акă старик тÿрленсе тăрĕ те сăмах хушĕ. Диван çинче выртакан Коко Шанель те пуçне çавăрса пăхассăн туйăнать. Вĕсене ăсталанă Евгения ют çĕршыври куравсене хутшăнать.

Пĕр журнала пула

Хĕрача мĕн пĕчĕкрен ал ĕçĕпе кăсăкланнă. Юратнă инкĕшĕсем Женьăн кăмăлне çĕклеме пĕлнĕ: çыхнă теттесемпе, тĕрлĕ эрешпе капăрлатнă тумтирпе савăнтарнă. Тăванĕсене кура Женя та пултарулăх тĕнчине путнă. Тантăшĕсем урамра вылянă чухне хĕрача сĕтел хушшинче ларса сехечĕ- сехечĕпе ал ĕçĕпе аппаланнă. Шкул пĕтерсен Евгения И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна ди-зайнера вĕренме кĕнĕ, пурнăçне графика дизайнĕпе çыхăнтарма палăртнă. Занятисем вĕçленсен библиотекăна утнă. Пĕррехинче вăл унччен курман журнала алла тытнă. Кăларăмра пукане ăсталама вĕрентнĕ. Вăл ача-пăча вылямалли мар, интерьера илемлетмелли пулнă. Женя журнала кăсăкланса тĕпченĕ те пукане ăсталама тĕллев лартнă. 2-мĕш курсра ăс пухаканскер до-куменчĕсене каялла илнĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ÿнерпе графика факультетне çул тытнă. Пукане ăсталаканăн скульптор та, художник те, çĕвĕç те пулмалла. Женя пултарулăхне пур енлĕн аталантарма шут тытнă — тусĕпе пĕрле Шупашкарти ÿнер училищинчи керамика кружокне çÿреме пуçланă. Унти педагогсем студентсене керамикăпа ĕçлеме вĕрентнĕ. Аслă шкулта ăс пухакан Евгения преподавательсене тимлĕн итленĕ. Теорие вĕренни çителĕксĕр. Алла хăнăхтармашкăн опыт пухмалла. Диплом илсен Женя Пĕтĕм Раççейри «Орленок» ача-пăча центрне ĕçлеме вырнаçнă, унта кружоксем ертсе пынă. Пушă вăхăтра чун киленĕçĕпе аппаланнă: пукане кÿлеписене ăсталанă, Мускаври ăсталăх класĕсене çÿренĕ.
Раççейре пуканесем тăвас искусство вăй илсе пырать çеç. Çулталăкра икĕ хут /çуркуннепе кĕркунне/ Мускавра пуканесен пысăк куравĕ иртет. Унта питĕ нумай çын çитет. Ÿнерçĕсем валли анлă программа хатĕрлеççĕ, тĕнче шайĕнчи ăстасене чĕнеççĕ. Пĕлтĕрхи куравра Евгенийăн ĕçне палăртнă. Художникшĕн унта хутшăнни — пысăк тивĕç. Кăçалхи курав валли Женя Дани çыравçин Ханс Кристиан Андерсенăн кÿлепине ăсталанă. «Русалочка», «Гадкий утенок», «Снежная королева» хайлавсен авторĕ трон çинче ларать. Евгения «писатель» валли XVIII ĕмĕрте модăра пулнă тума ятарласа çĕленĕ. Жилет кĕсйинче — сехет, сюртукра — вĕрен. Андерсен пушарта çунса вилесрен хăранă, çавăнпа ялан вĕрен чиксе çÿренĕ. Курава хутшăнакан ÿнерçĕсене 1 тăваткал метр лаптăк уйăрса параççĕ. Экспозицие темиçе пукане тăратма юрать, анчах вĕсен пĕр тематикăпа пулмалла. Евгения Андерсен хайлавĕсенчи тĕп сăнарсене калăплама шут тытнă. Экспозицие Русалочка, Дюймовочка тата акăшсем пуянлатĕç. Шел те, курава кăçал ирттермĕç. Пуканеçĕсем çитес çулхи çуркуннене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Унччен коронавируспа çыхăннă лару-тăру лăпланасса шанаççĕ.

Столяр, парикмахер, çĕвĕç…

Халĕ Евгения француз ÿнерçин Анри Тулуз Лотрекăн кÿлепине ăсталать. Пуканене Парижри Лувра хирĕç вырнаçнă галерейăра кĕтеççĕ. Курав валли Наполеон Бонапарт императорăн, Мария-Антуанетта патша майрин кÿлеписене хатĕрлеме ирĕк панă. Анчах Евгения француз ÿнерçисене сăнласшăн пулнă. Лотрека суйласа илни ăнсăртран мар. Унăн ячĕ ÿнер историйĕнче çырăнса юлнă. Генетика чирĕпе çуралнăскер лутра пулнă. «Яланах ÿсĕр», — тенĕ унпа пĕр вăхăтра пурăнакансем. Евгения ÿнерçĕн шалти кăмăл-туйăмне сăнласшăн. Хăйĕнчен кулма юратнă Лотрек чун ыратăвне пусарса кабарере вăхăта ирттернĕ. Тĕнчипех палăрнă картинăсен авторĕ сывлăхне пĕтернĕ.
Евгения Лотрек кÿлепипе 2 эрне ĕçлет ĕнтĕ. Ĕç тĕлĕнмелле хăвăрт пурнăçланать. Ÿнерçĕ аллинче — палитра тата киçтĕк. Вĕтĕ пайсенчен тăракан композицие çула илсе тухма та шикленмелле. Лотрек малтан Беларуçа вĕçĕ, унтан — Парижа. Евгения пукане çул çинче сиенленесрен шикленет, çавăнпа чи паха материалпа çеç усă курать. Кÿлепен пичĕпе алли-урине АПШра туса кăларнă полимер тăмран йăвалать. Кĕлетке пайĕсене духовкăра хĕртет. Унта тăм хытать, кÿлепе ÿксен те арканмасть. Унччен вăл тĕрлĕ материалпа усă курнă. Пуканесем курава чиперех çитнĕ-ха, анчах каялла таврăннă чухне кĕлетке пайĕсем катăлнă. Унашкаллисене вара çĕнетме май çук.
Евгения столяр ĕçне те тĕшмĕртет. Наччасра пукане валли сĕтел-пукан ăсталать, мольберт хатĕрлет. Ытларикун вăл 5 сехет пенсне /сăмса тăррине хĕстерсе лартмалли куçлăх/ ăсталанă. 1 сантиметртан та пĕчĕкрех куçлăх çаврашкисене кантăк та вырнаçтарнă. Халĕ ăна Лотрекăн сăмси çине лартмалла, ан ÿктĕр тесе çилĕмпе çыпăçтармалла. Женя парикмахер та, атă ăсти те, модельер та. Пуканесен çÿçне качака çăмĕнчен тăвать. Ăна якатать е кăтралатать. Модельер ĕçĕнчи вăрттăнлăхсене хĕр тусĕ вĕрентнĕ. Женя тĕрлĕ ĕмĕрти тумтире хăех çĕлет.
«Пуканен те кăмăл-туйăм пур. Андерсена калăпланă чухне темĕскер ура хунăнах туйăнчĕ. Çыравçă чăркăш та кăра çилĕллĕ пулнă. Атă ăстин çемйинче кун çути курнăскер пурнăç тăршшĕпех пуяссишĕн тăрăшнă. Андерсен мĕн пур ĕçе хăвăрт пурнăçланă. Пуканене те часах вĕçлерĕм», — палăртрĕ ÿнерçĕ.

Космонавт арăмĕ тав тунă

«Пĕрремĕш ĕçсене аса илсен яланах кулатăп. Этем анатомине чухламастăм, пуканесен куçĕ тем пысăкăшчĕ, хăлхи пачах çукчĕ. Керамика кружокне çÿренĕ чухне пĕр пукане ăсталасшăнччĕ. Майне пĕлменрен ĕçе вĕçлеймерĕм, — аса илчĕ Женя. — Краснодар крайĕнчи «Орленокра» ĕçлеме тытăнсан пукане тăвас ĕçе пуçĕпех путрăм. Опыт çитменрен ĕçĕмсем тивĕçтермерĕç. Клоун тума пуçлаттăм та вăл Пирĕштие çаврăнатчĕ. Юнашар хавхалантаракансем пулнăран пуç усмарăм. Ĕçĕмсене галерейăна илсе каяттăм. Куракансем вĕсемпе кăсăкланнине курсан хамăн вăя шантăм». Женя ăсталанă фаянс Пирĕштие вырăс театрĕнче нумай çул ташланă балерина пĕрре курсах килĕштернĕ. Вăл Женьăн телефон номерне шыраса тупнă, шăнкăравланă. Хайхискер ырă сăмахсемпе хавхалантарнă, чун киленĕçĕпе малалла та аппаланма сĕннĕ. «Орленока» çĕршывĕпе паллă çынсем килсе çÿренĕ. Пĕррехинче Женя Совет Союзĕн космонавчĕн Герман Титовăн мăшăрĕпе Тамарăпа паллашнă. Хĕрарăм ăна вырăс культурине сăнлакан пукане хатĕрлеме ыйтнă. Тамара Васильевна ăна Европăра пурăнакан юлташне парнелесшĕн пулнă. Пуканене курсан унăн шухăшĕ улшăннă. Чаплăскере вăл никама та паман, килтех хăварнă. Космонавт арăмĕ Женьăна мухтанă, чун-чĕререн тав тунă. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.
Евгения ЕГОРОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.