Комментировать

30 Июл, 2020

«Чĕлхе, истори — чуна çывăх»

Елчĕк районĕнчи Курнавăш вăтам шкулĕнче вĕренекен Даша Федорова каникул вăхăтĕнче те ахаль лармасть. Тăван чĕлхене сума сăваканскер никам хистемесĕрех Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ «Чувашия — любовь моя» тата «Чувашия — это мы» («Тăван ен культури» номинаци) конкурссене хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Кĕçĕннисемшĕн – ырă тĕслĕх

Дашăн юратнă предмечĕсем — чăваш литератури, истори, географи. «Ман шухăшпа, тăван чĕлхе малти вырăнта пулмалла, несĕлсен чĕлхине упрамалла. Вăл — пысăк пуянлăх. Ăна лайăх пĕлмесĕр ют чĕлхене ниепле те ăса хывма çук. Чăваш юнĕ чупсан чăваш чунлă пулмаллах. Манăн юратнă поэтсем — Çеçпĕл Мишши, Юрий Сементер. Вĕсен чылай сăввине пăхмасăр пĕлетĕп. Пирĕн ялта çуралса ÿснĕ Елена Чекушкина калавĕсемпе повеçĕсене килĕштеретĕп. Аттепе анне те вулама юратаççĕ, нумай-нумай çул ĕнтĕ хăйсем валли «Хыпар» илсе тăраççĕ, пирĕн валли «Тантăш» çырăнса параççĕ. Пирĕн килте чăвашлăх тапса тăрать», — хавхаланса калаçать Даша. Вăл сăвă пăхмасăр калама юратать. Шкулти, ялти уявсенче те Дашăна шанаççĕ. «Чувашия — любовь моя» конкурсра вăл Зинаида Михайлова çырнă «Тăван чĕлхеçĕм, янăра!» сăвва вуласа пĕрремĕш вырăна тухнă. «Чувашия — это мы» конкурса хăйсен тăрăхĕнчи чăваш тумĕпе хутшăннă. «Вырăскассисем Елчĕк тăрăхĕнчи ытти ял хĕрĕсем пекех вăййа шупка кĕрен кĕпепе, тĕрленĕ шурă саппунпа тухнă. Килĕшет мана хамăр енчи çи-пуç. Тĕррисем мĕне тăраççĕ! Эпĕ те хам валли ятарласа чăваш тумĕ çĕлеттересшĕн. Ман шухăшпа, вăл кашни хĕр-упраçăн пулмалла», — палăртать Даша.

Кĕнеке вулама юратнисĕр пуçне пушă вăхăтра Даша сăн ÿкерме кăмăллать. Çавна май пурăна киле лайăх фотоаппарат туянас ĕмĕтлĕ. Хăйĕн ĕçĕсенче ытларах çывăх тăванĕсене, тус-юлташне, çут çанталăка сăнлать. «Даша чăннипех те пултаруллă. Вĕренÿре те маттур. Ăна эпир шанатпăр. Вăл тĕрлĕ сайта кĕрсе конкурссем пирки пирĕнтен маларах пĕлет, хăй тĕллĕнех тĕплĕ хатĕрленет», — 11-мĕш класа куçнă вĕренекене ырлать чăваш чĕлхипе литература учителĕ Надежда Кузнецова. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Даша ФЕДОРОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.