Комментировать

7 Авг, 2020

Земфира ЯКОВЛЕВА: Лайăх юрă вĕрентекенпе танах

Земфира Яковлева, тем тесен те, телейлĕ хĕрарăм. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ юрă-кĕвĕпе çыхăннă. Ăна çак çул çине амăшĕ Ксения Павловна кăларнă. Паян Земфира Кузьминична çав çулпа çирĕппĕн утать, хăй хыççăн çĕр-çĕр çынна ертсе пырать, вĕсене кĕвĕ-çемĕн асамлă тĕнчипе çывăхланма пулăшать. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ халăх сăмахлăхĕпе юрри-кĕввин ăслăлăхĕпе уйрăлми çыхăннă.

БИОГРАФИРЕН

Земфира Яковлева /Фондеркина/ педагог, фольклорист, РФ халăх вĕрентĕвĕн ĕç отличникĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ 1939 çулта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Сорăм ялĕнче çуралнă. Канашри педагогика училищинчен /1964/, Хусан патшалăх педагогика институтĕнчен /1970/ вĕренсе тухнă. 1964-1979 çулсенче Канашри педагогика училищинче, 1979-1982 çулсенче Шупашкарти педагогика училищинче ĕçленĕ. 1982-1996 çулсенче тĕп хулари Ленин районĕнчи Пионерсен çуртĕнче арçын ачасен хорне, 1989 çултанпа ачасен «Пейĕт» фольклор ансамбльне ертсе пынă. 1993-1996 çулсенче — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн аслă преподавателĕ, 1996 çултанпа — доцент. Çав вăхăтрах студентсен «Сипет» фольклор ансамбльне ертсе пынă. Хальхи вăхăтра Шупашкар районĕнчи «Çĕнял» халăх фольклор ансамблĕпе /1989 çултанпа/ ĕçлет. Земфира Яковлева — 20 ытла методика пособийĕпе статья, фольклор произведенийĕсен тата хăй хывнă юрăсен кĕнекисен авторĕ.

— Земфира Кузьминична, ачалăхăр вăрçă тата ун хыççăнхи çулсемпе пĕр килнĕ. Çăмăл пулман вĕсем. Çапах ача-пăча ун чухне те савăнма майсем шыранă. Начар вăхăтри лайăх самантсем мĕнпе çыхăннă-ши?
— Ача чухне те, ун хыççăн та чуна савăнтараканни юрă- ташăпа ĕç пулнă. Анне кунĕн-çĕрĕн юрлатчĕ. Савăннипе кăна мар, ăна хуйхă-суйхă пуç таранах хупăрласа тăнă. Пĕрремĕш мăшăрĕ, ялти коммунăна йĕркелекенсенчен пĕри, парти ĕçченĕ Андрей Ярандайкин йывăр чире пула çĕре вăхăтсăр кĕнĕ. Манăн аттепе Кузьма Фондеркинпа вăл 1938 çулта пĕрлешнĕ. Атте те парти ĕçченĕ пулнă, ВКП/б/ райкомĕн массăллă ĕçсен пайĕн ертÿçинче, райколхоз союзĕн председателĕн заместителĕнче, районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн редакторĕнче ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, 1944 çулта, Латви çĕрĕ çинче пуç хунă. Пичче Гена та, аннен малтанхи упăшкинчен çуралнă ывăлĕ, йывăр чире пула çав çулах çĕре кĕчĕ. Мана питĕ юрататчĕ вăл, хулпуççи çинче çĕклесе çÿретчĕ. Кунашкал хуйха чăтса ирттерме мĕн чухлĕ çирĕплĕх кирлĕ. Ун пек чухне те юрлать чăваш. Анне те çапла тунă. Сорăм хутлăхĕн юррисене итлесе çитĕнтĕм эпĕ.
Йăлапа çыхăннă уявсем ял варринчех иртнĕ-и?
— Ял хĕрринчи анлă улăхра. Çавăнта пуçтарăнатчĕç çывăхри ялсенче пурăнакансем. Тĕрĕссипе, çур район та пулĕ. Уявсенче кăна мар, утă ĕçĕпе çыхăннă вăхăтра та курма пулатчĕ вĕсене. Вăйă вылятчĕç, халăх юррисене шăрантаратчĕç.
Эппин, аннĕр — юрă ăсти, аçăр парти ĕçченĕ пулнă.
— Анне те хастарлăх кăтартнă. Коллективизаци çулĕсенче комсомолка пулса тăнă. Фермăра ĕçленĕ, уй-хир бригадине ертсе пынă. ВЛКСМăн 1930 çулхи раштавра иртнĕ саккăрмĕш конференцийĕнче ăна комсомолăн 9-мĕш съездне кайма суйланă. Мускавра Аслă пуху ĕçленĕ кунсенче чăваш тумлă Сорăм пикин сăнĕ «Крестьянка» журналăн хуплашкинче пичетленнĕ. Анне каланă тăрăх, атте те юрă-кĕвĕ, илем тĕнчине çывăх тăнă. Вăл драма кружокĕ ертсе пынă, унта хĕрарăмсен сăнарне те калăплама тивнĕ. «Нарспи ролĕнче кăна выляймарĕ пулĕ аçу», — тетчĕ аннем.
Çĕнтерÿ кунне астăватăр-и?
— Сап-сарă хĕвел пăхатчĕ. Мăшăрĕсене, ывăлĕсене çухатнă хĕрарăмсем макăратчĕç, сыввисен — савăнатчĕç, юрлатчĕç. Аннесене çав кун юман касма кăларса ячĕç. Атте пуç хунă вырăна икĕ хут кайса килтĕм: пĕрре — аннепе, тепрехинче — çемьепе. Манăн кукка Прокопий Павлович аттепе пĕр вырăнта çапăçăва кĕнĕ. «Çĕрпе пĕлĕт ăçти те паллă марччĕ çав кун. Вилнишĕн мар, чĕрĕ юлнишĕн тĕлĕнме тиветчĕ», — тетчĕ вăл.
Аннĕр юррисене чĕрере упрани — пĕрре. Вĕсене çырса илсе кун çути кăтартни — тепре... Хăçан «пиçсе» çитрĕр çак ĕçе пуçăнма?
— Сорăм ялĕ шăп та лăп 125 çул каялла пуçланнă. Элĕк, Муркаш районĕсенчен куçса килнĕскерсем никĕсленĕ ăна. Пирĕн таврара питĕ хитре юрăсем упранса юлнă. 1986 çулхи утă уйăхĕнче Зинаида Козлова фольклорист, паян пурте лайăх пĕлекен «Уяв» ансамблĕн ертÿçи, аннепе иксĕмĕр шăрантарнă 30 ытла юрра çырса илчĕ. Мана вăл ĕçлени, унпа кайран çывăх туслашни кăсăклантарчĕ пулĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех музыка вĕрентрĕм, тĕрлĕ хорпа ĕçлерĕм. Апла пулин те Зинаида Алексеевна мана: «Эсĕ хăв фольклор хушшинче пурăнатăн, фольклор ушкăнĕпе ма ĕçлеместĕн? Санăн питĕ лайăх пулмалла ку ĕç», — терĕ. Вара эпĕ те, «Пейĕт» фольклор ушкăнĕпе ĕçленĕ май, аннерен хамăр ял юррисене çырса илтĕм. Унти юрăсем, иккĕленместĕп, Сорăмсене мĕне те пулин, кама та пулин асилтереççĕ, ял-йыша пĕр-пĕринпе туслă пурăнма, тăван çĕре юратма хистеççĕ. Ахальтен-и халăхра: «Лайăх юрă чăн-чăн вĕрентекен пекех», — теççĕ.
Эсир çапла туни чăвашсен паллă композиторĕсен, мусăкçисен Петр Пазухинăн, Степан Максимовăн, Александр Осиповăн, Михаил Кондратьевăн халăх юрри-кĕввине нотăпа упраса хăварас пуçарăвне аталантарнине çирĕплетет. Манăн сирĕн 2018 çулта пичетленнĕ ахах-мерченĕр — «Чутай ен юррисем» — çинчен сăмах пуçарас килет. Тĕлĕнсе каймалли текстсем çырса илнĕ.
— Кĕнекере — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемпе 1997 çулхи çĕртме тата утă уйăхĕсенчи фольклор экспедицийĕсенче пухнă фольклор юрри-кĕвви. Унсăр пуçне аннен «Сорăм юррисем» кăларăмра пичетленеймен юррисем, хам пухнă юрă-кĕвĕ, пурĕ 198 хайлав, кĕнĕ. Сăмах май, фольклор экспедицийĕсенче чăваш фольклорĕн 800 ытла произведенине çырса илме пултартăмăр.
Сирĕн композитор пултарулăхĕ пирки те калаçса илер.
— Студентсем «айăплă» уншăн. Вĕсем «Студентсен çуркунни» валли халăхăн авалхи юррине аса илтерекен çемĕ тупса пама ыйтрĕç. Нумай шухăшласа çÿрерĕм. Ираида Вдовина юрлаканни манерлĕ кĕвĕ пуçа пырса кĕчĕ. Çапла çуралчĕ пĕрремĕш юрă. 2003 çулта анне 95-е çитсе çĕре кĕчĕ. Çакă манăн ăшри туйăмсене пăтратрĕ, хускатрĕ, хам та сисмерĕм — кĕвĕсем шăранса тухма пуçларĕç. Вĕсем валли сăвă шырама пуçларăм. Зоя Сывлăмпи шăрçаланă йĕркесем мана ытларах килĕшрĕç. Унăн сăввисемпе 40 ытла юрă хыврăм. Çавăн пекех Светлана Асаматăн, Олег Прокопьевăн, Римма Титовăн, Вячеслав Кругловăн, Анатолий Тимофеев-Ыхран сăввисем чуна çывăх пулчĕç. Вĕсенче тăванлăх, çемье чысне упрасси, çуралнă кĕтес илемĕ, кăмăл-сипет тасалăхĕ малти вырăнта тăраççĕ. Çак тарана çитиччен 200 ытла юрă хыврăм, ултă кĕнеке кăлартăм. Халăх патне çитермелли тата 40 юрă пур-ха.
Эсир 30 çул ытла Шупашкар районĕнчи «Çĕнял» халăх фольклор ушкăнне ертсе пыратăр.
— «Çĕнял» — республикăра иртекен «Сăрпа Çавал çаврисем», «Ĕмĕрсен эрешĕсем», «Раççей çăл куçĕсем» фольклор фестивалĕсен лауреачĕ. Коллектив тĕрлĕ шайри мероприятисенче тăван халăхăмăрăн ăс-хакăлне, культура пуянлăхне ĕнентерÿллĕн, нумайлăха асра юлмалла сăнласа кăтартать. Эпир концертсемпе çак тăрăхра кăна мар, ытти вырăнта та — Мускавра, Мари Республикинче, Чулхула облаçĕнче… — пулатпăр. 2008 çулта Турцири Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен фестивальне хутшăнса чăваш ятне çĕклеме май килчĕ. «Çĕнял» ансамбль 30 çулта 500 юрă вĕренсе халăха парнелерĕ, вăл шăрантаракан 60 ытла юрра Чăваш радио хăйĕн фончĕ валли çырса илчĕ. 2009 çулта «Аксар» студи методика хатĕрĕ майлă «Чăваш халăх йăли-йĕрки» видеофильм кăларчĕ. Унта темиçе йăла — «Хĕвеле хăпартни», «Çĕнĕ вут чĕртни», «Хĕр сухи», «Çăл тасатни», «Чуччу», «Вут хапхи», «Вăйă» — сăнланнă.
Эсир — Хĕрлĕ Чутайсен «Чавал» ентешлĕхĕн председателĕн çумĕ те. Мĕнпе туртать, илĕртет сире «Чавал»?
— Ентешлĕх маншăн — чун уççи. Ентешсен туслă пурăннине пысăка хурса хаклатăп. Тăванлăх — хăйне май, туслăх — тепĕр май. Мана йывăр вăхăтра нухратпа кăна мар, ăшă сăмахпа та чылай пулăшрĕç. Вĕсем маншăн тăванран та тăван.
— Мăшăрăрпа Николай Яковлевпа икĕ ача çуратса ÿстернĕ. Вĕсем сирĕн çулăрпа утмаççĕ-и?
— Мăшăрăм 2009 çулта пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Ачасемпе, мăнукăмсемпе савăнса кăна пурăнмаллаччĕ те. Ывăлăм Андрей педучилище, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн техникăпа экономика факультетне пĕтерчĕ. Тĕп хулари шкулсенче вĕрентрĕ. Хĕрĕм Надежда Шупашкарти музыка училищи хыççăн Чулхулари консерваторире пĕлÿ илчĕ. Педуниверситетра преподавательте чылай вăхăт ĕçлерĕ. Халĕ «Çĕнял» халăх фольклор ансамблĕнче пĕрле вăй хуратпăр, эпĕ ăна чăваш фольклорне ăнланса ĕçлеме пулăшатăп. Манăн виçĕ мăнук, пĕр мăнукăн ывăл çитĕнет. Юратнă ĕçрен, хаклă çыннăмсем юнашар пулнинчен, вĕсем таса-сывă пурăннинчен ытлашши тата мĕн кирлĕ? Малалла вулас...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.