Комментировать

Вутра та çунман, шывра та путман чăваш хĕрарăмĕ

«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат тата Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕ йĕркеленипе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 75 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа шăпах çакăн пек ят панă пултарулăх конкурсĕ иртнине пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çак кунсенче унăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç.
К о н к у р с а х ĕ р а р ă м ă н — а с а н н е - кукамайăн, аппа-йăмăкăн, аннесен — вăрçă вăхăтĕнчи хастарлăхне, харсăрлăхне, хăюлăхне, ĕçченлĕхне халалланă. Никамшăн та вăрттăнлăх мар — Çĕнтерĕве тылра та туптанă. Кунти пĕтĕм ĕç ача-пăчапа хĕрарăм хул пуççийĕ çине тиеннĕ. Пурте çутă пĕр тĕллевпе тăрăшнă çав çулсенче: йăлтах — Çĕнтерÿ валли! Малалла чĕнекен, ирĕклĕхе сыхласа хăварма хистекен çак шухăш ывăннине те ирттернĕ, пусăрăннă кăмăла та çĕкленĕ. Анчах та хĕр-хĕрарăм тылра тăрăшнипе çырлахман, алла хĕç-пăшал тытса вăрçă хирĕнче арçынпа танах тăшмана хирĕç çапăçнă. Шăпах çакăн çинчен çырса кăтартрĕç те конкурса хутшăнакансем. Пултарулăх тупăшăвĕн тĕллевĕ те çаплах пулчĕ — Аслă Çĕнтерÿ хакне, хĕрарăмăн вăрçăри тата тылри паттăрлăхне асра тытасси. Иртнĕ кунсене куç умне кăларнă май конкурсантсен литература пултарулăхне аталантарма та май пачĕ вăл. Çавăн пекех унăн йĕркелÿçисем пархатарлă тепĕр шухăша та палăртрĕç — çемье хаклăхне упрасси, хĕрарăма хисеплеме хăнăхтарасси, аслă ăрăвăн паттăрлăхне сума суса асра тытасси.
Конкурса регионсен шайĕнче ирттерме палăртни тĕрĕс пулчĕ — тупăшăва республика тулашĕнче пурăнакансем те хастар хутшăнчĕç.
«Проза» тата «Поэзи» номинацисенче жюри пĕрер ĕçе хак пачĕ, иккĕшне те малти вырăнпа тивĕçтерчĕ: Инесса Шашкина — «Хĕвел анса ларсан» калавĕпе, Николай Дворов—Шемексем «Кун-çул пăрăнкăçĕсем» поэмăпа пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç.
«Публицистика» ярăмпа чĕлхе илем- сĕтекне, материал содержанине кура харăсах икĕ ĕç пĕрремĕш вырăна туртрĕ: Лидия Угахина виçĕ Марье тата Ольга Архипова вăрçă вăхăтĕнчи ачалăхĕ çинчен çырса малти вырăна тивĕçрĕç.
Федор Федоровпа Николай Яковлев «Эпир çĕнтересси паллă», Мария Соколова «Пархатарлă кун-çул», Анатолий Тимофеев «Çурма тăлăх ÿссен те…» ĕçĕсемпе иккĕмĕш картлашкана йышăнчĕç.
Виççĕмĕш вырăна арçынсем пайларĕç: Георгий Тусли «Маруç аппа», Геронтий Никифоров «Таврăнмаллипех таврăнтăм».
Надежда Семенова /Пушкăрт Республики/, Надежда Петрова /Димитриева/ /ЧР, Красноармейски районĕ/, Надежда Тарасова /Пушкăрт Республики/, Ольга Терентьева /ЧР, Канаш районĕ/ конкурса хутшăнса илемлĕ материалсем çырнăшăн, хĕрарăмăн паттăрлăхĕпе чыслăхне мухтанăшăн конкурс дипломĕсене тивĕçрĕç.
Пултарулăх ĕçĕсене хак панă жюри: «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакторĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Маргарита Ильина, Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет ертÿçи, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юлия Мареева, Чăваш наци конгресĕн пайташĕ, Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен Нежип Фазил ячĕллĕ поэзи премийĕн лауреачĕ Раиса Сарпи — конкурса хутшăннă çынсене тав тăваççĕ, çĕнтерÿпе саламлаççĕ. Малалла та çаплах маттур та хастар пулма ырă сунаççĕ.
Çĕнтерÿçĕсене Дипломсем кĕтеççĕ, аякра пурăнакансене вĕсен электрон варианчĕсене ярса парăпăр.

www.hypar.ru

Маргарита ИЛЬИНА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.