Комментировать

4 Сен, 2020

«Хыпар» 99-100 (27682-27683) № 04.09.2020

♦ Çак вăхăтра Чăваш Ен кăмпаçисем вăрмантан тухма пĕлмеççĕ, вĕсемпе пĕрлех — Катя Петрова та.

Çĕмĕрле районĕн хĕрĕн çакнашкал киленĕç пурринчен тĕлĕнмелле те мар ĕнтĕ. Çав тăрăх вăрманран пуяннине шута илсен унта кăмпа чылай ÿсни куçкĕретех. Авă уплюнккана темĕн тĕрлĕ те ÿкернĕ Катя Петрова, Инстаграмри страницине вырнаçтарнă. Сцена çинчи юлташĕсем ку тухăçран тĕлĕннĕ те, юрăçшăн савăннă та. Денис Пугач та кăмпана çÿреме юратать иккен, маринадлама та ĕлкĕрнĕ (Катя Петрова — кăмпаçă)

♦ «Сывлăха çирĕплетсе, çĕнĕ шухăшсемпе хавхаланса каялла çаврăнса килтĕмĕр», — сăмах пуçарчĕ Крым çур утраври санаторирен тинтерех таврăннă Сергей Филиппов. Вăл хĕсмет вăхăтĕнче Çурçĕр Кавказри хĕрÿ вырăнсенче пулнă. Ун чухне çамрăкăн аллине снаряд ванчăкĕ лекнĕ. Анчах суранланнине хут çинче палăртман. Çавăнпах Паттăрлăх орденне паман ăна. Йывăр суранланнисене вара — 3 салтака — наградăпа чысланă. Хĕсмет вăхăчĕ яланлăхах унăн асĕнче çырăнса юлнă. Филипповсене «Доблесть» общество организацийĕ путевкăпа тивĕçтернĕ. Кăçал кăна мар, малтанхи çулсенче те ытти çемьепе пĕрле санаторире сипленме май килнĕ вĕсен.
«Эпĕ, Афганистана лекнĕ ытти салтакпа танлаштарсан, пурнăç курма ĕлкĕрнĕччĕ. Ун чухне техникумран вĕренсе тухнă, моряк пулса ют çĕршывсене çитнĕ. Çавăнпах каннă вăхăтра замполит салтаксене Швецие е Финляндие кайни çинчен каласа кăтартма ыйтатчĕ. Вăрçă кирек камăн психикине хавшатни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Хăшĕ-пĕри тăван тăрăха таврăнсан çăлăнăçшыраса эрех черкки еннелле туртăнчĕ. Пурнăçра хăйсен вырăнне тупайманран çĕре кĕрекенсем пулчĕç. Йывăрлăха лекнисене чун ыйтнипе пулăшас килчĕ. Малтан батальонра, полкра пĕрле пулнисене тĕрев патăмăр. Сăнатăп та, вăрçă витĕр тухнисен кун-çулĕ пĕр пекрех çаврăнса килет. Хĕн-хур курнисене куçпа пăхсах палăртма пулать. Вăрçă вĕсен сăнĕнче те йĕр хăварнă», — пурнăç опытне тĕпе хурса çирĕплетет организаци ертÿçи.
Хăй вăхăтĕнче çарти командир Владимир Яковлева Мускава чĕннĕ, ĕçпе, пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме шантарнă. Общество ĕçне парăнниех тăван тăрăхра юлма хистенĕ ăна. Ветерансемшĕн туслăх малти вырăнта. Ахальтен мар кирек кам çинчен сăмах пуçарсан: «Ку — ман юлташ», — палăртать Владимир Николаевич. «Эпир мăшăрпа иксĕмĕр — Афган вăрçин ветеранĕсем. Общество организацийĕн членĕсемпе пĕрле республикăра иртекен мероприятисене — Парада, чыслава, астăвăм каçĕсене — хутшăнатпăр. Паттăрлăх урокĕнче тухса калаçнă май Тăван çĕршыв кашни çыншăн мĕнешкел хакли çине пусăм тăватпăр. Çакна хамăрăн тĕслĕхпе çирĕплететпĕр», — хушса калать Юрий Пилипенко полковник (Вăрçă арçынсен сăнĕнче йĕр хăварнă)

♦ «Атте мĕнлерех çын пулнине унăн сăн ÿкерчĕкĕсене пăхса, тăвансемпе пĕлĕшсем каласа кăтартни тăрăх çеç пĕлетĕп. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă чухне çулталăкри ача çеç пулнă-çке-ха эпĕ. Çапах унăн сăнарĕ яланах манăн куç умĕнче. Шăпах атте пилĕпе эпĕ телейлĕ», — тет РСФСР тата ЧАССР халăх артистки Нина Яковлева.
Зоя Леонтьевна мăшăрĕ хушнине тивĕçлипе пурнăçланă: тепре качча кайсан та хĕрне Нинăна пăрахман, ăна тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Иккĕмĕш упăшкин ачисем те юратнă ăна, «анне» тесех çитĕннĕ. Мăнукĕсем те «кукамай» тесе çеç тăнă. «Эпĕ те аннен иккĕмĕш упăшкине Василий Романова «атте» тесех ÿсрĕм. Вăл лайăх çынччĕ, мана хăйĕн тăван ачисенчен уйăрмастчĕ. Пысăк та туслă çемьере çитĕнтĕм», — чунне уçрĕ Нина Яковлева.
Ытти «вăрçă ачи» пекех, Нина Михайловна та пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿснĕ. «Эпир уйра çитĕннĕ тесен те юрать. Пире 6-7 çулсенчех çурла тытма, кĕлте çыхма вĕрентнĕ. Тырă вырма кашнинех лаптăк уйăрса паратчĕç. Ялта утайманнисем çеç юлатчĕç, ыттисем пурте уйра пулнă. Аннесем çăпатине салтмасăрах çывăрма выртатчĕç: кун валли вăхăт та пулман вĕсен. 2-3 сехетрен ытла çывăраймастчĕç те вĕсем: тул çутăлсанах тăратчĕç те уя кайиччен килти ĕçсене туса хăваратчĕç. Çуллахи вăхăтра кунĕпех уйра тар юхтарнă», — ачалăх кунĕсене аса илчĕ Нина Яковлева. Пулас артистка юратнă асламăшĕ патне тăтăшах çÿренĕ. Ватă хĕрарăм ывăлĕ вилнине ĕненмен. «Санăн аçу килетех. Пирĕн çурт çывăхне яланах икĕ кайăк вĕçсе килет. Малтан пĕрре çеçчĕ, кайран тепри те килме пуçларĕ. Кĕркури пиччÿ таврăнчĕ вĕт вăрçăран, эппин, кĕçех аçу та тăван киле çитĕ», — тенĕ вăл мăнукне. Çапла хăй виличченех ывăлĕ таврăнасса шанса пурăннă.
Нина Яковлева хăйĕн ашшĕ пирки ачисемпе мăнукĕсене те тăтăшах каласа кăтартать, унăн сăн ÿкерчĕкĕпе «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнать. «Эх, хальхи ăспа пулсан аннерен, Кĕркури пиччерен тăван атте пирки тата ытларах ыйтса пĕлĕттĕм. Пире яланах вăхăт çитмест-çке. Манăн тĕллев — архива кайса атте пирки ытларах пĕлесси. Вăл хăш уйăхра фронта кайнă, мĕнле полкра тăнă — йăлтах уçăмлатас килет», — терĕ сыв пуллашнă май паллă артистка («Манăн хĕре нихăçан та ан пăрах». Çапла çырнă мăшăрĕ патне старшина çапăçăва кĕрес умĕн)

♦ Çак кунсенче фонд пăрин пĕрремĕш партине йышăннă, управа хунă. Ку культурăна Пăрачкав районĕнчи «ЭкоПродукт» хуçалăх хирĕсенче акса ÿстернĕ. «Кăçал çуркунне эпир ĕçтешлĕхĕн çĕнĕ меслетне тĕпе хурса çак хуçалăха аванс мелĕпе пăри вăрлăхĕпе, минерал удобренийĕсемпе тата дизель топливипе тивĕçтертĕмĕр. Специалистсем вегетацин пĕтĕм тапхăрĕнче пăри мĕнле ÿссе аталаннине сăнарĕç. Кĕркунне тĕлне вăл пиçсе çитрĕ, халĕ ăна управа хутăмăр. Çак тапхăрта пăри пĕрчинче физиологи тата биохими процесĕсем пулса иртеççĕ, çавна май унăн тутă тата технологи пахалăхĕсем лайăхланаççĕ. Çакăн хыççăн пăрирен икĕ тĕрлĕ кĕрпе — якатни тата вĕтетни — хатĕрлетпĕр», — каласа кăтартрĕ ЧР Апат-çимĕç фончĕн генеральнăй директорĕ Александр Богданов («Апат-çимĕç фончĕпе ĕçлеме меллĕ те шанчăклă». Çапла палăртаççĕ фондпа çыхăну тытакан ял хуçалăх предприятийĕсем)

♦ – Драматургие пăрахмаллипех пăрахрăр-и?
– Кÿршĕ ялти пăтăрмах çинчен çырса кăтартнă пьесăна /юсанă чухне пусă ишĕлсе анать те Якур çавăн тĕпĕнче юлать. Çынсем икĕ эрне унта пыма хăраççĕ. Сасси пулнă, илтĕннĕ. Час вилмен вăл/ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче лартрĕç. Унтах тата сусăр ача ÿстерекен телейсĕр амăшĕн шăпи çинчен «Каçар мана» пьеса тăрăх калăпланă спектакле куракан патне çитерчĕç. Драматургипе поэзие пĕрле тытса пыма питĕ йывăр. Драматургипе лармалла, поэзи кĕвĕçет: «Эсĕ е мана çеç юрататăн, е эпĕ вĕçетĕп те тухса каятăп», – тет. Вара поэзие суйларăм.
– «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ- тĕп редакторĕ те пулнăччĕ эсир. Кунта мĕнле майпа лекрĕр?
– Хамшăн та кĕтменлĕх пулчĕ. Унчченхи пуçлăх ĕçрен кайсан директора суйламалли конкурс ирттерчĕç. Конкурса хутшăнса пăхрăм. «Çÿлтен» хушнипе ячĕç те, чуна парсах ĕçлерĕм…
– Ĕçсĕр тăрса юлсан йывăр пулмарĕ-и? Айккинелле сирнине епле йышăнтăр?
– Карьерист пулсан Атăла кайса сиксе вилĕттĕм. Çырма, кĕнеке кăларма мана никам та чараймасть. Тата эпĕ ăраскала ĕненетĕп. Кашнин шăпине малтанах çырса хатĕрленĕ. Андри-ян Николаева – космоса вĕçме, пĕчĕклех ашшĕ- амăшĕсĕр тăрса юлнă Иван Яковлева – чăваш халăхне çĕнĕ çырулăх парнелеме, халăхшăн питех те кирлĕ ытти нумай ĕç тума…
– «Ах, мĕншĕн ытла та шăллă-ши эпĕ?» тесе ÿкĕнмен-и?
– Çук. Пысăк чиновника тухма, депутат паллисене çакса çÿреме тĕллев лартнă пулсан чĕлхене чараяттăм, çав териех катăк мар. Кĕнеке кăларма мана спонсорсем пулăшаççĕ, патшалăхран илместĕп, никам умĕнче те тăпăртатса тăмастăп.
– Сире пĕри: «Влаç улшăнсан çĕнĕ çынсене юрама юратать», – тесе ÿпкелени хăлхана кĕнĕччĕ... Килĕшетĕр-и ун пек хакланипе?
– Паллах, килĕшместĕп. Апла пулин те паянхи кун республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене Олег Николаев пурнăçланине ырлатăп. Çавăн пирки эпĕ пĕр тĕлпулура та каланăччĕ.
– Сирĕн мăшăрăр – Ольга Туркай. Пултарулăх çыннисене пĕрле пурăнма ансат-и?
– Чи пахи – юрату. Вăл çук пулсан нимĕн те пулăшаймĕ. Çулсем иртнĕçемĕн арăмĕпе упăшки пĕр организм пулса тăраççĕ. Паллах, уйрăлакансем те пур-ха. Оля эпĕ çĕр çинче мĕнле тĕллевпе пурăннине, маншăн пурнăçра чи хакли мĕн иккенне пĕлет, ăна ырлать. Унăн тĕллевĕ те çавăн пекех. Пире мул кăсăклантармасть. Укçа пулсан — тав Турра, çук тăк — çук. Ачасем пур, мăнуксем. Хваттерпе нушаланман. Пĕр пÿлĕмлине Писательсен союзĕнчен çамрăклах пачĕç. Виçĕ пÿлĕмлине бизнеспа аппаланнă чухне туянтăм. Оля – манăн телей. Арçын пурнăçĕ хĕрарăмран питĕ нумай килет. Чи пахи – юратмалла. Пĕтĕм чунпа, чĕрепе. Лайăх енсене çеç мар, çитменлĕхсене те. Пирĕштисем, çветтуйсем çĕр çинче çук. Хĕрарăмăн упăшкара хăйне курмалла. Сана ырă сăмах калани, ăшшăн чуптуни, каçарни килĕшет-и? Килĕшет. Апла пулсан упăшкуна та килĕшет. Яланах çакна асра тытмалла: каçарма, каçару ыйтма, тав тума пĕлмелле. Мана та час-часах шăпах çакă çитмест. Эпĕ те пирĕшти мар, эпĕ те çын кăна. Тата… Турра ĕненмелле. Ĕненÿ вăй парать, хăвна йĕркеллĕ тытма хистет. Эсĕ чиркÿре кунĕн-çĕрĕн пулни çветтуя тухнине пĕлтермест. Ĕненÿ шалта пулмалла.
– Сирĕн икĕ ача: Илемпипе Силпи, Силпин икĕ хĕр. Чăваш интеллигенчĕсем ытти çын ачисене чăвашла вĕрентесшĕн те, хăйсен ывăл-хĕрĕпе вырăсла калаçаççĕ.
– Ку чăваш интеллигенцийĕн чи пысăк ыйтăвĕ, инкекĕ, çылăхĕ, намăсĕ, икĕ питлĕхĕ. Хăшĕ-пĕри хăйне суперпатриот пек кăтартасшăн. Ачисем чăвашла ăнланни пирки калаççĕ. Ăнланни сахал. Калаçмалла. Калаçни кăна та мар, чăваш чунĕллĕ пулмалла. Ку енчен эпир Ольăпа халăх, Турă умĕнче таса. Пирĕн ачасем чăвашла калаçаççĕ çеç мар, вĕсем – чăвашсем. Мăнук мана кукаçи тет. Эпир ачасемпе килте чăвашла калаçнă, садикре вĕсем вырăсла хутшăнатчĕç. Пĕр вăхăтра чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхи хутăшрĕç (Валери ТУРКАЙ: Чăвашшăн чăваш – чи хаклă юлташ)
 
♦ Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ тăван халăхăн кĕвĕ-çемĕ традицийĕсене аталантарать, унăн йĕркелÿçисемпе пĕрремĕш ертÿçисен Ф.Павловăн, В.Воробьевăн, С.Максимовăн халалне пурнăçа кĕртет. Ним ÿстермесĕрех çапла каламалла: ансамбль хальхи вăхăтра Чăваш Енри музыка коллективĕсен хушшинче ертсе пыраканни шутланать. Вăл — наци искусствин пултарулăх лабораторийĕ. Унăн тилхепине Раççей халăх артисчĕ Юрий Васильев 44-мĕш çул тытса пырать.
— Ансамбль — республика тантăшĕ. Вăл утакан çул вăрăм тата тумхахлă. Çитменнине, унăн йĕркелÿçисем — Федор Павлов, Василий Воробьев — палăртнă тĕллеврен пăрăнман.
— Умра яланах икĕ тĕллев тăнă. Пĕри — халăхăн йăлисене аталантарса пырасси. Халăх искусстви — фольклор — пирĕншĕн тĕп шăнăр. Ăна хальхи вăхăт шайĕпе çĕнетсе, тĕп шăнăрне — кĕввине — пăрахăçламасăр тытса тăрасшăн. Тепĕр тĕллев — хальхи композиторсен халăх сĕмĕпе çыхăннă произведенийĕсене итлекен патне çитересси.
— Авалхи традицисемпе паянхи йĕркесем пирки тавлашусем пыраççĕ. Пĕрисем çак çыхăнăва малалла тăсасшăн, теприсем сивлеççĕ. Эсир мĕнле шухăшлатăр?
— Чăнах пур ун пек пулăм: пĕрисем «халăхра мĕнле юрлаççĕ, ташлаççĕ çавăн пек тумалла» теççĕ. Пирĕн артистсен сасси академи жанрĕпе çыхăннă. Эпир халăх юррисене илемлетсе, кăлтăкĕсене якатса, ытти халăха та ăнланмалла туса паратпăр. Федор Павловран, Степан Максимовран пуçланнă çак ĕç. Паян халăх юррисемпе Александр Осипов, Лолита Чекушкина, Лариса Быренкова, ытти композитор ĕçлеççĕ. Вĕсем ансамбль мĕн юрлама пултарассине тата произведенисем мĕнле шайра пулмаллине лайăх пĕлеççĕ. Александр Аркадьевич «Константин Иванов çуралнă тăрăхри юрăсемпе ташăсем» программа хатĕрленĕччĕ. Ăна Пушкăртстанри Слакпуç, Пишпÿлек тăрăхĕсенчи кĕвве-çемме, туй юррисене тĕпе хурса йĕркеленĕ. Унти юрăсем питĕ хăйне евĕрлĕ.
— Çав вăхăтрах композиторсем çыракан произведенисем тĕлĕшпе те ыйту çивĕч пулни пирки илтнĕччĕ. Мĕнпе çыхăннă-ши ку?
— Ку енĕпе пире тивĕçтерекен материал çукпа пĕрех, мĕншĕн тесен Шупашкарта пурăнакан композиторсем пурте тенĕ пекех çулланнă, вĕсем чăваш юррисене çыраççĕ-ха, анчах ку — ĕнерхи кун. Чăваш халăх юррисем çине çĕнĕ куçпа пăхакансем çитмеççĕ. Вăтам ăрурисем — Борис Салмин, Оксана Кошкина, ыттисем — пурччĕ, халĕ вĕсем республикăра пурăнмаççĕ. Геннадий Воробьева час-часах аса илетĕп. Ашшĕ пысăк композитор пулнă май чăваш юррине пĕлсе, ăнланса çитĕннĕ вăл. Чăвашлăх унăн юнне кĕрсе юлнă.
— Пандеми вăхăтĕнче мĕн турăр? Вăл вĕçленсен куракана мĕнпе савăнтарма палăртатăр?
— Кăçал грантпа усă курса «Пурнăç урапи» программа кăлармаллаччĕ. Ăна Чăваш Енĕн 100 çулхи юбилейĕпе çыхăнтарнă. Туса çитернĕ, ирĕк парсанах сцена çине кăларăпăр. Сезона Аслă Çĕнтерĕве халалланă программăпа хупмаллаччĕ. Вăл та пур, халăха кăна паллаштараймастпăр. Кăçал пире пысăк тепĕр ĕçе — «Сăр чикки. Асту. Пĕл. Ан ман» театрализациленĕ концерт программине — хатĕрлеме ЧР Пуçлăхĕн грантне пачĕç. Çитес сезона шăпах çав ĕçпе хупасшăн. Çĕнĕ программăпа Раççейри чăвашсем пысăк йышпа пурăнакан хуласене те каясшăн. Кăçалхи мероприятисен пысăк пайне куракан патне онлайн мелпе çитертĕмĕр. Интернета сакăр концерт вырнаçтартăмăр (Юрий ВАСИЛЬЕВ: Пирĕн çамрăксем мĕншĕн вĕренесшĕн мар)

♦  «Авангард» обществăн «Çĕрпÿ беконĕ» филиалĕн 2020 çулта тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 5757 гектар пухса кĕртмелле.
— Тата пилĕк кунран пĕтĕмпех пуçтарса илетпĕр, — пĕлтерчĕ авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче филиал директорĕн çумĕ — тĕп агрономĕ Алина Разумова. — Механизаторсем вун виçĕ комбайнпа вырса çапаççĕ. Çав шутра тăххăрăшĕ филиалăн, ытти — обществăн Тутарстанри базинчен пире пулăшма килни. Кашни гектартан вăтамран кĕрхи тулă — 60, урпа 38 центнер тухать. Филиал комбайнерĕсенчен тырра Николай Ефремов, Сергей Васильев, Вадим Липатов, Сергей Федоров, Вячеслав Илларионов, Леонид Арсентьев, Олег Кузьмин, Геннадий Павлов, Николай Казаков тĕшĕлеççĕ, Иван Павлов, Алексей Григорьев, Равиль Хисамов, Анатолий Дмитриев водительсем йĕтеме турттараççĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне тырă йĕтемре пĕлтĕрхинчен чылай нумайрах — 22 пин тонна — пухăнчĕ. Çак кунсенче татах хушăнĕ (Уйра — вун виçĕ комбайн)

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.