Комментировать

12 Сен, 2020

Суйлавсем ытти ҫулсенче мӗнле иртнине тишкернӗ

Шупашкарти Пĕрлехи информаци центрне политологсем, тĕрлĕ эксперт килeççĕ, мероприятисем ирттереççĕ.

Паян çак центрта истори наукисен докторĕ  Иван Бойко эксперт Чăваш Республикин ертÿçин суйлавĕсем 1991 çултанпа мĕнле иртнине тишкерсе хак пачĕ. Вĕсенчен нумайăшĕнче административлă ресурссемпе усă курма тăрăшнине палăртрĕ. "Пĕлетĕп, юлашки вăxăтра коллективсенче ĕçлекенсене пĕp-пĕp кандидатшăн сасăлăр тесе чĕнсе каламаççĕ, суйлава каймалла тесе çeç пусăм тăваççĕ", - терĕ вăл.

www.hypar.ru  Ирина Клементьева сӑн ӳкерчӗкӗ.

Рубрика: