Комментировать

13 Сен, 2020

Чӑваш Енре пурӑнакансен 43 яхӑн проценчӗ суйлава хутшӑннӑ

12 сехет тӗлне Чӑваш Енре пурӑнакансен 43 яхӑн проценчӗ суйлава хутшӑннӑ. Кун пирки ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков пӗлтерчӗ.

"10 сехетренпе хушӑм 3 процента яхӑн. Малта пыракансем – Елчӗк, Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски районӗсем. Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисенче кӑтартусем пӗчӗк".

Тӗп суйлав комиссине йӗркене пӑсни ҫинчен те пӗлтереҫҫӗ. Хӑш-пӗр суйлав участокӗсенче суйлавҫӑсене укҫа сӗнекенсене асӑрханӑ. Тепӗр ҫӗрте, паян агитацилеме юрамасть пулин те, вӑл е ку кандидатшӑн сасӑлама чӗнсе калакансем тупӑннӑ.

"Кашни пӗлтерӗве шута илнӗ, право хуралӗн органӗсем тӗрӗслеҫҫӗ", – терӗ Александр  Цветков.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.