Комментировать

21 Сен, 2020

Татьяна Акимова спорта таврăннă

Раççей биатлонĕн шанчăкĕ, Чăваш Ен мухтавĕ Татьяна Акимова пысăк спорта таврăннă. Вăл Тюмень хулинче çак кунсенче иртекен çуллахи биатлон чемпионатне хутшăнать. Чăваш Ен Спорт министерствинче çак йĕркесен авторĕ уçăмлатнă тăрăх, пирĕн тăрăхран унта урăх пĕр спортсмен та хутшăнмасть.

Татьяна Акимовашан 2016-2017 çулсенчи сезон уйрăмах ăнăçлă пулнăччĕ. 2016 çулхи раштав уйăхĕнче Чехинче биатлон енĕпе иртнĕ Тĕнче кубокĕнчи спринтра вăл ылтăн медале тивĕçнĕччĕ. 2018 çулта Кăнтăр Корейăри Пхенчхан хулинче иртнĕ Олимпиадăна хутшăнччĕ.

Татьяна Акимова 2019 çулхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче амăшĕ пулса тунăччĕ. Вăл икĕ çул ĕнтĕ ăмăртусене хутшăнманччĕ. Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра пĕлтернĕ тăрăх, ентешĕмĕр тренировкăсене хĕрĕпе Аделинăпа тата мăшăрĕпе Вячеславпа пĕрле çÿрет.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. «Матч» телеканалтан илнĕ скриншот.

Рубрика: