Комментировать

8 Окт, 2020

Çамрăксен хаçачĕ 39 (6336) № 08.10.2020

Хĕрарăма çăлнă

Çуллахи тÿлек каç икĕ студент пĕрремĕш хутри хваттерте пурăнакан юлташĕ патне хăнана çитнĕ. Туссем апатланма вырнаçнă çеç — хĕрарăм пулăшу ыйтса кăшкăрни илтĕннĕ. Каччăсем урамалла тинкернĕ: арçын ватă хĕрарăма пăвма пуçланă иккен! Эльдарпа Аллабай пушмакĕсене тăхăнмасăрах чÿречерен сикнĕ. Пĕри путсĕр арçын хыççăн чупнă, тепри хĕрарăмпа юлнă, полицие чĕннĕ.

Кун пирки никам та пĕлмесĕр юлĕччĕ. Шар курнă Татьяна Аксанова И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ патне çыру янă. Унта вăл юридици факультечĕн студенчĕсем Эльдар Алиевпа Аллабай Аманмухамметов ăна хурахран çăлнине пĕлтернĕ.

Каччăсем — Туркменистанран. Аллабай туслă çемьере çуралнă. Унăн амăшĕ — больницăра, ашшĕ автозаправкăра ĕçлет. Вăл университетри мероприятисене тăтăшах хутшăнать, наци ташшисене ташлать. Çăмăл атлетикăпа туслă Эльдар вара мĕн пĕчĕкрен вырăс чĕлхине те ăса хывнă. Нумаях пулмасть университет ертÿлĕхĕ каччăсене тав çырăвĕпе хавхалантарнă. Аллабайпа Эльдар аслă шкул чыслав хатĕрленине пĕлсен тĕлĕннĕ. Ара, вĕсем мухтанма юратмаççĕ, хăйсем паттăрлăх кăтартнă тесе шухăшламаççĕ. «Темех туман эпир, хăрушлăха лекнĕ хĕрарăма пулăшнă çеç. Ку пирĕншĕн хăйне евĕр практика та пулчĕ. Полици уйрăмĕнче протоколсем хатĕрлерĕмĕр, курнине каласа патăмăр», — палăртнă каччăсем.

Ольга КАЛИТОВА.


1 миллион тенкĕ парсан…

Шупашкарта пурăнакан Дарья Гордова «ылтăн читлĕхрен» вĕçсе тухасшăн. Ĕмĕтне пурнăçламашкăн ăна 1 миллион тенкĕ кирлĕ-мĕн. Иртнĕ эрнере хĕр ТВ-3 каналпа пыракан «Миллион на мечту» кăларăма хутшăннă.

Даша актер профессийĕ пирки ĕмĕтленет. Анчах ашшĕпе амăшĕ унăн шухăшне ырламан, вĕренме кайма ирĕк паман. «Çапла, манăн мĕн кирли пĕтĕмпех пур. Икĕ хутлă хваттерте пурăнатăп, чаплă машинăпа çÿретĕп. Анчах вĕсене эпĕ мар, атте-анне ĕçлесе илнĕ. Çунат айĕнчен вĕçсе тухмалла. 1 миллион тенкĕ мана пурнăç çулĕ çине тăма пулăшĕ. Хама сăн ÿкерĕп те кинопродюсерсене ярса парăп. Çав вăхăтрах пĕлĕве тарăнлатмаллине те ăнланатăп», — пĕлтернĕ пике. Хĕр тусĕсем Дашăна мухтаççĕ, хавхалантараççĕ. Кăларăма хутшăннă пике ÿкерÿ ушкăнне пурнăçĕпе паллаштарма хваттере чĕннĕ. Пурăнмалли кĕтесĕ питĕ пысăк, килте пĕр-пĕрне телефонпа шăнкăравласа чĕнеççĕ. Даша 1 миллион тенке мĕнле тăкаклассине палăртнă. Вăл Мускавра хваттер тара илесшĕн, сăн ÿкерĕнме пуçласшăн, ĕçе вырнаçасшăн.

Кашни эрнере кăларăма хутшăннă пĕр çынна ĕмĕтне пурнăçлама 1 миллион тенкĕ параççĕ.

Ольга КАЛИТОВА.


Упăшкипе пĕр кашăкпа пĕр чашăкран çинĕ

95-ри Татян аппан ачалăхĕпе çамрăклăхĕ нушаллă иртнĕ. Вăл ашшĕне кирлĕ пулман, усрава илсен те ăна пуçран лăпкаман. Хÿтлĕхсĕр юлнă ачана кашни кунах вăрçнă, хĕненĕ, апат çинĕшĕн те сăмахланă.

Шкула каякансене ăмсаннă

Маринен пурнăçĕ кĕске пулнă. Антуна качча тухсан часах çие юлнине пĕлнĕ, ачине йывăррăн çуратнă. Тин çеç çăмăлланнă хĕрарăм ĕççи вăхăтĕнче канайман, ыттисемпе пĕрле тырă вырма тухнă. Йывăр пулсан та чăтнă, ыратнине никама та пĕлтермен. Татян тăхăр уйăх тултарсан амăшĕ аптăраса ÿкнĕ. Вăйсăрланнă организм чире çĕнеймен, хĕрарăм çĕре вăхăтсăр кĕнĕ. Ашшĕ пĕччен нумай пурăнман, тепĕр хут авланнă. Иккĕмĕш арăмĕпе ăнман, «çĕнĕ» çын часах тухса тарнă. Татяна аслашшĕпе асламăшĕ, кÿршисем пăхнă. 7 çулта хĕрачана амăшĕн Элĕк районĕнчи Тавăтра пурăнакан йăмăкĕ патне леçнĕ. Качча тухнăскерĕн ача-пăча пулман. Кĕтерин хресна хĕрне йышăннă, анчах юратупа ăшăлăх парнелемен. Татян аппа ăна халĕ те «усрава илекенни» тет, «хресна анне» теме чĕлхи çаврăнмасть.

Кĕтерине кил картишĕнче ĕçлекен çын кирлĕ пулнă. Унăн çурчĕ шкула хирĕçех ларнă. Татян кашни ир парта хушшине ларма васкакан ачасене ăмсанса сăнанă. Вăл та вулама-çырма вĕренесшĕн пулнă, анчах Кĕтерин ирĕк паман. Вĕрентекенсем хĕрарăм патне темиçе хут та килнĕ, ачана шкула яма ыйтнă. Хаярскер шухăшне улăштарман. Учительсене: «Шкулта ĕçсĕр аптăраççĕ, хут сирсе лараççĕ», — тесе ăсатнă.

Тантăшĕсем урокра ларнă вăхăтра Татян кĕтÿ хăваланă, уй-хирте пилĕк авнă, колхозра вăй хуракансене ыраш нимĕрĕ пĕçерсе çитернĕ. Хĕрача хырăм выççине ирттерессишĕн çеç кашни кун ĕçе васканă. Иртен пуçласа каçченех тырă вырнă. Татянăн пилĕкĕ ыратнă, пÿрнисене пĕр вĕçĕм çурлапа кастарнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан пурнăç тата йывăрланнă. Ял пушаннă: вăй питти арçынсене фронта ăсатнă. Колхоз лашисене те вăрçа илсе кайнă. Колхозра вăкăр кÿлсе çĕр сухаланă, алăпах акнă, çурлапа вырнă. Ана çинче пĕр пучах та, çур ывăç улăма та хăварман.

Пăрланнă тум çинче çывăрнă

Ача-пăча аслисен калаçăвĕнчен самолетсем ял-хула çине бомба тăкнине, танксем çуртсене çĕрпе танлаштарнине илтнĕ. Аэроплан сассине пĕрремĕш хут илтсен ял ачисем хăраса ÿкнĕ, аслисем вĕрентнĕ пек çĕр çине лапчăнса выртнă. «Пире вĕлерме вĕçсе килчĕç», — шухăшланă вĕсем. Вăрçă вăхăтĕнче ял çийĕн аэроплансем тăтăшах вĕçнĕ. Каçхине чÿречесене çутă курăнасран хупланă. Хĕрарăмсем çурма тĕттĕмре ал ĕçĕпе аппаланнă.

Яла суранланнă салтаксем таврăнма тытăнсан Татян пĕччен çÿреме шикленнĕ. Кĕтерин упăшкин Микитăн та вăрçа кайма ят тухнă. Салтака сĕтел хушшине лартса кăларса яма апат-çимĕç пулман. Микита арăмĕпе сыв пуллашнă чухне куççульне чарайман. Кĕтерин те ĕсĕклесех макăрнă. Арçын кутамккине йăтса тухса утнă. Арăмĕ унран пĕр çыру та илеймен. Микита хыпарсăр çухалнă, вăл ăçта пуç хуни паянхи кун та паллă мар.

«Хĕрарăмсене вăрман касма, окоп чавма илсе каятчĕç. Эпĕ Атăл леш енче торф кăлартăм. Ăна вакунсене тиесе фронта ăсататтăмăр. Виçĕ уйăх ĕçлесен яла таврăнтăм. Анчах килте нумай лараймарăм. Шартлама сивĕре Çĕмĕрле районне вăрман касма ячĕç. Юр пилĕк таранччĕ. Тумтир шанк! шăнса ларатчĕ. Баракра пурăнаттăмăр. Тимĕр кăмака хутсан та питĕ сивĕччĕ. Тумтире типĕтме май çукчĕ. Пăрланнă çи-пуçа сарса çывăрма выртаттăмăр. Ирхине нÿрĕ тумпах тухса утаттăмăр. Мĕнле чире кайман-ши тульккăш?» — аса илчĕ «вăрçă ачи».

Хĕрсемпе хĕрарăмсем çÿллĕ йывăçсене каснă, татса çурнă. Вăрмантан таврăнсанах Татяна Сăр хÿтĕлев чиккине чавма илсе каясшăн пулнă. Кĕтерин ăна шелленĕ: «Имшеркке вăл, унта ĕçлеймест, кайса ÿкет», — тенĕ. Окоп чавма хăех кайнă. Пике куншăн хĕпĕртенĕ. Темиçе кун иртсен ăна каллех ял канашне чĕннĕ. Сĕтел хушшинче районтан килнĕ çынсем ларнă. Татяна каллех инçете ĕçлеме ярасшăн пулнă. Шкул директорĕ 16-ри пикене хăтарса хăварнă, шкула тирпейлÿçе вырнаçтарнă.

Хĕнесен урама кăларса янă

Тăлăх нуши тăхăр сыпăклă теççĕ. Татян Кĕтеринран питĕ хăранă. Хĕрарăм питĕ хăвăрт çилленнĕ, аллине ирĕке янă. Сĕтел хушшинче нумай ларнăшăн та, апатланнăшăн та ятланă.

«Мана ятран чĕнсе курман вăл. Пĕрмай «Энтри хырăмĕ» тетчĕ. Тахçан ялта Энтри мучи пурăннă. Ĕçрен хăраман старик хăналанма юратнă, çавăнпа халăх унран тăрăхланă. Самăр çынсене «Энтри хырăмĕ» тесе йĕкĕлтеме пуçланă. Тата мана «Маруçка» тетчĕ. Пĕр хĕрарăм кĕпине çăпата тăллипе çыхса çÿренĕ. Маруçкăна пĕр татăк çăкăр панă та, вăл урам варринчех юрласа ташланă. Кĕтеринăн сăмахĕсем кÿрентеретчĕç. Эпĕ яланах имшеркке пулнă. Ĕçлеме вăйĕ ăçтан пулнă-ши?» — аса илсе чунне ыраттарчĕ Татян аппа. Алă айне мĕн лекет — Кĕтерин хĕре çавăнпа хĕненĕ. Макăрма пуçласанах: «Çăварна хуп!» — тесе кăшкăрнă. Кÿршисем Татяна питĕ шелленĕ, хăш чухне пĕрер татăк çăкăр панă.

Пĕрре Кĕтерин урсах кайнă — хĕре пĕр шелсĕр хĕненĕ те урама сĕтĕрсе тухнă. 17- ри Татян аран-аран ура çине тăнă. Кĕрхи кун каç енне сулăннă. Татянăн çан-çурăмĕ çÿçеннĕ. Шăнса кайнăскер пÿрте кĕреймен, алăка шалтан питĕрнĕ. Вăл макăра-макăра шкула çитнĕ, парта хушшине ларса çывăрнă. Татянăн хырăмĕ çатăрах выçнă. Пĕрле ĕçлекен хĕрсем ăна хĕрхенсе хырăма улталамалăх çĕр улми панă. Татян класра урай çунă чухне тĕпренчĕк тупсан та çăвара хыпнă. Ĕç хыççăн хĕр килеллех утнă. Лешĕ Татяна курсанах питĕрĕнсе ларнă. Аптăранипе хĕр аякри ялта пурăнакан кукамăшĕ патне çул тытнă. Ватă çын мăнукне хĕрхеннĕ-ха, анчах Татяна юлма сĕнмен. Пĕччен тăрса юлнă ватă икĕ яша хваттере кĕртнĕ. Кукамăшĕ мăнукне пĕр татăк çăкăр панă та каялла ăсатнă.

Кахал арçынна качча кайнă

Кĕтерин Татянран хăтăлас тесе ăна качча пама шут тытнă. Икĕ хут авланса уйрăлнă Аляпин шăпах арăм шыранă. Хĕрарăмсем кахал арçынпа пурăнайман, часах тухса тарнă. Ялта ун пирки: «Хĕрарăма хисеплемест, ачана шеллемест», — тенĕ. Аляпинăн пÿрт пĕренисем çĕрнĕ, тăрри йăтăнса анассăн туйăннă. Суккăр амăшĕ ывăлне ĕçе хăнăхтарайман. Татян ăна качча тухасшăн пулман. «Вăл мана хĕнесе вĕлерет», — тенĕ. Кĕтерин ăна итлемен, лăпкăн ларса калаçас вырăнне вăрçнă. Татян пĕр сăмах та чĕнеймен, ирĕксĕрех качча кайма килĕшнĕ.

«Туй туса хăна-вĕрле пухмарăмăр. «Усрава илекенни» пĕр кĕпе те памарĕ. Упăшкан килне нимсĕр-мĕнсĕр пырса кĕтĕм. Хуняма яшка пĕçерчĕ те сĕтел хушшине ларма чĕнчĕ. Сĕтел çинче — пĕр чашăк çеç. Упăшкапа иккĕн пĕр кашăкпа çирĕмĕр. Чашăк- тирĕк те пулман вĕсен. Картишре пĕр чăх пурччĕ. Кунта мĕнле пурăнас-ши тесе хуйхăртăм. Хунямапа ывăлĕ çĕр улми те лартайман, вир акнă. Пăтă çисе хĕл каçрăмăр», — иртнине куç умне кăларчĕ Татян. Хĕрарăм ĕçрен хăраман, колхозра тар тăкнă. Анчах пĕччен ĕçленипех çемьене тăрантараймăн. Аляпинпа Татян кĕтÿçе вырнаçнă. Çу уйăхĕнчен пуçласа Пукравчченех кĕтÿ кĕтнĕ вĕсем. Мăшăр тинех алă-ура çавăрса янă, çĕнĕ çурт тума пуçланă. Виçĕ çултан тăвайккинче пÿрт çĕкленĕ.

Инкек хăçан килессине никам та пĕлмест. Çурт тунă вăхăтра çемье пĕчĕк лаçра кун кунланă. Ачасем сивĕ çĕр çинчех çывăрнă. Татян кÿршисенчен пулăшу ыйтма вăтаннă. «Хăйсен те ачасем пур, юттисене йышăнмĕç пуль», — тенĕ. Çанталăк кĕр енне сулăнсан икĕ уйăхри пепки чирленĕ, пуçĕ çине пÿрешкесем тухнă. Амăшĕ ачана сыватма тăрăшнă, анчах чир парăнман. Виçĕ уйăх тултарсан хĕр пĕрчи ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Хыççăнах виçĕ çулти хĕрĕ шăнса пăсăлнă. Унăн та пурнăçĕ татăлнă.

Ольга КАЛИТОВА


Çухалнă ывăлĕ чĕрĕ-и е çук-и — халĕ те пĕлмест

«Анне 12 ача çуратнă, 6-шĕ çеç ÿсрĕмĕр. Халĕ пурте вилсе пĕтрĕç, эпĕ кăна пурăнатăп. Ма юлтăм-ши тульккăш? Нуша курма пуль», — хурланса калаçрĕ Тăвай районĕнчи Улянкăра пурăнакан Роза Владимирова. 92 çулти кинемей аслă ывăлĕпе мăшăрне хура тăпрапа хупланă, кĕçĕн ывăлĕ хыпарсăр çухалнă.

Амăшĕн виллине лашапа илсе килнĕ

Унăн ачалăхĕ йывăр тапхăрта, вăрçă çулĕсенче, иртнĕ. Роза 13-ре чухне çĕршыва тăшмансем тапăннă. Хĕрачан пиччĕшне, 17 çулти Михаила, фронта илсе кайнă. Шел те, таврăнайман вăл. Розăн сусăр ашшĕне вăрçа илмен. Вăл Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă, бомба айне лекнĕскерĕн сулахай алли ĕçлемен, пĕр куçĕ курман. 60 çулти арçын вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Çемье вăрманта пурăннă. Вăрçă пуçлансанах вĕсен 2 лашине кÿлсе тухса кайнă, фронта ăсатнă.

Вăрçă тухнă çул Роза шкула çÿреме пăрахнă. 1941 çулхи хĕлле питĕ сивĕ килнĕ. Çичĕ çухрăмри шкула çÿрекен хĕрачан аллине тăм илнĕ. Ăна пĕр хĕрарăм çăлнă. Çавăн хыççăн Роза текех вĕренме кайман. «Малалла ăс пухнă тăк çын пулăттăм пуль», — иртнине аса илнĕ май кулянчĕ Роза Васильевна.

Пурăна киле çемье Улянкă ялне куçса килнĕ. Роза колхоз ĕçне кÿлĕннĕ, амăшĕ чăх ферминче тăрăшнă. Пĕррехинче çывăх çынни чирлесе район больницине лекнĕ. «Ыран кăлараççĕ, киле пыратăп», — терĕ мана. «Лашапа илме килес-и?» — ыйтрăм. Киле çуранах килессине пĕлтерчĕ те больницăран тухса утрăм. Тепĕр кунхине ĕçе кайиччен пахчари çĕр улмине кăларас терĕм. Такам ятран чĕнчĕ. Колхоз председателĕ иккен. Ăна курсан шиклентĕм, ĕçе тухманшăн вăрçма килнĕ тесе шухăшларăм. Ун патне пырса тăтăм та вăл çăвар уçма ĕлкĕриччен халех ĕçе пырассине пĕлтертĕм. «Паян ан тух, аннÿ вилнĕ, больницăна илме кай», — хушрĕ вăл», — çак саманта лайăх астăвать Роза аппа. Хĕр амăшĕн виллине колхоз лашипе илме кайнă. Çул тăршшĕпех макăрса пынă вăл. Амăшне пытарнă хыççăн Роза шăллĕпе икĕ йăмăкне пăхнă. Чи кĕçĕнни Володя ун чухне 7-ре пулнă. Кайран ашшĕ те çĕре кĕнĕ, вăл хырăм ыратнипе аптăранă. «Атте-аннепе юнашар нумай савăнса пурăнаймарăмăр», — куççульне шăлнă май малалла калаçрĕ кинемей.

Çемьере çухатусем пĕрин хыççăн тепри пулнă. Розăн поварта ĕçлекен йăмăкĕ Зоя шăлне кăларттарнă хыççăн вилнĕ. Йăмăкĕ Лиза та столовăйра тăрăшнă. Унта сивĕ пулнă. 19 çулти хĕрĕн пÿри ыратма тытăннă, ăна Шупашкара больницăна илсе кайсан та çăлса хăварайман.

Урока коридорта итленĕ

Вăрманта пурăннă чухне Роза вăййа тухса курман, улаха çÿремен. Улянкă ялне куçсан хĕр тантăшĕсемпе урама тухма пуçланă. Ăна хăйĕнчен тăватă çул кĕçĕн Михаил Владимиров куç хывнă. Каччă район больницинче фельдшерта ĕçленĕ. «Вĕренмен хĕре качча илнĕ теççĕ ĕнтĕ çынсем», — çапла пĕлтернĕ Роза йĕкĕте. «Мана вĕреннĕ çын мар, ĕçченни кирлĕ», — хуравланă пулас упăшки. Çамрăксем пĕрлешсен хунямăшĕпе хуняшшĕн килĕнче пурăннă. Вĕсен 40 сотка çĕр пулнă, 15-шне ывăлĕпе кинне панă. Роза Васильевнăпа мăшăрĕ унта йывăç çурт лартнă, хуняшшĕ-хунямăшĕпе юнашар пурăннă. «Упăшкана ялта питĕ хисеплетчĕç. Çынсем чирлесен больницăна мар, ун патне çÿретчĕç. Кÿршĕсен ачисем пĕрмай чирлетчĕç, çур çĕрте те чÿречерен шаккатчĕç. Миша никама та кăларса яман. Унăн ал айĕнче яланах эмел пурччĕ», — аса илчĕ ватă. Упăшки арăмне те больницăна ĕçе вырнаçтарнă. Роза Васильевна дезинфекторта, санитаркăра тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ярасшăн пулман ăна, тепĕр 12 çул ĕçленĕ. Çав вăхăтрах Владимировсем пысăк хуçалăх тытса пынă: ĕне, пăру, 45 хур-кăвакал, чăх-чĕп усранă.

Мăшăр икĕ ывăла пурнăç парнеленĕ. Малтан Толик çуралнă, унтан — Славик. Вĕсем Тăвай шкулĕнче вĕреннĕ. Ун чухне асфальт çул пулман, вĕтĕ чул тăрăх утнă. Автобуспа çÿресе курман, çуранах кайнă. Хĕлле юр хÿсе лартсан самаях йывăр килнĕ.

«Ачасем малтан Йăнтăрччă шкулне çÿретчĕç. Асли шкула кайсан Славике килте пĕчченех хăвараттăмăр. Вăл вара пирĕнтен вăрттăн пиччĕшĕ хыççăн вĕренме çÿренĕ, урока коридорта итлесе тăнă. Учитель хĕрхеннипе ăна класа кĕме ирĕк панă. Кайран хăйĕн те шкула кайма вăхăт çитрĕ. Завуч пĕрремĕш класа кайма хатĕрлекен ачасем патне килĕрен çÿрерĕ, пирĕн пата та килчĕ. «Эпĕ пĕрремĕшне мар, иккĕмĕшне каятăп», — пат! татса хучĕ Славик. «Ара, вĕренмен-çке эсĕ», — теççĕ. «Вĕреннĕ!» — хăйĕннех печĕ ывăл. Çапах пĕрремĕш класах йышăнчĕç ăна. Питĕ лайăх вĕренчĕ. Тăваттăмĕш класс пĕтерсен Тăвай шкулне çÿреме пуçларĕ», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.

Шкул хыççăн Славик салтак аттине тăхăннă. Пиччĕшĕ авланнă хыççăн вăл тĕпкĕче юлнă. Улянкăри арçынсем Липецк облаçне ĕçлеме çÿренĕ. Славик те вĕсемпе укçа ĕçлесе илме кайнă. Хăш чухне аякри регионтан 1 тонна тырă илсе килнĕ вăл. Пиччĕшне кура техника юсама вĕреннĕ, Шупашкарта ятарлă профессие алла илнĕ. Ылтăн алăллă Тольăна ял-йыш хисепленĕ. Çемье çавăрсан вăл мăшăрĕн тăван тăрăхĕнче, Красноармейскинче, тĕпленнĕ. Юлташĕсем техникăна юсаттарма ун патне пынă.

«Часах çитетĕп»

Роза Васильевна 24 çул каялла аслă ывăлне ĕмĕрлĕхех çухатнă. Анатолие çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ. «Укçашăн пуль. Çав арçын ниçта та ĕçлемен, тĕрмере ларса тухнă. Толикрен пĕрре мар кивçен ыйтнă. Çав кун та пынă, анчах ывăлăм укçа паман. «Хĕрĕм университета вĕренме кĕчĕ, уншăн тÿлемелле», — тенĕ. «Санăн машина илме укçа пур вĕт», — çапла каланă арçын. «Эсĕ вара ма ĕçлеместĕн?» — ыйтнă Толик. Лешĕ çилленнĕ пуль, ывăлăм ĕçрен килнине сыхласа тăнă. Толике вĕлернĕшĕн тĕрмене 12 çуллăха лартрĕç, 10 çултан ирĕке тухрĕ. Кайран нумаях пурăнайман вăл, вилсен никам та килсе пăхман. Кÿршисем подћездра ырă мар шăршă сарăлнине сиссен йĕрке хуралçисене чĕннĕ. Хваттере уçса кĕнĕ, арçыннăн вилли лĕпĕртетсех кайнă», — малалла калаçрĕ Роза аппа.

Ашшĕпе амăшĕ ывăлне тăван ялтах пытарма шухăшланă. Тăванĕсемпе автобуспа Красноармейскине кайнă. Анатолин мăшăрĕпе ачисем хытă макăрнă, тупăка парса ярасшăн пулман. Роза Васильевнăпа мăшăрĕ кинĕпе мăнукĕсене хирĕç кайман.

Ашшĕпе амăшĕ Славике Толик вилни пирки çырса пĕлтернĕ. Ун чухне вăл Липецк облаçĕнче пулнă. «Часах çитетĕп», — хуравпа кĕттермен кĕçĕн ывăлĕ. Вăхăт иртнĕ, анчах вăл таврăнман. Ашшĕпе амăшĕ ывăлĕ çухалнă тесе шухăшланă, ăна шыраттарнă, анчах нимĕнле хурав та кĕтсе илеймен. Славик Мускавра йĕп пекех çухалнă. Вăл пурăнать-и е çук-и — халĕ те нимĕн те пĕлмеççĕ. «Сирĕн Славик чĕрĕ», — мана çынсем пĕрмай çапла калаççĕ. Вокзалта кам та пулин тытса кайнă тесе шухăшларăмăр. Тĕлĕкре куркалатăп ăна, хăй пĕчĕк ача, выляса çÿрет пек. Кăçал Толик 65 çул тултарĕччĕ, Славик — 61», — кулянса калаçрĕ 17 çул каялла мăшăрне те çухатнă Роза аппа. Вăл кĕçĕн ывăлĕ çемьеленсе, ача-пăчаллă пулса ĕлкĕрейменшĕн хурланать: «Мана кам та пулин пăхĕччĕ хăть». Аслă ывăлĕн мăшăрĕпе ачисем пăрахмаççĕ ăна, килсе çÿреççĕ.

Роза аппа хăех мунча хутса кĕрет, алăпа япала çăвать. Малтанах ялти пĕр хĕрарăм ăна пăхса пурăнма шантарнă, ятарлă документ та тутарнă. Виçĕ çул каялла пулса иртнĕ инкек хыççăн Роза Васильевна хăйне никама та пăхтармасть. «Ман пата килчĕ те эрех ĕçетпĕр тесе черккене тултарчĕ. Кайран тăнсăр пулнă эпĕ. Вăл мана техника спирчĕ ĕçтернине кайран çеç пĕлтĕм», — аса илчĕ ватă. Роза аппа кăпăк кăларса выртнă, вилес патнех çитнĕ. Телее, çав вăхăтра ун патне кÿршĕ хĕрарăмĕ кĕнĕ, васкавлă медпулăшу чĕннĕ. Кинемей тепĕр кунхине реанимаци уйрăмĕнче тăна кĕнĕ. Сывалсан киле таврăннă та тĕлĕнсе кайнă: унта Мамай çарĕ кĕрсе тухса кайнă тейĕн. Роза Васильевна укçа çухалнине, ку ĕçе кам тума пултарнине тÿрех ăнланнă. Унăн 418 пин тенкине йăкăртса кайнă. Район центрне банка кайса çÿреме йывăр тесе ватăскер пенси укçине килĕнчех упранă. «Хама шар кăтартнă çынна ылханман эпĕ. Мана усал тунисем пурте пурăнччăр, ман çула çитчĕр. Турă веçех курать. Çав çын нумаях пулмасть пурнăçран уйрăлчĕ. Çыннăнне вăрлама юраманнине мĕн ачаран пĕлсе ÿснĕ эпĕ», — куççульне шăлнă май калаçрĕ ватăскер.

Ирина КОШКИНА.


Пачăшкăн çи-пуçне вăрласа кĕпе çĕленĕ

Ку тăрăхра Улăпсене манман- ха. Тутар-монгол тыткăнĕнчен хăтарнă паттăрсен ячĕсене асра тытса пурăнаççĕ. Халăхран тухнă юрă-халапа упраççĕ.

Иртнĕ эрнере Чăваш халăх академикĕ Евгений Ерагин ертсе пыракан тавра пĕлÿçĕсен ушкăнĕпе Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ял тăрăхĕнче çул çÿревре пулма тÿр килчĕ. Ăна Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă. «Кунта XXI ĕмĕртех чăвашлăх вăйлă аталаннă. Ахальтен мар Çавал тăрăхне — Çĕрпÿ районне — чăвашлăх варри тетпĕр. Ункă юхан шывĕ хĕрринчен, çакăн пек илемлĕ вырăнтан, чăвашлăхшăн пысăк ĕçсем тунă питĕ нумай пултаруллă çын тухнă», — терĕ Евгений Ефстафьевич. Чи малтан Актай ялĕнче Çуйăн Хĕветĕрĕ /ăна чăваш литературинче «Улăп» эпос авторĕ пек пĕлеççĕ/ çуралса ÿснĕ кил умĕнче чарăнтăмăр. Кунта унăн инкĕшĕ Пăлаки пурăннă. Пĕлтĕр, 100 çул та 8 уйăх пурăнсан, вăл çут тĕнчепе сыв пуллашнă. «Татах пурăнмаллаччĕ, анчах ăнăçсăр ÿкни ĕмĕрне кĕскетрĕ. Пелагея Гурьевна пурăннă чухне ун патне шкул ачисем те килнĕччĕ, калаçăвне çырса илнĕччĕ. Питĕ тирпейлĕ хĕрарăмччĕ, ăслăччĕ. Кашни çулах пире урама тухса кĕтсе илетчĕ», — каласа кăтартрĕ Патăрьелти культура çурчĕн ĕçченĕ Диана Яковлева. Тавра пĕлÿçĕсем çурт умĕнче «Улăп» эпосăн сыпăкне вуларĕç. Çак кĕнеке шăпи те йывăр килнĕ-мĕн, ăна урăх çын хăйĕн ячĕпе кăларасшăн пулнă. Анчах апла тума чарнă. Хальхи çурт Çуйăн Хĕветĕрĕ пурăнни мар паллах, çапах ун çине Астăвăм хăми çакмаллах. Çав урамрах Чăваш АССРĕн Халăх комиссарĕсен канашĕн /патшалăхăн ĕç тăвакан чи пысăк органĕ шутланнă/ председателĕ пулнă Александр Яковлев çуралнă. Вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Муркаш шкулĕнче ĕçленĕ. Çар ретне тăрсан прапорщиксен шкулĕнче ăс пухнă, замполита çитнĕ. Тăван тăрăха вăл Георгий хĕресĕпе таврăннă. Кайран патшалăх ĕçĕнче пысăк должноçсенче чылай çул тăрăшнă, Мускавра плановик-экономиста вĕреннĕ. 1938 çулта репрессие лекнĕ. Ăна Çĕпĕрте концлагерьте асаплантарса вĕлернĕ. Унăн арăмĕ те самана синкерĕнчен хăтăлайман. Хайхискер Лява Платунĕн /вăл та репрессие лекнĕскер/ арăмĕпе калаçнине çынсем курнă та: «Совет влаçне хирĕç», — тесе евитленĕ. Иккĕшне те Улатăр тĕрмине илсе кайнă. Александр Яковлев çуралнă вырăнĕнче халĕ кинĕ пурăнать.

Патăрьел тăрăхне çемйипе чи малтан куçса килнĕ чăвашсенчен /пăлхар/ пĕри — Топтул. Вăл кунти вăрманта темиçе хутчен те утса çаврăннă. Пĕр тĕлте кăна хăйне хăтлă туйнă. Çавăнта выртнă та çывăрнă. Вăрансан çурт тума шухăшланă. Унăн çĕр пÿрчĕ çырмара вырнаçнă. Топтул XIII ĕмĕр варринче, Атăлçи Пăлхарне Батый çарĕ аркатнă хыççăн, куçса килнĕ имĕш. Ĕçченскер вăрмансене хăртса уйсем тунă. Вилсен ăна, ял пуçласа яраканĕ тесе, тĕп сакайне пытарнă. Унăн чунĕ кил вучахне сыхланине ĕненнĕ. Çак ялтах Мĕкĕте Еххĕмĕ фольклорист çуралса ÿснĕ. Вĕсен çурчĕ те çырмара ларнă. Никита 10-ра чухне ялти часавайран пачăшкăн çи-пуçне вăрласа тухнă. Аппăшĕ ăна хитрелетсе хăйĕн валли кĕпе çĕленĕ, Çимĕк пуххине тăхăнса кайнă. Çынсем пачăшкăн тумне палласа илнĕ. Çакăншăн вĕсене çемйипех ялтан кăларса янă. Мĕкĕте Хусанти приюта лекнĕ. Вăл нумай вĕреннĕ, миссионерсен курсне пĕтернĕ. Çав вăхăтра фольклорпа кăсăкланнă. 200-е яхăн юрă пухса кĕнеке кăларнă, вĕсене вырăсла куçарнă. Чăваш халăх юррисене нотăпа пĕрремĕш хут çыраканĕ те вăлах. Çапах та ăна пĕлекен, шел те, сахал. Шкул ачисене кăна мар, университетра филологи уйрăмĕнче ăс пухакансене те Никита Ефимов çинчен вĕрентмеççĕ.

Пирĕн çул Тури Шурçырмана выртрĕ. Унта хальхи вăхăтри çыравçă Николай Ишентей мăшăрĕпе Валентина Зиновьевнăпа пурăнать. Вĕсен çурчĕ çине «Чи лайăх хушма хуçалăх — 2019» тесе çырнă. Ку вĕсем хуçалăха тирпейлĕ тытса тăнине пĕлтерет. Николай Петрович — поэт та, прозаик та, юмахçă та. Ачасем валли те, çитĕннисем валли те хайлать. «Чи вуланакан кĕнеке» конкурсра вăл виçĕ хутчен çĕнтернĕ. «Çуралман ача сасси» поэми халăхра анлă сарăлнă. Ялта пурăнса литература анине сухалакан çыравçа Евгений Ерагин ЧР наукăпа искус-ство академийĕн хисеплĕ ĕçченĕн ятне пачĕ.

Патăрьелти Чăрăш урамĕнче Гурий Комиссаров-Вантер çуралса ÿснĕ. Ăна чăваш фольклористикин никĕслевçи, писатель, публицист евĕр пĕлеççĕ. Анчах хăй вăхăтĕнче унăн ĕçĕсене пичетлеме чарнă. Халĕ Гурий Ивановичăн тăванĕн мăнукĕ Василий Варсанофьевич вĕсене пухса иккĕмĕш кĕнеке кăларма хатĕрленет.

Комиссаровсен хыçĕнче, çырма урлă, Федор Павлов драматург пурăннă. Вĕсен килĕ вырăнĕнче паянхи кун пачах урăх çынсем пурăнаççĕ. Хăй вăхăтĕнче Павловсем пуянсем шутланнă, йĕри-тавра хуралтă ларнă. Пĕр кĕлечĕ сыхланса юлнă. Кил умĕнче Астăвăм чулĕ вырнаçтарнă. Федор Павлов çырнă «Ялта» пьесăри ĕçсем Патăрьелтен икĕ çухрăмра вырнаçнă Çÿлти Хыркассинче чăнласах пулса иртнĕ. Елюкпа Ванюк та, Çтаппан та унта пурăннă. Елюк шăпи пирки ку тăрăхра нумай калаçнă. Сăмах май, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ кăçалхи сезона юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Ялта» драмăпа уçать.

Çак ялтах «Хĕрлĕ çăлтăр» кавалерĕ Филорет Матросов çуралса ÿснĕ. Ун пирки Нина Ерилеева тавра пĕлÿçĕ каласа кăтартрĕ: «Эпир Матросовпа 1963-1967 çулсенче Канашри педучилищĕре\вĕреннĕ. Хитре, çÿллĕ каччăччĕ, шÿтлеме ăстаччĕ. Вĕренсе тухсан эпир шкулсене ĕçлеме салантăмăр. Вăл çара кайрĕ. Кайран Качинăри аслă çар авиаци училищине кĕчĕ. Авиаэскадрилйăн уйрăм командирне çитрĕ. Авланчĕ, мăшăрĕпе икĕ ачана кун çути парнелерĕç. Унăн пурнăçĕнче 8 цифра пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ. Вăл 1948 çулта çуралнă. 1988 çулхи çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче черетлĕ отпускра каннă. Çав кунхине вăл ĕçе хăйĕн япалисем патне кĕрсе тухнă. Вĕсем çемйипе тăван яла кайма хатĕрленнĕ, чăматан пуçтарнă. Ĕçре летчик пулманран ăна курсантсене Ейск хулине леçме ыйтнă та Матросов килĕшнĕ. Азов тинĕсĕ çийĕн вĕçнĕ чухне двигательсем сасартăк ĕçлеме пăрахнă. Филорет курсантсене сикме команда панă. Çапла нумайăшĕ çăлăнса юлнă. Хăй вара тухса ĕлкĕреймен. Ун чухнехи аварире 24 çын вилнĕ»

Алина ИЗМАН.


Вилнисене пытарнă кун йытă сасси те илтĕнмен

Маня аппа Канаша сĕт сутма каяс тесе ир-ирех хыпаланнă. Пăрăвне хире кайса кăкарнă, лешĕ каялла тарса килнĕ. Маня аппа ăна каллех çавăтса кайнă. Тĕнеялĕнчен Канаша каякан автобуса пурпĕрех ĕлкĕрнĕ вăл. Çав вырсарникун, 2002 çулхи çурлан 18-мĕшĕнче, ПАЗ-3201 автобус Йăнтăрччă ялĕнче лăках тулнă. Улянкăра чарăнсан салона çынсем вырнаçайман. Пĕр кинемей çеç водитель алăкĕнчен кĕнĕ. Турă çула тухмалла марри пирки асăрхаттарнах пуль çав. Кинемейшĕн те, Маня аппашăн та çак рейс юлашки пулнă…

9 кунран тăна кĕнĕ

«Каяс-ши, каяс мар-ши?..» — иккĕленнĕ çав кун Йăнтăрччăра пурăнакан Софья Иванова. Ун чухне вăл 32-ре пулнă, хĕрне 1-мĕш класа яма хатĕрленнĕ. Вырсарникун Тăвай салине ун валли япала туянма кайма шухăшланă. Шăпах малтанхи кун колхозра ĕçлекен мăшăрне шалу панă тата. Çапах çамрăк хĕрарăма темĕн тытса чарнă. «Атя пасара каяр. Уруна тăхăнмалли çук, пыл сутса сана пушмак туянса парăп, мăнук валли те илĕпĕр», — 66 çулти амăшĕ çапла каласан иккĕленÿ сирĕлнĕ, Софья çула пуçтарăннă. Унăн ашшĕпе амăшĕ хурт-хăмăр усранă. Колхозра ĕç укçине вăхăтра тÿлемен, çавăнпа вĕсем хĕрĕпе кĕрĕвне пулăшма тăрăшнă. Ирхине Елена Васильевна пыл йăтнă та Софьйăпа чарăну еннелле шăкăл-шăкăл калаçса утнă.

«Сăртран аннине астăватăп. Арçынсем: «Алăка уç!» — тесе кăшкăрма тытăнчĕç. Пĕр арçын сиксе юлчĕ. Çынсем кăшкăрашма пуçларĕç. Тепĕр старик те сиксе юлнă, анчах ăна астумастăп. Эпĕ малти алăк патĕнче лараттăм, анне — кăшт каярах. Алăкран сиксен автобус ман çине тÿнсе каяссăн туйăнчĕ. Тек нимĕн те астумастăп…» — çав куна аса илчĕ Софья Исаевна. «Уй, питĕ хытă каять ку автобус», — шухăшланă салонра тăрса пыракан çынсем. Тăвай сали çывăхĕнчи чăнкă сăртран аннă чухне ПАЗикăн тормозĕ ĕçлеме пăрахнине тÿрех тавçăрайман. Автобус тарăн çырмана çаврăнса ÿкнĕ. Софья Иванова тăнне çухатнă. Авари вырăнĕнче тăна кĕнĕ самантсем пулнă: таврара ахлатнă сасă илтĕннине, пичĕ тăрăх юн юхнине туйнă вăл. Йывăр аманнăскере Тăвай районĕн больницине илсе кайнă.

«Пирĕн паян автобуспа никам та кайман-и?» — Софьйăн пиччĕшĕ колхозра ĕçлекен Владимир патне хашкаса чупса çитнĕ. «Софьйăпа хуняма кайнă», — хуравланă арçын. Арăмĕпе хунямăшĕ аварие лекни пирки тÿрех калама хăяйман. Усал хыпара пĕлсен Владимир комбайнне хăварса çул çине чупнă. Алă тăратсан та машинăсем чарман. Хăйсен ялĕнчи пĕр çын лартнă, вăл та авари вырăнне васканă. Чăнкă çыран патне çитсен Владимир тăванĕсене шыранă. Хунямăшĕ сывламасăр выртнă, арăмĕ вара ниçта та курăнман. Больницăна илсе кайнине пĕлсен унта кайнă. «Унăн çире пур», — тенĕ арçын тухтăрсене. «Кайран тухтăрсем каларĕç: тăна кĕнĕ самантра ача кĕтни пирки хам та каланă-мĕн. Ун чухне упăшкапа иккĕмĕшне кĕтни пирки пĕлнĕччĕ кăна, варти чун 8 эрнереччĕ», — Софья Ивановăна хăрушă инкеке аса илме çăмăл пулмарĕ. Тăвайри больницăра ăна икĕ хутчен операци тунă, пĕр пÿрине, сулăн пĕр пайне касса илнĕ. Кунсăр пуçне вăл аллипе урине хуçнă. Софьйăн клиника вилĕмĕ пулнă. Телее, çав самантра тухтăр юнашар тăнă, ăна вилĕм аллинчен туртса илнĕ. Виççĕмĕш кунхине çамрăк хĕрарăма Шупашкара куçарнă.

Софья амăшĕн тăххăрмĕш кунне асăннă хыççăн тăна кĕнĕ. Аварире ялти нумай çын вилни пирки ăна пĕлтермен. «Анне мĕнле?» — ыйтнă вăл. «Урине хуçнă, килтен тухаймасть…» — тесе лăплантарнă ăна. Икĕ эрнерен Софьйăн юн кайма пуçланă. «Ачана сыхласа хăварма çук-ши?» — йăлăннă вăл тухтăрсене. «Шухăшласа пăх-ха: хăвăн ĕмĕрÿнте халь ăшна янă эмел чухлĕ шыв ĕçмен эсĕ», — тенĕ шурă халатлисем. «Упăшкапа хĕрĕм Шупашкара мана курма килетчĕç. Çав çулпа мар, Вăрмар урлă килме хушаттăм вĕсене. Авари хыççăн çула сĕвеклетрĕç пулин те паянхи кун та унтан иртсе кайнă чухне хăратăп. Больницăра икĕ уйăх выртрăм. Унтан тухиччен, 40 кунне асăннă хыççăн, анне вилнине пĕлтерчĕç. Никама та итлес, калаçас килмерĕ. Питĕ йывăр пулчĕ чăтса ирттерме», — куççульленчĕ халĕ ялта пĕчченех пурăнакан Софья Исаевна. 4 çул каялла мăшăрĕ Мускавра стройкăра 7-мĕш хутран ÿксе вилнĕ. Хĕрĕ вĕренсе пĕтернĕ, Шупашкарта ĕçлет. Софья Ивановăшăн çурлан 18-мĕшĕ — хурлăхлă, çав вăхăтрах пĕлтерĕшлĕ кун. Çак кун вăл вилĕмрен çăлăнса çĕнĕрен çуралнă, анчах хăйне пурнăç парнеленĕ çывăх çыннине ĕмĕрлĕхех çухатнă…

Хĕрĕн çывăрас килнĕ

Вырсарникун ирхине Тĕнеялĕнчи Валентина Павлова 1-мĕш класа кайма хатĕрленнĕ хĕрне темиçе хут та вăратнă, ун валли япала туянма пасара кайма палăртнă. «Анне, манăн çывăрас килет», — тенĕ те Олеся тепĕр майлă çаврăнса выртнă. Çемье пуçĕ Сергей кухньăра кăмака тунă. Хĕрĕ тăманнине кура Валентина та унпа пĕрле ĕçленĕ.

Унччен те пулман — килти телефон шăнкăртатнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Тăвай çывăхĕнче хăрушă авари пулнине пĕлтернĕ, отпускри Валентинăна, Йăнтăрччăри ФАПра фельдшерта тăрăшаканскере, ĕçе чĕнсе илнĕ. «Хуняçана каласа хăварас-ха», — тесе кинĕ ăна шыранă. Анчах Иустим Павловичăн калушĕ те, туйи те курăнман. «Ку Канаша кайнă ĕнтĕ», — унăн чĕри ырă мара сиснĕ.

Малтанхи кун Павловсем Шупашкартан çĕрле таврăннă. «Çав каç темшĕн яла килес килмерĕ. Эпир килмен тĕк хуняçа хуçалăха хăварса ниçта та каймĕччĕ», — аса илчĕ Валентина Николаевна. Иустим Павлович велосипед пайне туянмалла тесе Канаша кайма тухнă. Анчах, шел те, пурнăçĕ хăрушă аварире татăлнă. Юпа уйăхĕнче унăн 70 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленнĕ.

Пĕр çемьерен — виççĕн

Шăматкун Батраковсем мунча хутса кĕнĕ. Тепĕр кун кил хуçи Михаил, кĕрĕвĕ Юра, кинĕ Таня, хĕрĕсем Светăпа Алина ирхи автобуса ларса Тăвай салине нимене кайма тухнă. Унта Батраковсен кĕрĕвĕ çĕнĕ çурт çĕклеме тытăннă. Тепĕр хĕрĕпе кĕрĕвĕ, Таньăпа Гена, автобус хыçĕнче мотоциклпа пынă. Çав кун Альбина упăшкине, хĕрĕсемпе кĕрĕвĕсене ирхине апат çитерсе кăларса янă, хăй ир-ирех çăла кĕпе чÿхеме утнă. Колхозра сварщикре ĕçлекен ывăлĕ Олег нимене каяйман.

Альбина Ильиничнăн ĕçĕ вĕçленсе пынă, вак-тĕвек япала çеç чÿхемелли юлнă. Кĕçех хирĕç пурăнакан кÿрши Люççа чупса çитнĕ. Хĕрарăм инкек пирки мĕнле каламаллине пĕлмен, Альбина хăйĕн çине ан пăхтăр тесе пуçне пĕксе кĕпе чÿхеме пулăшнă. «Эсĕ мĕн тума килнĕ?» — Альбина Ильиничнăн чунĕ вырăнта пулман. Пысăк хуйхă пирки ун чухне вăл шухăшлама та пултарайман. «Мăнуксене килте тем пулнă пуль?» — çине тăрсах ыйтнă вăл. «Сирĕн унта темĕн пулнă», — ниепле те калайман Людмила Михайловна, хăйĕн пĕтĕм кĕлетки тăр-тăр чĕтренĕ. Киле кайма тухсан япала чÿхекен пĕр хĕрарăм Альбинăна автобус аварие лекни пирки пĕлтернĕ. Йăлтах тĕтрери пек пулса иртнĕ, пусма вĕçне мĕнле килсе ларнине те астумасть. Япала çакма тăрсан Альбина Ильинична тăнне çухатнă.

Вăхăт нумай та иртмен — кĕçĕн ывăлĕ Олег чупса çитнĕ. «Япаласем хатĕрле», — тени мĕне пĕлтернине амăшĕ ăнланман. «Пирĕн унта нумаййăн вилнĕ», — Олег çапла каласан Альбина Батраковăшăн тĕнче тĕксĕмленнĕ. Кинĕ Таня, кĕрĕвĕ Юра авари вырăнĕнчех вилнĕ. Упăшкине больницăна илсе кайсан коридора хунă, унăн чĕри çавăнтах тапма чарăннă. Хĕрĕсем Светăпа Алина чĕрех юлнă. Авари мотоциклпа пынă Таньăпа Гена куçĕ умĕнче пулса иртнĕ. Вĕсем автобусри çынсене туртса кăларнă.

«Ун чухне хам та пасара кайма шухăшланăччĕ. «Каймастăн», — терĕ те хĕрĕм, çула тухмарăм. Мишăна питĕ хытă пăхса юлтăм. Урама тухсан кăмрăк склачĕ патĕнче ларчĕ. Мĕн тăхăнни халĕ те куç умĕнче: костюмпаччĕ, шăлаварне çăм нуски ăшне чикнĕччĕ, уринче — калуш. Мĕн пăхтарчĕ мана çавăн чухне? Урама тухсан чун ырататчĕ: унта тупăк, кунта тупăк…» — 18 çул каяллахине аса илчĕ Людмила Иванова.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.