Комментировать

«Санăн хушамату мĕне пĕлтерет?» конкурс çĕнтерÿçисем паллă

«Тантăш» хаçат тата Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ республика шайĕнчи «Санăн хушамату мĕне пĕлтерет?» конкурса пĕтĕмлетрĕ. Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш, Тутар тата Пушкăрт республикисен вĕренÿ учрежденийĕсен 2-9- мĕш класĕсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Жюри конкурса тăратнă ĕçсене пăхса тухса хак пачĕ. Çамрăк тĕпчевçĕсем ал çырусенче хăйсен хушамачĕ мĕнле пулса кайнине, мĕне пĕлтернине çырса кăтартрĕç. Вĕсем хушамат тытăмĕпе пĕлтерĕшне, мĕнле ятран тухнине, çав пулăм мĕнле сăлтавран килнине уçăмлă ăнлантарса пачĕç. Тĕпчевлĕ-шыравлă ĕçре ачасене хăйсен хушамачĕн кун-çулне шырама пулăшнăшăн ашшĕ-амăшне, аслашшĕпе асламăшне, кукашшĕпе кукамăшне тата учительсене тав тăватпăр.
Хушамат конкурсĕн пĕлтерĕшне Татьяна Падюкова (7-мĕш класс, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Мăн Этмен шкулĕ) пысăк хак парать: «Несĕлсен пурнăçне тĕпчесе пĕлме тăван чĕлхере пуян та паха материалсем самаях тупма пулать. Уйрăмах вăл шута халăхра паянхи кунчченех упранакан пĕр пайĕ — хушаматсем — кĕреççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ ăруран ăрăва куçса пырса тăван чĕлхере халĕ те упранать. Сăмах май, çавсене пуçтарса пирĕн пулас ăрăва парса хăварсан е уйрăм кĕнеке пичетлесе кăларни пушшех савăнтарать… Эпĕ Падюкова пулнăшăн мухтанатăп. Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухса, пысăк çитĕнÿсем туса хамăн хушамат республика шайĕнче йĕр хăварасса шанатăп». Таня хăйĕн Падюкова хушамат пулăвĕпе пĕлтерĕшне уçса панисĕр пуçне çемье тымарĕнчи паллă çынпа, Сергей Николаевич Падюковпа паллаштарать.
Паян пирĕн хушăмăрта Петров, Сидоров, Иванов хушаматсем йышлă тĕл пулаççĕ. Анлă сарăлнисем мĕнле пулса кайнине ăнлантарма йывăр мар темелле. Тĕслĕхрен, Иванов хушамат Иван ятлă çын ятĕнчен пулнă. Ачасен ĕçĕсене тишкернĕ май анлă сарăлнă хушаматсемпе пĕрлех сайра тĕл пулаканнисемпе те паллашрăмăр. Тĕслĕхрен, Олег Немзер тата Александра Юнг. Ку хушаматсем пире те кăсăклантарчĕç. Олегпа Сашăна, Куславккари 2-мĕш шкулти 2-мĕш класра вĕренекенсене, хăйсен хушамачĕсем хăçан тата епле пулса кайнине туллинрех тишкерме ыр сунатпăр.
Хушамат пирки тĕплĕн те туллин тата шухăша çыхăнтарса çырнă çĕнтерÿçĕсем çаксем пулчĕç: Ольга Никитина (Пушкăрт Республики, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, 9-мĕш класс), Ирина Кошелева (Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ, 6-мĕш класс), Евгений Алексеев (Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ, 5-мĕш класс), Кирилл Аванов (Çĕрпÿ районĕ, Сăнав поселокĕнчи вăтам шкул, 7-мĕш класс), Инесса Волкова (Елчĕк районĕ, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ, 8-мĕш класс), Татьяна Падюкова (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Мăн Этмен шкулĕ, 7-мĕш класс), Анастасия Жирнова (Патăрьел районĕ, Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул, 7-мĕш класс), Денис Перепелкин (Патăрьел районĕ, Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул, 5-мĕш класс), Эльвира, Эвелина (4-мĕш класс), Милена (6-мĕш класс) Сорокинасем (Патăрьел районĕ, Ыхраçырми шкулĕ), Кирилл Медведев (Патăрьел районĕ, Кивĕ Ахпÿрт шкулĕ, 3-мĕш класс).

www.hypar.ru

Геронтий НИКИФОРОВ, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, жюри пайташĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.