Комментировать

18 Мар, 2021

Тантăш № 10 (4729) 18.03.2021

Юр пикене те, Вупăр карчăкне те сăнарлать

Чи пултаруллă, маттур та хастар вĕренекен çинчен ыйтсан Çĕрпӳ районĕнчи Чурачăк шкулĕн ĕçченĕсем тӳрех Даша Касьяновăна аса илчĕç. 10-мĕш класра вĕренекен хĕрача — шкул мăнаçлăхĕ. Пĕлӳ çурчĕн чысне спорт ăмăртăвĕсенче те, предмет олимпиадисенче те, конкурссенче те тивĕçлĕ шайра хӳтĕлет. «Ун пек пултаруллă ачасем пирĕн шкулта вунă çулта пĕрре кăна пулаççĕ», — теççĕ вĕрентекенсем ун пирки.

Даша вырăнти шкулта 1-мĕш класранах ăс пухать. Кĕçĕн классенчех вăл çивĕч ăс-тăнĕпе, тавçăрулăхĕпе тата тăрăшулăхĕпе уйрăлса тăнă, шĕкĕр «5»-пе вĕренсе пынă. Хĕрача — нумай олимпиада, конкурс, ăслăлăхпа практика конференцийĕн çĕнтерӳçи тата призерĕ. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче вăл район шайĕнче иртнĕ предмет олимпиадисенчен 6-шĕнче малти вырăнсене тивĕçнĕ. Кăçал вырăс чĕлхипе, чăваш чĕлхипе, биологипе — çĕнтерӳçĕ, ОБЖ, обществознани, акăлчан чĕлхи, право предмечĕсемпе призер пулнă. Даша — район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендиачĕ те. Çапах та хĕрача хăйĕн ӳсĕмĕсемпе мухтанмасть, пушшех те, юлашки вăхăтра, наянланма тăрăшнине пытармасть.

— Малтан вĕренĕве ытларах тимлеттĕм, яваплăха туяттăм. Вăхăт иртнĕçемĕн кахал пусать-ши, уроксемпе мар, хамăн ĕçсемпе ытларах аппаланас килет. Тĕслĕхрен, фильм пăхма, кĕнеке вулама юрататăп, — тет вăл.
Вăл сĕм çĕрлечченех вулама пултарать. Кăсăклă хайлава вĕçне тухмасăр та алăран вĕçертмест. Даша фэнтези жанрпа кăсăкланать, ăрăмçăсем, аçтахасем, вупăрсем пирки вулама кăмăллать. «Гарри Поттер» — чи килĕшнисенчен пĕри.

— Интереслĕ кĕнеке алла лексен çур çĕр çитнине те сисместĕп. Хăвăртрах вуласа тухас килет. Кĕçĕн тата вăтам классенче кăсăклă кĕнекесене библиотекăра тупаттăм пулсан халĕ телефона ятарлă приложени уçларăм. Хайлав ун тăрăх ӳкернĕ фильмпа танлаштарсан самай пуянрах, сăнарсем те куç умне урăхларах тухса тăраççĕ, — каласа кăтартрĕ аслă класра вĕренекен.

— Даша — пирĕн çăлтăр. Унăн пултарулăхне кĕçĕн классенчех куртăмăр. Вĕрентекенсем те вăл нумай пĕлнинчен тĕлĕнеççĕ. Кĕнеке нумай вулать. Даша кашни çулах наукăпа практика конференцийĕсенче, олимпиадăсенче малти вырăнсем йышăнать. Вăл волонтер та, шкулти мероприятисене хастар хутшăнать, — çакăн пек хак пачĕ хĕрачан нумай енлĕ пултарулăхне класс ертӳçи Наталья Васильева.

Вера ШУМИЛОВА.


Весна, солнце, Масленица!

Масленица – это один из самых ярких, веселых, шумных и незабываемых праздников в году. Его отмечали еще наши бабушки и прабабушки. В масленичную неделю провожали зиму и встречали весну.

В группе раннего возраста «Маленькая страна» детского сада «Крепыш» поселка Кугеси педагоги совместно с родителями воспитанников провели интересное развлечение «Пришла Масленица». Они устроили катания на санках, которые украсили разноцветными ленточками и шариками. Также дружно были приготовлены наряды для празднества. Конечно же, не обошлось без удивительной Куклы-Масленицы, олицетворяющей этот замечательный праздник, и желтого лучистого Солнышка. Мамы Ани и Эмиля испекли вкусные горячие блинчики для шумного гулянья.

Ребята с радостью облачились в костюмы матрешек и гурьбой – кто на санках, кто пешочком – прошлись вокруг детского сада. А на прогулочной площадке группы были организованы игры «Кто быстрее донесет блинчики» и «Быстрые лошадки».

Подготовила Вера ШУМИЛОВА.


Будьте добрее!

Очередной выходной день я решила провести весело и с пользой. Мы с бабушкой ходили на концерт одного известного чувашского певца, и вышли оттуда в приподнятом настроении. Направляясь в сторону остановки, мы делились эмоциями, обсуждали, чье выступление больше всего понравилось. Все было хорошо, но...

Мы увидели, что на ледяной дороге лежит молодая женщина. Красивая, ухоженная, но пьяная... Живот оголился, обувь разбросана... А самое печальное то, что рядом двое ее маленьких детишек, которые не понимали, что случилось с мамой... «Мама, мама!» – приговаривали они, стоя около нее. Но она, сильно замерзшая, ничего не могла сказать. Только плакала. Я удивилась тому, что люди проходили мимо, не обращая внимания. А если и останавливались, только для того, чтобы сфотографировать того, с кем случилась беда, кому в данную секунду нужна помощь. Мы с бабушкой хотели вызвать скорую помощь, но, как оказалось, другие уже позвонили. Все-таки нашлись люди, которые смогли помочь завести ее в магазин согреться.

Саша САВЕЛЬЕВА. Чебоксары, 30-я школа.


Горжусь прадедом

Мой прадедушка Степан Кондратьев родился 18 марта 1927 года в деревне Нижние Елыши Аликовского района. В семье он был старшим ребенком. В 1944 году в возрасте 17-ти лет, не дожидаясь совершеннолетия, Степан ушел на фронт. Он проходил службу в частях военно-морского флота, а именно в Дунайском флотском полуэкипаже в должности минера. С началом Великой Отечественной войны флотилия вела боевые действия на реках Дунай, Днепр и у берегов Керченского пролива. Однажды рядом со Степаном Кондратьевичем подорвалась мина, и осколок попал ему в ногу.

Домой, в родную деревню, он вернулся только в 1951 году. Как и большая часть населения страны, в послевоенные годы он восстанавливал народное хозяйство страны. Сначала работал в родном колхозе бухгалтером, позже стал главным бухгалтером в управлении сельского хозяйства Аликовского района. У моего прадеда было семеро детей: два сына и пять дочерей. Дедушку Степана многократно награждали медалями: «За победу в Великой Отечественной войне», Юбилейными медалями и правительственными наградами «За взятие Вены». Именно они напоминают мне о той страшной войне. Я считаю, что мы всегда должны помнить об этом историческом событии. И не должны забывать подвиг тех людей, которые трудились на благо народа в военные годы, а также тех, кто ценой своей жизни принес нашей стране победу.

Я горжусь своим прадедом и всегда буду его помнить!

Елизавета КОНДРАТЬЕВА, 2-й класс. Чебоксары, 7-я школа имени Олега Беспалова.


Çунатлă туссене кĕтетпĕр

Вăрăм хĕл хыççăн тинех çутă çуркунне çитрĕ. Хĕвел ăшăрах пăхма, юр ирĕлме тытăнчĕ. Кĕçех кайăксем те вĕçсе килĕç. Кураксем хăйсем кунта иккенне систерме те ĕлкĕрчĕç. Пысăк тирексем çинче ир-ирех сас параççĕ. Кĕçех аякран шăнкăрчсем çитĕç.

Çунатлă туссене кĕтсе илме эпир те хатĕр. Шкулти ĕç урокне ертсе пыракан Владимир Афанасьев вĕрентекен пулăшнипе килте хăтлă вĕлле ăсталарăмăр. Ăна хатĕрлеме атте пулăшрĕ. Шăллăм Лева та аттепе пĕрле ĕçе кӳлĕнчĕ. Хатĕр вĕллене эпир шкула илсе килтĕмĕр. Ăна çак кунсенче сада вырнаçтарăпăр. Ак кĕçех шăнкăрчсем вĕçсе килĕç те пирĕн çĕнĕ вĕллесене иленĕç.

Алена ИГНАТЬЕВА, 8-мĕш класс. Красноармейски районĕ, Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕ.


«Ырăлăх шевли» акци

Эпир пурте тĕнче ырăрах пуласса кĕтетпĕр. Анчах çакă пирĕнтен кашнинчен килнине чылай чухне шухăшламастпăр та. «Кашни çын пĕр ырă ĕç те пулин тусан тĕнче лайăхрах пулĕччĕ», — тенĕ Юрий Никулин актер та. Хирĕç пăхса йăл кулни те чуна ăшăтать-çке тепĕр чухне, пысăк ĕçсем тума хавхалантарать.

Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта «Ырăлăх шевли» акци иртрĕ. Ку мероприяти çулленех пулать, анчах пĕлтĕр ăна йĕркелеме коронавирус сарăлни чăрмантарнă.

Мероприятие вырсарни шкулĕсене çӳрекенсем, тăлăх тата сусăр ачасем хутшăннă. Акцие Раççей МЧСĕн, ВДПО Чăваш Енри уйрăмĕн ĕçченĕсем, Вырăс православии чиркĕвĕн Шупашкар-Чăваш Ен Епархийĕн представителĕсем тата волонтерсем Вырăс драма театрĕн артисчĕсемпе пĕрле хатĕрленĕ.

Чи малтанах ачасем ăсталăх класĕсенче вăхăта кăсăклă та усăллă ирттерчĕç. Пĕрисем пушар хуралĕн машинине ларса курчĕç, теприсем çамрăк парикмахерсем патĕнче çӳçне илемлетрĕç, ыттисем тем те пĕр ăсталама хăнăхрĕç. Шывра путакана çăлма вĕренекенсем тата çăлав тумне тăхăнассипе ăмăртакансем те пулчĕç. Унтан ачасем «Сак çинчи юмахсем» юрă-кĕвĕллĕ спектакль курса киленчĕç.

Лариса ПЕТРОВА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.