Комментировать

7 Апр, 2021

Амбициллĕ тĕллевсем кирлĕ

Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине пурнăçлас тĕлĕшпе Федераци Канашĕ енчен тĕрев пулĕ. РФ парламенчĕн çӳлти палатин членĕсен юнкун Шупашкарта пулнă ушкăнĕ çакна çирĕплетсех каларĕ.

Правительство çуртĕнче сенаторсемпе ирттернĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, отрасльсен министрĕсем асăннă программăпа килĕшӳллĕн пурнăçланă тата пурнăçлакан ĕçсем çинчен каласа пачĕç, Федераци Канашĕн членĕсем пулăшнипе пĕрле сирмелли çивĕч ыйтусене çĕклерĕç. Николай Федоров сенатор социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне тишкернĕ май инвестицисен паянхи калăпăшĕпе çырлахма юраманни çинчен асăрхаттарчĕ, çурт-йĕр строительстви, ял хуçалăхĕ, ытти енĕпе амбициллĕ тĕллевсемпе ĕçлеме чĕнсе каларĕ, унсăрăн çитĕнӳ пулассса шанни вырăнсăррине палăртрĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: