Комментировать

23 Авг, 2014

Чăваш ачи нанороботпа туслашĕ-и?

«Тĕнче аналитикĕсемпе футурологĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - 2020 çулсенче медиксем этем тĕртĕмне пулăшмашкăн юна наноробот яраççĕ, 2030 çулсен вĕçĕнче çын ăс-тăнĕн резерв копине хатĕрлеме тытăнаççĕ. Пуласлăхра компьютерпа мар, виртуаллă тĕнчен çĕнĕ йышши хатĕрĕпе усă курма тытăнăпăр... Тепĕр 50 çултан этемлĕхе мĕн кĕтет? Çакăн 5% кăна пĕлетпĕр эпир. Пачах урăхла шухăшлакан çын кăна тĕнчене капаш улшăнусем кĕртĕ. Нанотехнологи ĕмĕрĕнчи тĕп пĕлÿ математикăпа тÿрремĕнех çыхăннă, анчах гуманитарие шута хума пăрахмаллине пĕлтермест ку», - палăртрĕ докладĕнче ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов республикăри педагогика ĕçченĕсен конференцийĕнче.

«Вĕренĕве бюджетран 32,5% процент укçа уйăраççĕ. Тепĕр майлă каласан: патшалăхăн кашни виççĕмĕш тенки - çак тытăмра. Ку - тăкаксен чи пысăк пайĕ», - палăртрĕ асăннă конференцире ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вĕренÿ учрежденийĕсенчи пысăк улшăнусем куç умĕнчех: юлашки 4 çулта 8 шкул уçăлчĕ, республикăри шкулсен 70% юсаса çĕнетнĕ. 3 çулта 23 ача сачĕ çĕкленĕ тата юсаса çĕнетнĕ, çавна май 14 пине яхăн вырăн тума май килнĕ. Хальхи вăхăт ыйтăвне тивĕçтерекен тепĕр 14 садик хута яма палăртнă кăçал. Педагогсен шалăвне ÿстерессине те куçран вĕçертмеççĕ. «Çапах та вĕрентĕвĕн тĕп фончĕ - кадрсем», - çирĕплетрĕ республика ертÿçи. РФ Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» тĕнче шайĕнчи спорт форумĕ иртнине те аса илтерчĕ. Патшалăха вăйлă, конкуренцирен хăраман граждансем кирлĕ. Паха енсене туптамашкăн физкультурăпа спорт витĕм кÿреççĕ, сывă та тĕреклĕ ÿсме пулăшаççĕ.

Наци сывлăхне тĕпчекенсен кăтартăвĕпе те паллаштарчĕ Михаил Васильевич: вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсен 1,3% кăна туртать. Усал йăлана пăрахайман ертÿçĕсенчен ÿлĕмрен çирĕпрех ыйтасшăн. «Çук тăк - сире урăх ĕç тупма пулăшăпăр», - терĕ вăл.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн вĕренÿ тытăмĕнче çĕнĕлле, пултарулăха тĕпе хурса ĕçлекен 20 учреждени 200 пиншер тенкĕлĕх гранта тивĕçрĕ.

«1-2 класс ачисен 70% математика юратнă предмет пулнине пытармаççĕ. 4-мĕш класра унашкаллисем - 55%, 7-мĕшĕнче - 30%... Çитĕннĕ май çак предмета кăмăллакансем юлманпа пĕрех. Унсăрăн физика, хими предмечĕсене вĕренме çук.

Мĕн тăватпăр эпир ачасемпе? Йăнăш тунишĕн хăрас туйăма хамăрах çурататпăр вĕсенче. Тетраде вараланăшăн, задача тĕрĕс мар шутланăшăн, сăмахри пусăмра йăнăшнăшăн ятлама хăнăхнă. Ÿссе çитнĕ çĕре ача хăйĕн вăйне ĕненме пăрахать, çакă унăн ăс-тăн шухăшлавне чакарать», - Владимир Иванов министр сăмахĕсем тарăн шухăша ячĕç. Чăнах та, кашни кăлтăкшăнах вăрçатпăр-çке ачана. Кайран вăл вĕренме пăрахнин сăлтавне шыратпăр.

Патшалăхăн пĕрлехи экзамĕнĕн кăçалхи кăтартăвĕсемпе те паллаштарчĕ министр: вăтам балл - 56,80% /Раççейре - 49,59%/. Ял тата хула районĕсен кăтартăвĕсене уйрăм тишкернĕ. Вĕсем пĕр шайрах, вăтам балл - 47,6%.

РФ Президенчĕн 2013 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнчи хушăвне пурнăçласа 2014-2015 вĕренÿ çулĕнче шкултан вĕренсе тухакансем раштавра литературăпа пĕтĕмлетÿ сочиненийĕ çырĕç. Литература çулталăкĕ умĕн çак çĕнĕлĕхе кĕртни уйрăмах вырăнлă. Сочинени çырма пĕлни калаçура та шухăша тĕрĕс палăртма вĕрентет-çке. Хальлĕхе шкултан тухса каякан пирĕн çамрăксен 5,50% кăна литература предмечĕпе ППЭ суйланă. Ют чĕлхе çине тăрса вĕренесси те «модăна» кĕчĕ халĕ. Федерацин вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн кăçал 4-мĕш класа каякан пур вĕренекен те 2022 çулта ют çĕр-шыв чĕлхипе ППЭ тытать. Çав вăхăтрах наци культурине упраса хăварасси пирки те манмалла мар. Ку тĕлĕшпе тĕрлĕ предмет учителĕсене пĕрлехи проект йĕркелеме сĕнчĕ Владимир Николаевич. Чăваш тĕррине ăсталанă чухне те математика шутлавĕ кирлĕ-çке сăмахран.

Предмет олимпиадисене Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар, Улатăр хулисем, Йĕпреç районĕ пахалăхлă хатĕрленнине палăртрĕ. Çав вăхăтрах хăш-пĕр район олимпиадăсене пачах та хутшăнман-мĕн.

Хушма пĕлÿ паракан учрежденисене 2013-2014 çулсенче вĕренекенсен 59% çÿренĕ. Техника пултарулăхне аталантарас тĕлĕшпе 263 пĕрлешÿ ĕçлет, унта ачасен 3,2% кăна ăсталăха туптать. 2020 çул тĕлне техника кружокне çÿрекенсен шутне 10% çити ÿстерме тĕллев лартнă.

Министр докладне сÿтсе явнă май тухса калаçакансем тĕрлĕ сĕнÿ пачĕç. Шупашкарти 3-мĕш лицей директорĕ Ираида Полбенникова ăслăлăх предмечĕсен, факультатив занятийĕсен сехетне пысăклатма, математика енĕпе уйрăмах пултаруллă ачасем валли интернат уçма сĕнчĕ. «2020 çулта этемлĕхе кĕтекен çĕнĕлĕхсем çинчен илтсен шухăша кайрăм: пирĕн ачасем пуласлăхри нанотехнологисене тÿпе хывма пултарĕç-ши? Иккĕленетĕп, мĕншĕн тесен ку тĕлĕшпе пирĕн те, учительсен, пĕлÿ шайĕ çителĕксĕр. Квалификацие ÿстерекен курссенче ăсчахсенчен çĕннине вĕренес килет», - палăртĕ Шупашкарти 4-мĕш лицейри хими вĕрентекен Евгения Лаптева.

Авăнăн 1-мĕшĕнче 1076 вĕренÿ учрежденин алăкĕсем уçăлĕç, вĕсенче пурĕ 351 пин ача пĕлÿ пухĕ. Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕпе танлаштарсан, пĕрремĕш класа каякансен шучĕ - 500 ача ытларах. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Шкулсем те, вĕренекенсем те ачасене кĕтеççĕ.

Алина ИЗМАН.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.