Комментировать

26 Мая, 2021

«Хресчен сасси» 19 (2857) № 26.05.2021

Таса шыв, такăр çул… 

Майăн 13-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Правительство членĕсемпе ирттернĕ канашлура ял территорийĕсене 2020-2021 çулсенче аталантарма йышăннă программăпа пĕлтĕр укçа çителĕксĕр уйăрнине палăртнă. Çавăнпа кăçал çак тĕллевпе татах 6 млрд тенкĕ уйăрассине пĕлтернĕ.

«Паллах, çак программа пĕлтерĕшлĕ, унпа 45 пин çемье пурăнмалли условисене лайăхлатма пултарнă. Енчен тепĕр 35 пин çемье пурăнмалли условисене лайăхлатсан пĕлтерĕшлĕ кăтарту пулĕ. Паллах, çакна ырласа йышăнатăп», — тенĕ çĕршыв ертӳçи.

Владимир Путин Правительство членĕсене ял территорине комплекслă аталантарассипе те шухăшлама сĕннĕ. Кăçал уйăрма палăртнă 6 миллиардран 2 млрд тенки «Ял ипотеки» программăна хута кĕртме кайĕ. Çакă 35 пин çемьене 2 млн тăваткал метр туянма, 27 регионта 198 инфратытăм обћектне тума, 76 регионта ялсене хăтлăх кĕртессипе 555 проекта финанс тĕлĕшпе пулăшма май парать.

Кăçал республикăри ял территорийĕсене аталантарма иртнĕ çулхипе танлаштарсан 1,1 хут нумайрах укçа уйăрмалла. Чăваш Енре пуç аруллă бюджетпа 725 проект пурнăçа кĕртмелле. 2021 çулта автоçулсене, коммуналлă хуçалăхсене, ача-пăча лапамĕсене, канмалли вырăнсене, социаллă-культура, шыв обћекчĕсене йĕркене кĕртмелле. Чăваш Енре те программăпа анлă усă кураççĕ, çĕнĕрен çĕнĕ объектсем çĕкленеççĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Хĕрлĕ Чутай районĕнче ĕçлĕ çул çӳревре пулнă май «Чăваш Республикинче ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» программăна пурнăçа кĕртессине сӳтсе явнă. Акă районти Ваçкаçырминче пушарпа кĕрешес тĕллевпе пĕвене хăтлăх кĕртесси çивĕч тăрать. Подряд организацийĕ ĕçе тытăннă ĕнтĕ. Июлĕн 20-мĕшĕ тĕлне пĕвене юшкăнран тасатмалла, пăрăх хумалла, çывăхри территорие йĕркене кĕртмелле. Проект хакĕ — 776 пин тенкĕ ытла. Хальхи вăхăтра дамба хăпартнă, пĕвене тасатса тарăнлатаççĕ.

— Кӳлĕсене, пушарпа кĕрешес тĕллевпе хатĕрленĕ пĕвесене йĕркене кĕртессипе проектсем пурнăç лани ял территорийĕсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ, — палăртнă министр.

Кăçал Хĕрлĕ Чутай районĕн территорийĕнче пуçаруллă бюджетăн пĕрремĕш тапхăрĕпе 77 проект, 61,7 млн тенкĕлĕх, пурнăçа кĕртмелле. Çав шутра пушарпа кĕрешмелли пĕве-кӳлĕпе — 21 проект. <...>

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

♦   ♦   


Тухăçа чакараççĕ

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем акнă хирсенче фитосанитари тĕпчевĕ ирттернĕ, лаптăксене сиенлĕ хурт-кăпшанкă тапăннине палăртнă.

Çанталăк типĕ, ăшă тăнă май акнă уй-хирте вĕт пăрçа, трипс, нăрă /пьявица/ сарăлни сисĕнет. Вĕт пăрçа малтан кĕрхи пучахлă культурăсене тапăнать. Унтан шăтса тухнă çурхи культурăсен анине куçать. Хĕвеллĕ, шăрăх çанталăкра, калча шăтса тухнă тапхăрта уйрăмах хăрушă. Специалистсем республикăри 10 пин гектар çинчи культурăсене тĕрĕсленĕ хыççăн 5 пин гектар çинче вĕт пăрçа сарăлнине асăрханă. Вăл ытларах кĕрхи культурăсен лаптăкĕнче пулнине палăртнă, 1 тăваткал метрта — 10-25 экземпляр. Май уйăхĕнчи шăрăх çанталăка пула сăтăрçăсем хăвăрт сарăлса пыни сисĕннĕ. Кĕрхи культурăсем вăй илнĕçемĕн вĕт пăрçа вĕсене ытлашши сиенлеймест. Анчах юнашарти çурхи тырă культурисене, нумай çул ӳсекен пучахлă курăксене самай сăтăр кӳме пултарать. Кун пек ӳсен-тăран япăх çитĕнет, сарăхса типет. Пĕр тăваткал метрта 30-40 нăрă курăнсан ӳсен-тăрана сыхлассипе мероприятисем ирттермелле. Тĕпчев хыççăн Елчĕк, Патăрьел, Пăрачкав районĕсенчи тырă лаптăкĕсенче сăтăрçă нумай пулни палăрнă.

Трипс тулă культурине сиенлекен кăпшанкă шутланать. Ами 1,5-2,2 мм тăршшĕ, тăсăкларах, хура е хура-хăмăр тĕслĕ. Аçи пĕчĕкрех, сайра тĕл пулать. Тулă трипсĕ кĕрхи тата çурхи тулла, нумай çул ӳсекен пучахлă курăксене сиенлет. Çитĕннĕ кăпшанкăсемпе хурчĕсем ӳсен-тăрана ытларах сăтăр кӳреççĕ. Вĕсем пучах хуппине, чечек çурхахне, хылчăкне сиенлеççĕ, сĕткенне туртса илеççĕ. Çавăнпа пучах йĕркеллĕ аталанаймасть. Пучах тулнă чухне трипс тапăнни уйрăмах хăрушă: тухăçлăх палăрмаллах чакать. Пучах çинче 20-30 сăтăрçă пулсан тухăç 13-15 процент сахалланать, вăрлăх пахалăхĕ те япăхланать. Специалистсем тĕпченĕ хыççăн Елчĕк, Патăрьел, Пăрачкав районĕсенчи тыр-пул хирĕсенче сиенлĕ кăпшанка ытларах асăрханă. <...>

Ольга КАРПОВА, ертсе пыракан специалист.

♦   ♦   


Упи кинĕ

Елена Константиновăна эпĕ 30 çул ытла пĕлетĕп, кӳршĕсем эпир. Çу кунĕсем çитсен, мĕн пур ĕç пахчана куçсан, эпир унпа ытларах тĕл пулатпăр. Тепĕр чухне карта урлах пуплетпĕр, çĕнĕ хыпарсене сӳтсе яватпăр.

Хăмăр куçлă чиперкке

Ялта ăна Елькка тесе чĕннĕ. Вăл вăрçă хыççăнхи çăмăл мар вăхăтра Пикшик тăрăхĕнчи Çĕньял Шетмĕре çуралса ӳснĕ. Выçăллă-тутăллă пурăннă, ырми-канми ĕçленĕ. Ун чухне аслисемпе пĕрлех ачасем те тырă вырнă, йĕтем çинче тăрăшнă, хуçалăхри ытти ĕçе пурнăçланă. 8-9 çулти Елькка та амăшне пулăшнă, куккурус уйне кураксенчен сыхлама çӳренĕ. Вăл амăшĕпе çеç çитĕннĕ. Шупуçĕнче 7-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн кăштах та пулин укçа ĕçлесе илес тĕллевпе Атăл леш енчи Сосновкăна кайнă. Анчах малалла пĕлӳ илес туртăмĕ пулнă унăн. Çавна май вăл Çĕрпӳри культура училищине вĕренме кĕнĕ. Уçă сассипе пурне те тыткăнланă хĕр. Пултаруллăскере вĕрентекенсем тӳрех асăрханă. Анчах студент пурнăçĕ пĕрре те çăмăл пулман. Укçа-тенкĕ çитсе пыманран час-часах юн панă вăл. Унтанпа вăхăт самаях иртнĕ пулин те Елена Михайловна пулни-иртнине ниепле те манаймасть: пĕррехинче музыка вĕрентекенĕ Галина Терентьевна юн панăшăн тивĕçнĕ укçапа мĕн туянни пирки ыйтнă хĕртен. «Резина атă тата авторучка», — хуравланă вăл. «Итле, хĕрĕм, — тенĕ вĕрентекен. — Донор пулма ан васка, эсĕ ахаль те начаркка».

1966 çулта Елена Михайловна асăннă училищĕн дирижерпа хор уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Çавна май ăна направленипе Упине ĕçлеме янă. Вырăнти халăх хĕре ăшшăн кĕтсе илнĕ. Ăна культура çурчĕн ертӳçине çирĕплетнĕ. Районти смотр-конкурссенче, ĕçпе юрă уявĕсенче Уписем кĕрлесе çеç тăнă. Паян çак тĕслĕхе Елена Михайловнăн килĕнче упранакан сăн ӳкерчĕксем аса илтереççĕ.

Яла çĕнĕ хĕр ĕçлеме килнĕ хыпар питĕ хăвăрт сарăлнă. Пурте курасшăн пулнă ăна, йĕкĕтсем сăмах пуçарса паллашма ĕмĕтленнĕ. «Ку хăмăр куçлă чиперкке манăн пулать, — тенĕ амăшне Юрий Васильевич. — Эпĕ ăна никама та памастăп».

Икĕ çултан Ленăпа Юра, шăл фельдшерĕ, пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Ялти чи сумлă çемьере — Клавдия Горинăпа Василий Спиридонов кил-йышĕнче — çуралса ӳснĕ Юра. Клавдия Ивановна педагогика ĕçĕн ветеранĕ, ЧАССР тата СССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă. Вăл Ленин орденне, «ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ» ята тивĕçнĕ. Мăшăрĕ Василий Спиридонович пĕр вăхăт вырăнти шкул коллективне ертсе пынă, ачасене вырăс, чăваш чĕлхисене, музыка вĕрентнĕ. Вăлах — РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ. Ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата медальсемпе наградăланă. Туслă мăшăр йышлă ача çитĕнтернĕ. Шел, ывăлĕсем Владимирпа Рудольф Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. <...>

Татьяна БОРИСОВА. Красноармейски районĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.