Комментировать

12 Июл, 2021

Производство индексĕсем ӳсĕмлĕ

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев коронавирусран сыхланмалли вакцинаци пĕлтерĕшĕ çинчен черетлĕ хут аса илтерчĕ: прививка тăвасси чи малтан пурнăçламалли ĕçсен шутĕнче пулмалла.

Виççĕ вырăнне пĕрре…

Вакцинацие мĕнле йĕркелени тĕлĕшпе кăмăлсăрлăх пуррине шута илсе Олег Николаев шăматкун хăй Çĕмĕрлере пулнă, ĕç-пуçпа паллашнă. Çитменлĕхсене хăйĕн куçĕпе курнă, вĕсем, ун шучĕпе, кашни муниципалитетшăн кăтартуллă. Çĕмĕрлере прививка тумалли стационар пур, тухса çӳрекен ушкăн та ĕçлет. Юлашки вăхăтра вĕсем куллен 160-170-шер çынна прививка тунă. Чăннипе вара 350-400 çынна вакцинацилеме пултараççĕ — уйрăмлăхĕ, куратпăр, пысăк: «Пĕр çынна укол тумашкăн кирлинчен виçĕ хут ытларах вăхăт çухатаççĕ…»

Çавна май Олег Николаев Сывлăх сыхлавĕн министерствине вырăнсенчи ĕçе йĕркелемешкĕн ятарлă методика кăтартăвĕсем хатĕрлеме хушрĕ. Районсемпе хуласенче вырăнсенчи пухусен депутачĕсене, актива ĕçе явăçтармалла — хальлĕхе вĕсем айккинчке юлаççĕ. Укол тутармашкăн çынсен темиçешер сехет черет тăмалла мар. Тухса çӳрекен бригада пĕр-пĕр яла е предприятие прививка тума каять тĕк — çынсене кун пирки маларахах пĕлтерсе хумалла, кирлĕ тĕк вĕсене унта транспортпа илсе пырассине, кайран каялла леçессине йĕркелемелле. Çак тата ытти саманта шута илсен кăна вакцинаци чăннипех анлă пулĕ, вăл сарăласран шанчăклăн сыхланма пултарăпăр.

Мантуров килет

Канашлура çĕкленĕ тепĕр тема — иртнĕ эрнере РФ Промышленноç министерствипе Шупашкарта пĕчĕк хăватлă тракторсен производствине йĕркелемелли тăватă енлĕ килĕшĕве алă пусни. Олег Николаев çакна çулталăк тăршшĕпе тунă ĕç кăтартăвĕ тесе хакларĕ. Сăмах май, утă уйăхĕн виççĕмĕш декадинче республикăна Раççей промышленноç министрĕ Денис Мантуров килмелле. Олег Алексеевич çак визита тĕплĕ хатĕрленмеллине палăртрĕ. Çийĕнчен çав кунсенчех республикăра итальянсем те /хайхи пĕчĕк хăватлă тракторсен поизводствине вĕсемпе пĕрле йĕркелемелле/ пулĕç — яваплăх пушшех пысăк.

Çак техникăна туса кăларма пуçласси трактор завочĕн площадкисене ĕçпе тивĕçтернипе, республикăра пурăнакансем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленипе пĕрлех тĕрлĕ отрасль умне ансат мар ыйтусем кăларса тăратать. Калăпăр, вĕрентӳ сферинче тивĕçлĕ йышăнусем тумалла. Çĕнĕ производствăна пĕлӳллĕ тата ăста кадрсем кирлĕ, вĕсене хатĕрлес енĕпе Чăваш патшалăх университечĕпе, ытти вĕренӳ заведенийĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлемелле.

Кунсăр пуçне республикăра уçăлмалли технопарксем, индустри паркĕсем валли те ятарлă пĕлӳллĕ çынсем кирлĕ. Мускав пулăшнипе вĕрентӳ программине пуçарнă, анчах унта хутшăнакансен шучĕ хальлĕхе пысăк мар. Олег Алесеевич çав технопарксенче тĕпленмелли бизнес представителĕсене явăçтара программăна хутшăнакансен йышне пысăклатма сĕнчĕ — пĕлӳ илни ытлашши пулмĕ.

Строительство уксахлать

Республикăн кăçалхи кăрлач—çĕртме уйăхĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕтĕмлетрĕ. Вăл пĕлтернĕ кăтартусенче ырри те пур, пăшăрхантараканни те çук мар.

Промышленноç производствин индексĕ 103,7% танлашнă. Предприятисемпе организацисем тиесе ăсатнă таварсем — 128 миллиард тенкĕлĕх, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 12% нумайрах. Ял хуçалăхĕн кăтартăвĕсем те лайăх — 104% шайĕнче. Кайăк-кĕшĕк, ĕне ашĕ туса илесси хушăннă. Теплицăсенче пахча çимĕç туса илесси вăй илни савăнтарть: çулталăкăн пĕрремĕш çурринче 6 пин тонна ытла хăяр-помидор çитĕнтернĕ — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 2,5 хут нумайрах.

Предпринимательсен, вĕсем йĕркелекен ĕç вырăнĕсен шучĕ пыăкланса пынине палăртма кăмăллă. Экспорт та ӳсĕмлĕ. Чăваш Ен тулаш экономика енĕпе çыхăну тытакан çĕршывсен шучĕ паян тăхăр теçетке патнеллех. Республиăкăра ĕçсĕрлĕх чакса пыни савăнтарать. Предприяти-организацире вакансисен шучĕ хушăннă — 17 пинрен те ытла. Çур çулта уйăхри вăтам ĕç укçи 33385 тенке çитнĕ — çулталăк каяллахинчен 9% пысăкланнă.

Каялла туртаканни – строительство. Отрасль çулталăк каяллахи позицисенчен самай чакнă — 94,2% шайĕнче кăна. Çакăнта, министр шучĕпе, строительство материалĕсен хакĕсем палăрмаллах

хăпарнин витĕмĕ те пур. Апла пулин те пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси пурпĕр ӳсĕмлĕ: ултă уйăхра 235 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 34% нумайрах. Чăн та, çакă та сахал — пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе 2021 çул валли палăртнă план пурнăçлантăр тесен хута яракан тăваткал метрсен калăпăшне тата ӳстермелле.

Çур çулта бюджета мĕнле пурнăçланипе финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Республика бюджечĕ те, Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ бюджечĕ те ӳсĕмлĕ: тупăш, çав шутра республика хăй ĕçлесе илни пысăкланнă. Апла тăк хушăннă тăкаксене тивĕçтерес енĕпе те пĕтĕмпех йĕркеллĕ.

Канашлура çавăн пекех çие юлнă хыççăн малтанхи тапхăртах медицина организацийĕсенче шута тăнă хĕрарăмсене тӳлев парас, 8-тан тытăнса 17 çулчченхи ачасене уйăхсерен пособи тӳлесси мĕнле пурнăçланнине сӳтсе яврĕç.

www.hypar.ru