Комментировать

6 Сен, 2021

Çула юсаççĕ, залив хăтлăланать

Авăн 6-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкарти строительство объекчĕсемпе паллашрĕ. Чи малтан вăл Граждан урамĕнчи çула епле юсанине тĕрĕслерĕ.

«Дорисс» общество ертӳçин çумĕ Юрий Шилов пĕлтернĕ тăрăх, çулăн 9700 метрне юсаса çĕнетмелле. «Малтан çулăн сылтăм пайне туса пĕтерĕпĕр, унтан сулахай енне куçăпăр. Ĕçе пуçăнсан сахал мар ыйту сиксе тухрĕ, уйрăмах канализаци енĕпе кăткăс пулчĕ. Çавăнпа проекта улшăнусем кĕртме тиврĕ. Майĕпен ĕç йĕркеленсе кайрĕ. Канализаци пăрăхĕсем хурас тĕлĕшпе ĕçĕн 90 процентне пурнăçланă», — терĕ Юрий Александрович. Строительсем хăш-пĕр вырăнта асфальт сарма та пуçланă. Ку ĕçе юр лариччен тума шантараççĕ. Çапах строительство кăçалах вĕçленмест. Çул ункине тепĕр çул пĕтерĕç, светофор лартĕç.

Тепĕр пысăк обьект — залив. Кунта та темиçе вырăнта тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Акă Анне палăкĕ умĕнчи лапама тата картлашкасене çĕнетеççĕ, шывпа тивĕçтерекен сете улăштараççĕ. Строительство объекчĕн тĕп архитекторĕ Филипп Якубчук пĕлтернĕ тăрăх, заливра çуран тата велосипедпа çӳремелли зонăсем, ача-пăчапа спорт лапамĕсем пулĕç. Баскетболпа воркаут лапамне туса пĕтернĕпе пĕрех. Ăна çывăх кунсенче уçма палăртнă. Залив хĕрринче пирс тунă, 1,5 пин тăваткал метр брусчатка сарнă, дамба çине боллардсемпе, вырăн-вырăнпа асфальт сарнă. Çавăн пекех заливра светильниксене улăштарĕç, йывăçсемпе тĕмсем лартĕç.

«Проект туллин пурнăçа кĕрсен Шупашкар заливĕ çынсем валли канмалли, уçăлса çӳремелли лайăх вырăн пулĕ. Унта ача-пăча та тунсăхламĕ, спортпа туслисем иленессе шанатăп», — терĕ Олег Николаев.

www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: