Комментировать

6 Сен, 2021

Пĕр вырăна пĕр çынран каярах

Республикăра абитуриентсене 25 профвĕрентӳ организацийĕ тата 12 вуз йышăнаççĕ. Çамрăксене аслă тата професси вĕрентӳ организацийĕсене вĕренме йышăнмалли кампание ЧР Пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлура вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Лукшин пĕтĕмлетрĕ.

1-мĕш курса пĕтĕмпе 10,1 пин яшпа хĕре бюджет вырăнĕсене йышăнĕç. Çав шутра аслă шкулта — 3742 вырăн. Ку вырăнсене йышăнас кăмăллă çамрăксенчен вара 20 пин ытла заявлени йышăннă. Çавна май пĕр бюджет вырăнĕ тĕлĕшпе вăтам конкурс 5,7 çынпа танлашнă. Чи пысăк конкурс ЧПУра пулнă — 6,2 çын. ЧППУ, Аграрлă университет, Политех та унран нумай кая юлман. Çамрăксем килĕштеререх паракан специальноçсен шутĕнче малта — лингвистика /пĕр вырăна 26 çын/. Çавăн пекех информаци хăрушсăрлăхĕ, юриспруденци, стоматологи тĕлĕшпе те конкурс пысăк пулнă — 19-21 çын.

Техникумсемпе колледжсене илес тĕк — вĕсенче вĕренме бюджет 6360 вырăн уйăрнă. Рабочи профессисене вĕренес кăмăллисен хушшинче конкурс 1,2 çынпа танлашнă. Вăтам сыпăкри специалистсен — 3 çын. Яшсемпе хĕрсем ытларах пушар хуралĕн, IT, банк ĕçĕсене, медицинăпа строительствăна килĕштереççĕ. Рабочисен специальноçĕсенчен — дефектоскопист, электромонтер, автоюсав мастерĕ, крановщик, повар, кондитер, парикмахер тата ыттисем.

Олег Алексеевич республикăна, регион экономикине мĕнле кадрсем ытларах кирлине шута илсе вузсенчи бюджет вырăнĕсен шутне ӳстерес енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ. Аслă шкулсем тĕпрен илсен федераци пăхăнăвĕнче, çавна май ку енĕпе Мускавпа тачă çыхăну тытмалла. Ун шучĕпе, техникумсемпе колледжсенчи вĕрентӳре специализацие вăйлатмалла, суйласа илнĕ концепцисене тĕпе хурса бизнеспа пĕрле тивĕçлĕ лабораторисем йĕркелемелле.

www.hypar.ru
 

Рубрика: