Комментировать

21 Окт, 2021

КанТЭТ аталану çулĕпе пырать

Канашри транспортпа энергетика техникумĕ уçăлнăранпа 85 çул çитнĕ. Çавна май вĕренÿ учрежденийĕнче уяв иртрĕ. Унта Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ. Техникум "Транснефть" пĕрлешÿпе ĕçлĕ çыхăну йĕркеленĕ. Вĕренÿ учрежденийĕнче предприяти валли çулсерен вун-вун специалист хатĕрлеççĕ: нефть операторĕсене, машинистсене, мастерсене т.ыт. Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, ĕçлĕ килĕшÿ промышленноç предприятийĕсене пысăк квалификациллĕ специалистсемпе тивĕçтерме пулăшать.

Андрей МИХАЙЛОВ căн ÿкерчĕкĕсем

www.hypar.ru

 

Рубрика: