Комментировать

28 Окт, 2021

Çамрăксен хаçачĕ 42 (6390) № 28.10.2021

«Энтрипе Мариванна пек çынсем пурнăçра та пур»

Вăл калăплакан Мариванна тата Энтри сăнарĕсем кĕске вăхăтрах халăх юратăвне çĕнсе илчĕç. Инстаграмра страница уçиччен Эльвира Борисова часах паллă çын пулса тăрасса тĕлĕкре те тĕлленмен.

Эпир унран пĕлтĕрех интервью илесшĕнччĕ, анчах тĕрлĕ сăлтава пула май килмерĕ. Çак кунсенче тĕл пулсан вара Елчĕк районĕнчи Патреккелте çуралнă, халĕ Мускавра пурăнакан Эльвира чăн сăлтавне пĕлтерчĕ: «Эпĕ çакна тивĕçлĕ мар, «пиçсе çитмен» тесе шухăшлаттăм». Мариванна тата Энтри сăнарсен «амăшĕ» паян — «ÇХ» тĕпелĕнче.

— Салам, Эльвира! Итле-ха, халĕ сана чăн пурнăçра та Мариванна текенсем тупăнмаççĕ-и?

— Пурте Эльвира теççĕ. «Мариванна мĕнле унта?» — çынсем йăл кулса çапла ыйткалани пулать-ха. Анчах çак ятпа никам та чĕнмен. Кăмăла каймĕччĕ ĕнтĕ ку. Çыннăн хăйĕн те ăнланмалла: эпĕ парик тăхăнсан кăна Мариванна (кулать).

— Эсĕ кĕске вăхăтрах паллă пулса тăтăн. Йăнăшмастăп пулсан, Инстаграмра санăн подписчиксен йышĕ 30 пин урлă каçрĕ.

— 30 пине те çитрĕ-и? Эпĕ подписчиксен йышне сăнаса та тăмастăп. Астăватăп-ха: страница уçсанах икĕ кунра 2 пин çын çырăнчĕ. Пĕлетĕн-и, ку мана хăратрĕ. Тĕрĕсрех каласан, вăтантарчĕ. Эпĕ «популярный» пулассишĕн çунман. Ахаль çынах вĕт. Анчах ун пеккине те хатĕр пулмалла иккен (кулать).

— Питĕ хаваслă çын эсĕ, санра позитив тапса тăрать кăна. Кулянма пĕлместĕн те пуль.

— Кулянасси пурин те пулать ĕнтĕ. Çав вăхăтра чиккине пĕлмелле çеç, аяла анса каймалла мар. Хăвна алла илсе çĕкленсе тухмалла. Çывăх çынсем юнашар пулни пĕлтерĕшлĕ. Юлташ нумай манăн. Чи çывăххисем — анне, Полина (Эльвирăн йăмăкĕ — Полина Борисова юрăç. — Авт.), тетен мăшăрĕ Алена.

— Питĕ пĕлес килет: япăлкка Мариваннăпа вĕçкĕн Энтри сăнарĕсем мĕнле майпа çуралчĕç?

— Полина тăрăшнипе! Вăл манран кĕçĕн пулсан та мана тытса тăрать. Малтанах ку сăнарсем пулаççĕ тесе шухăшламан та. Эпĕ Инстаграмра регистрацилениччен интернетра пĕр кун та ларман. Кăрлач уйăхĕнче страница уçнăранпа 2 çул çитет. Ун чухне Чăваш Ене килнĕччĕ. Полинăпа лавккана çĕнĕ телефон туянма кайрăмăр. «Паян Инстаграмра регистрациленетĕн», — терĕ. Суймасăр калатăп, тен, теприсем ĕненмеççĕ те пуль, мана кирлĕ пулман ку. Веçех ăнсăртран пулса тухрĕ. Эпĕ çывăрнă вăхăтра Полина ман ятпа страница уçнă. Кайран мана тапăнчĕ: «Хăть мĕн те пулин ӳкерсе ларт». Пĕлетĕп, вăл мана пĕрех халтан ярать (кулать), итлемех тиврĕ. Хальхи пек астăватăп: каçхине Инстаграма кĕтĕм, çынсене сăнарăм. Ай-уй, пурте хитре. Мĕн вырнаçтармалла-ши тесе шикленсе ӳкрĕм. Ăш вăркарĕ. Ялта картишре юр хырнă чухне пĕрремĕш ролик «çуралчĕ». Ун чухне эпĕ аттен çĕлĕкĕпеччĕ, фуфайкипеччĕ. Мĕн каламаллине те, хăш пускăча пусмаллине те пĕлмен. Подписчиксем çырăнма пуçларĕç. Тӳрех Полина патне шăнкăравларăм: «Малалла мĕн тумалла?» — терĕм. Çынсем манăн страницăна кĕреççĕ пулсан темĕн пăхасшăн ĕнтĕ. Тăвансем, пĕлĕшсем çырса хавхалантарчĕç те лăплантăм. Подписчиксене кулленхи пурнăçа кăтартма тытăнтăм. Эпĕ — ял хĕрĕ, мĕнле пур — çапла кăтартас килет, çавăнпа тĕрлĕ фильтрпа усă курма кăмăлламастăп.

Энтри сăнарĕ ăнсăртран тупăнчĕ. Мариваннăпа Энтри пек çынсем пирĕнпе юнашарах çӳреççĕ. Хăйсене чаплă тесе шухăшлаççĕ, вĕçкĕнленеççĕ, пуш сăмах ăстисем. Пырса сăмах хушатăн та хăйсем калаçаймаççĕ те. Ав Энтри авланнă пулсан та майрасене юратать. Çак сăнара Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕнче пĕрремĕш хут калăпларăм. Аттен шкапра çакăнса тăракан шăлаварне, йăрăмлă кĕпине, пиншакне, пушмакне туртса кăлартăм. Парик кирлĕччĕ. Аттен чăматанне уçса упăте маскине шыраса тупрăм, ăна касса вакларăм, çӳçне хам валли илтĕм. Мăйăх ӳкертĕм, кăкăра ал шăллипе çыхса хутăм. Аннене салă, сухан касса пама ыйтрăм. Вĕсене йăтса пахчана тухса выртрăм, çапла арçынсене уявпа саламларăм. Веçех пĕр дубльпе пулчĕ. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


Шупашкара Португали чĕлхеçисем те çитнĕ

«Эпĕ — акăлчан чĕлхине пĕлекен студентчĕ. Ют çĕршыва кайса курмашкăн укçа çукчĕ. Чикĕ леш енне çитсе курас кăмăл пысăкчĕ. Вĕренӳ программисемпе кăсăкланма пуçларăм. Пĕтĕм тĕнчери AIESEC организацин студентсемпе шкул ачисем валли хатĕрленĕ программăна тĕпчерĕм. 2017 çулта ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ — АПШри Мичиган Штатĕнчи патшалăх университетĕнче вĕренме пуçларăм», — терĕ Екатерина Горбунова. Шупашкар хĕрĕ океан леш енче çулталăк пурăннă, вĕреннĕ, волонтер юхăмĕсене хутшăннă.

Çемье куççульпе ăсатнă

Катя Америкăна вĕçсе çитсен аэропортран тухма шикленнине аса илчĕ. Унăн ют çемьере пурăнма тивнĕ. Хĕр американсен хăйне евĕр калаçăвне ăнланмасран шикленнĕ. «Урампа утса пынă май пач палламан çын: «Салам! Кăмăлу мĕнлерех?» — тесе ыйтрĕ те хурава кĕтсе илмесĕрех малалла васкарĕ», — терĕ пике. Катя университет çумĕнчи кампусра кун кунланă, АПШри студентсемпе пĕрле вĕреннĕ. Тăванĕсем ăна ют çĕршыва яма шикленнĕ. Малтанхи вăхăтра пикен пач палламан çемьере пурăнма тивнĕ. Кулянмашкăн сăлтав тупăнман — американсем ăна кăмăллă кĕтсе илнĕ. 3 уйăхран Катя кампуса куçнă. «Хăналăх» çемье ăна куççульпе ăсатнă.

Программа йĕрки тăрăх çул укçине AIESEC организаци туллин саплаштарать. Вĕренӳ кĕнекисене туянмашкăн, студентсене стипендии тӳлемешкĕн те нухрат уйăрать. Катя АПШри патшалăх университетĕнче мĕнле вĕренни пирки каласа кăтартрĕ. Унсăр пуçне хушма пĕлӳ пухнине те асăнчĕ. Унăн шухăшĕпе, шикленмелле мар, хăвăн вăя пур çĕрте те тĕрĕслемелле. Çакăн пирки Катя 25-мĕш чĕлхе фестивалĕнче каласа кăтартрĕ. Вăл иртнĕ эрнере Чăваш Республикин вĕрентӳ институтĕнче пулчĕ. Унта студентсемпе чĕлхеçĕсем, ачасем çитсе курчĕç. Екатерина Горбунова лекцире Пĕтĕм тĕнчери программăсен вăрттăнлăхĕсене уçăмлатрĕ. Çамрăксем ăна вун-вун ыйту пачĕç. Катя кашнине тулли хурав пама тăрăшрĕ. Чĕлхе фестивальне çак тĕллевпе йĕркеленĕ те — паллашса пĕлĕве тарăнлатмалла, тĕслĕх илсе ĕмĕте пурнăçа кĕртмелле.

Ачана чăвашла вĕрентмесен…

«Саша, эсĕ чăваш чĕлхи пирки питĕ кăсăклă каласа кăтартатăн-ха, анчах килте тăван чĕлхепе пуплеместĕн», — терĕ пĕррехинче Эктор Алоси-Фонт социолингвист. Унăн сăмахĕсем чĕрене тиврĕç. Чăн та, ачапа чăвашла калаçмасан малашне мĕн пулать? Çакăн хыççăн çемьере чăвашла таса калаçма пуçларăм, хампа пĕр шухăшлисене шырарăм. Интернетра Александр Савельев студент статйине тупрăм. Ăна тишкертĕм те автор патне çыртăм. Саша Шупашкара çитсен эпир чăваш чĕлхин лагерьне йĕркелеме шут тытрăмăр», — терĕ чĕлхе фестивальне пуçарнă Александр Блинов. Кăçал тĕнче шайне çĕкленнĕ мероприятие 250 çын çитсе курчĕ. Çак йышра — Санкт-Петербургри тата Мускаври чĕлхесен фестивалĕсен ушкăнĕсем, Сандрăпа Михаил Крошневсем /Португали/, Мартин Буреш /Чехи/, Дмитрий Бобков /Хусан/, Мерле Шафаржик /Германи/, Даниил Зайцев /Мускав облаçĕ/. Кашниех пухăннисемпе занятисем ирттерчĕç, хăйсен чĕлхи пирки каласа кăтартрĕç. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


«Вăхăт» ятлă тухтăр пулăшмасан психиатр патне каймалла

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн статистикине ĕненес тĕк, çĕр çинчи кашни вуннăмĕш çын психика сывлăхĕ хавшанипе асапланать. Коронавирус инфекцийĕ çынсен ăс-тăнне мĕнле витĕм кӳнĕ? Инкек чăтса ирттернĕ хыççăн депрессие кĕрсе ӳкес мар тесен мĕн тумалла? Çак тата ытти ыйту хуравне тупма Республикăри психиатри больницин психиатрĕ Наталья ЕГОРОВА пулăшрĕ.

Статистика улшăнман

— Наталья Сергеевна, çыннăн психики мĕншĕн пăсăлнине каласа кăтартăр-ха.

— Сăлтавĕсем икĕ ушкăна пайланаççĕ. Пĕрремĕшĕ — эндогенлă, /организмпа, тĕслĕхрен, генетикăпа çыхăннă/. Иккĕмĕшĕ — экзогенлă /тулаш сăлтавсем/. Тĕслĕхрен, суранлансан, вăйлă стресс чăтса ирттерсен, эрехнаркотикпе айкашсан е пуç мимине амантсан çыннăн психики пăсăлма пултарать. Чылай чухне чун «суранлансан» психика сывлăхĕ хавшать. Калăпăр, çывăх çын вилсен, ĕç вырăнне çухатсан, юрату вĕçленсен. Çак чир ăруран ăрăва куçас хăрушлăх та пур. Ашшĕ-амăшĕнчен ачине лекмесен те пĕр-икĕ йăхран чир палăрма пултарать. Эппин, хамăра упрамасан, специалистсенчен вăхăтра пулăшу ыйтмасан пирĕнтен кашнинех психика тĕлĕшĕнчен чирлес хăрушлăх пур.

— Юлашки вăхăтра психика чирĕсемпе асапланакан çын нумай пек туйăнать. Е кун пирки ытларах калаçма çеç тытăннă-и?

— Чăнах та, кун пирки ытларах калаçма пуçларĕç. Психиатрсем, психотерапевтсем, пациентсем хăйсем те интернетра, массăллă информаци хатĕрĕсенче опычĕ пирки каласа кăтартаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, юлашки çулсенче статистика улшăнман. Çулсерен 30 пине яхăн çын пирĕн пата пулăшу ыйтма килет. Хальхи вăхăтра коронавирус инфекцийĕнчен сывалнă хыççăн депрессие кĕрсе ӳкнĕ тĕслĕх нумай.

— Мĕнле симптомсене асăрхасан сисчĕвленмелле? Психиатр пулăшăвĕ кирлине епле ăнланмалла?

— Чи малтанах ыйхă килменнипе аптăрани, кăмăл-туйăм сăлтавсăрах тăрук улшăнма пуçлани, кĕтмен çĕртен тĕне питĕ вăйлă ĕненме тытăнни е сектăна явăçни çынна хăйне те, тăванĕсене те сисчĕвлентермелле. Хăвăртрах психиатртан пулăшу ыйтни е психотерапевтпа /психологпа/ канашлани пĕлтерĕшлĕ. Вăхăта сая ямалла мар.

— Общество вырăнĕнче хăйне ăнланмалла мар тытакан çынна час-часах курма пулать. Кун пек чухне мĕн тумалла?

— Чи малтан ăна лайăх сăнамалла: мĕнле çын вăл? Çанталăкпа килĕшӳллĕн тăхăнман, ватă пулсан, ахăртнех, вăл «çухалса кайнă». Ун патне пырса ятне, ăçта пурăннине, тăванĕсемпе епле çыхăнмаллине ыйтса пĕлĕр. Халĕ пурин те тенĕ пекех телефон пур. Ятне-шывне, адресне пĕлсен киле ăсатса яни те çителĕклĕ. Çын хăйĕн пирки нимĕн те каламарĕ пулсан полицие шăнкăравламалла. Хăйне сĕмсĕр тытакан çынпа лăпкă пулмалла, сасса хăпартмасăр калаçма тăрăшмалла, ун витĕмне лекмелле мар. Кун пек çын патне пырса калаçмасан лайăхрах, васкавлă медпулăшу чĕнмелле. Вăл тарăхнине кура кăшкăрашмалла мар, ку уншăн та, сирĕншĕн те хăрушă. Ку таранччен эпĕ урамра çакăн пек тĕслĕх курман. Ремисси тапхăрĕнчи пациентсем /психика сывлăхĕ хавшани палăрман тапхăр/, больницăран сипленсе тухнисем, ахаль çынсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Вĕсем çынпатне пыраççĕ, сывлăх сунаççĕ, калаçаççĕ.

— «Çуркуннепе кĕркунне психика чирĕсем вăйлăрах палăрма тытăнаççĕ», — тени тĕрĕсех-и?

— Çапла, кунашкал чирсен сезонĕ пур. Вăл циркад ритмĕ улшăнса тăнипе çыхăннă. Кун тăршшĕ кĕскелни, йĕпе-сапаллă çанталăк, пылчăк çăрăлни, ешĕл тавралăх тĕксĕмленни — çаксем йăлтах сывă çынна та япăх витĕм кӳреççĕ. Психика тĕлĕшĕнчен сывă маррисене çак тапхăра чăтса ирттерме пушшех те йывăр, вĕсем çанталăк улшăнăвне тата вăйлăрах туяççĕ. Çак тапхăр пуçлансанах пирĕн пата сипленме килекен яланхи пациентсем пур. Унашкаллисем ыйхă çĕтнĕ каçсенче пуçа усал шухăш пырса кĕрессе кĕтмеççĕ, больницăра сиплев курсĕ витĕр тухаççĕ, вĕсене психологсемпе психотерапевтсем пулăшаççĕ. Ун хыççăн кулленхи ахаль пурнăçа таврăнаççĕ. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Шăннипе 40 çăпан тухнине ĕненмен

Наталия Никитинăн кĕпине çĕклесе кăтартма тивнĕ

«Анне, Наталия Никитична Никитина, окоп чавнине эпĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кайри Чиперуйран Кĕчкей ялне качча килсен пĕлтĕм. Вăл хăнана килмессерен кунта вăрçă вăхăтĕнче мĕнле ĕçленине, пурăннине каласа кăтартатчĕ. Тен, çак ял кинĕ пулса тăман тăк çакна пĕлмесĕрех юлăттăм. Хăй вăхăтĕнче кун пирки ыйтман-çке. Пурăна киле окоп чавакансене çавнашкал хисеплеме тытăнассине, вĕсем пирки çырса çӳрессине пĕлсен веçех ыйтса юлăттăм», — калаçăва пуçларĕ 84 çулти Елена Яковлева.

Ĕне сунăшăн сĕт ĕçтернĕ

Вăрçă пуçланнă çул вăл 4-ри ача пулнă. Ашшĕне Михаила фронта тăшманпа çапăçма илсе кайнă, амăшне Наталийăна — окоп чавма.

«Мана ватăсемпе хăварас — никам та пулман. Анне тăлăх çитĕннĕ. 8 çулта — ашшĕсĕр, 14 çулта амăшĕсĕр тăрса юлнă. Кукаçи хăй вăхăтĕнче лавкка та тытнă, Карапаш ялĕнче вăрманçăра тăрăшнă. Шăллĕ валли çурт лартма тесе пĕренесем илме кайсан урине амантнă. Анне каланă тăрăх, çакăншăнах нумай пурăнайман. Çывăх çыннисемсĕр юлсан анне çемье лавне туртаканни пулса тăнă, ăна ашшĕн шăллĕ пулăшса пынă. Аппăшĕ Васса качча тухнă. Наталия шăллĕ-йăмăкне пăхнă. Вĕсем çемьере пурĕ 5-ĕн пулнă. Анне хуçалăх тытса пынă. Лаша та усранă. Колхоза кĕрсен урхамахĕпе çунине панă. Анне миçе класс пĕтернине эпĕ ыйтса юлман. Вăл хăйĕн ятне çырма пĕлетчĕ», — малалла калаçрĕ Елена Михайловна. Амăшĕ окоп чавнă вăхăтра ăна Ваçликассинче пурăнакан куккăшĕн хунямăшĕ пăхнă.

Наталия Никитична ялти хĕрхĕрарăмпа пĕрле Кĕчкей ялĕнчи çăва çывăхĕнче окоп чавнă. Çав вырăн халĕ те шăтăк-путăклă, çумăр хыççăн шыв час типмест. Кĕчкейре тĕрлĕ ялти çынсем ĕçленĕ. Елена Яковлевăн амăшĕ кунти Мазяковсен килне хваттере кĕнĕ. Кӳршĕре вара Турханкасси ялĕнчен килнисем пурăннă. Мазяковсем çамрăка тӳрех кăмăлланă. Ĕçрен хăраман Наталия вĕсене хĕрхеннĕ, ĕне сума, урай çума пулăшнă, картишре пусă пулманран шыв ăсма çӳренĕ. Çакăншăн кил хуçисем ăна сĕт ĕçтернĕ. «Çемье пуçĕ Микула пичче кăçатă тума ăстаччĕ. Упăшкапа иксĕмĕр ун патне кăçатă тутарма кайкаланă. Анне окоп чавнă вăхăтра вĕсем патĕнче пурăннине кайран çеç пĕлтĕм вĕт. Хăй вăхăтĕнче кучченеçпе хăналăттăм, ватăсене савăнтарăттăм. Халĕ вĕсем çĕр çинче çук», — кулянса калаçрĕ Елена аппа. Мазяковсен çурчĕ пысăках пулман, унта темиçе çын кăна выртса тăнă. Çавах йĕпе тумтире типĕтме йывăр килнĕ, кăмака нумай хутмалла пулнă.

Пĕррехинче окоп чавакансене, çав шутра Наталия Никитичнăна та, ялти чиркĕвĕн чанне туртса антарма чĕннĕ. Турра хытă ĕненнĕскерсем чиркӳ çывăхĕнчен тарнă. Çынсем чана вĕренпе туртса антарнă. Ăна пĕр завода илсе çитерме тĕллевленнĕ, Атăл урлă илсе каçнă. Çавăн чухне чан шыв айне пулнă. Ăна вырăна илсе çитерме яваплă 2 çынран пĕри путнă.

Амăшĕ хĕрне сивĕре окоп чавнă вăхăтра тăм илнине, сурăх çăмне арласа тунă çипрен çыхнă тăлапа çăпата тăхăнса çӳренипе урине шăнтнине каласа кăтартнă. Наталия Никитична хытах чирленĕ, çурăмĕ çине 40 çăпан тухнă. «Мĕнле чăтнă-ши тульккăш вăл? Турри пулăшнă пуль, — аса илсе калаçрĕ хĕрĕ. — Сурансем нушалантарнипе вăл ĕçлеме тухайман. Ял канашне çитсен çăпанĕсем ыратнине каланă, «Пĕшкĕнейместĕп те», — тенĕ. Ăна никам та ĕненмен. Аннен кĕпине çĕклесе кăтартма тивнĕ. Кун хыççăн вăл окоп чавма кайман. Сурансем тӳрленсен вара каллех ĕçлеме янă». <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


«Алăри мăкăльсем шăтса юхатчĕç»

«Нушаллă ӳсрĕмĕр. Çамрăклăх хаяр вăрçă вăхăтĕнче иртрĕ. Ураран ура иртейми пуличчен ĕçлесе ывăнаттăмăр. Чăтрăмăр, парăнмарăмăр. Çавăнпа çак çула çитрĕм пуль», — терĕ Шупашкарта пурăнакан Зинаида Михеева. Халĕ вăл 97-ре. Ватăскер япăх илтет, унăн кун-çулĕпе хĕрĕ Людмила паллаштарчĕ.

Зинаида Михеевна Элĕк районĕнчи Питĕшкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Чухăн хресчен çемйинче 4 ывăлпа 1 хĕр çитĕннĕ. «1941 çул. Çĕртмен 22-мĕшĕ. Эпĕ — 16-ри хĕр. Колхоз уйĕнче çум çумлаттăмăр. Ялтан çынсем чупса çитрĕç. Чĕре ырă мара сисрĕ. Хыпаланса чупнăскерсем хашка-хашка: «Вăрçă! Вăрçă пуçланнă!» — тесе пĕлтерчĕç. Эпĕ çак сăмахăн пĕлтерĕшне те ăнланман.

Нимĕçсем тапăннă тени хăлхана кĕчĕ. Хĕрарăмсем хӳхлеме, питне саппун аркипе хупласа макăрма пуçларĕç. Каярах вăрçă сăмаха ăнлантăм. Вăл мĕнле асаплантарнине те пĕлтĕм», — çапларах каласа паратчĕ анне. Çамрăклăхне аса илме юратмасть вăл. Халĕ те хумханма пуçлать, чĕре таппи хăвăртланать», — терĕ Людмила.

Михеевсен çемйинчен виççĕн фронта тухса кайнă: ывăлĕсене повестка тыттарсан ашшĕне те çар комиссариатне чĕнсе илнĕ. Амăшĕ канăç тупайман — çывăх çыннисем чĕрĕ таврăнччăр тесе кĕлĕ тунă. Арçынсене ăсатсан çемье пурнăçĕ йывăрланнă. Часах Зина аппана та Сăр хӳтĕлев чиккине чавма илсе кайнă.

«Çĕр шăннăччĕ. Лумпа такканăран алăри мăкăльсем шăтса юхатчĕç. Тăпра кăшт çеç тĕпренетчĕ. Пирĕн ĕçе тĕрĕслесе тăратчĕç — нормăна пурнăçламалла-çке. Пĕррехинче маçтăр пире шеллерĕ. Айккине пăрăнса пĕшкĕнме хушрĕ. Тепĕртакран çĕр чĕтренсе илчĕ. Чĕре кăкăртан сиксе тухатчĕ пуль. Арçын тăпрана аммоналпа сирпĕтнĕ иккен», — амăшĕн аса илĕвĕпе паллаштарчĕ Людмила. Килĕнчен те хурлăхлă хыпар çитнĕ — пиччĕшĕ Вячеслав çапăçу хирĕнче пуç хунă. Хĕр ашшĕпе пиччĕшĕ Евлампий пирки çеç шухăшланă. Шел, вĕсем те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Амăшĕпе хĕрĕ пĕр-пĕрне ыталаса макăрнă. «Пĕри те пулсан чĕрĕ юласчĕ», — тесе хӳхленĕ амăшĕ. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


Мăн кукашшĕ пек офицер пулма ĕмĕтленет

Кашни ашшĕпе амăшех пепки çуралсанах вăл çĕршыва юрăхлă çын ӳстĕр тесе чун хавалне парать, унăн çитĕнĕвĕсемпе савăнма, вăл телейлĕ пулнине курма ĕмĕтленет. Вăхăт иртни сисĕнмест, тин çеç утма пуçланă шăпăрлан часах çитĕнет те мал ĕмĕтлĕ çамрăксен йышне кĕрет.

Ачана патриотла воспитани парасси çемьере никĕсленет. Çак туйăм мĕн пĕчĕкрен йăл илтĕр тесен аслисем хăйсем ырă тĕслĕх кăтартма тăрăшаççĕ, тĕпренчĕкне Тăван çĕршыва юратма, унăн ырлăхĕшĕн, малашлăхĕшĕн тăрăшма вĕрентеççĕ. Каярахпа çак ĕçе воспитательсемпе учительсем тăсаççĕ. Хăш-пĕр яш-хĕр шкул пĕтерсен çар пĕлĕвне илме пуçлать.

Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ӳснĕ Александр Лукин мĕн ачаран ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе, ырă кăмăлĕпе тата ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Ăна нимĕнле йывăрлăх та хăратмасть. Ума лартнă тĕллеве пурнăçлама пĕлни ĕмĕчĕсем патне çитме куллен пулăшать. Вăтам класра вĕреннĕ чухнех малашлăх плане çирĕп палăртнă вăл, «Аслă пĕлӳ илĕп. Ку ĕçре хамăн вăя çеç шанăп», — тенĕ вăл.

Александр шкулта тăрăшса вĕреннĕ, спортпа çывăх туслашнă, май килнĕ таран ытти енĕпе те аталанма ăнтăлнă. Район, регион шайĕнчи тĕрлĕ мероприятие хутшăнса малти вырăнсене йышăннă, общество ĕçне хастар хутшăннă. Пултаруллăскер ЧР Пуçлăхĕн стипендине те тивĕçнĕ. Мăн Сĕнтĕр вăтам шкулĕнчен ылтăн медальпе вĕренсе тухсан Саша Лукин çар пĕлĕвне илме шухăшланă. Çавна май унăн тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухма тивнĕ. Каччă йывăрлăхсене парăнтарнă, РФ федерацин хăрушсăрлăх службин Калининградри пограничниксен институтне вĕренме кĕрсе курсант пулса тăнă. Кунта аслă пĕлӳ илекен çамрăксен пурнăçĕ салтаксенни пекех тесен те йăнăш мар. Йĕрке çарти евĕр çирĕп: ирех тăмалла, физзарядка хыççăн занятисене пуçăнмалла. Ятарлă çар пĕлĕвĕ илнисĕр пуçне гражданкăри йĕркене те вĕрентеççĕ.

Сăмах май, Сашăн мăн кукашшĕ Влас Моисеев Тăван çĕршыва нимĕçсенчен хӳтĕленĕ, хаяр вăрçă витĕр тухнă, офицер тата батарея командирĕ пулнă. Вăрçă хирĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна II степень Тăван çĕршывăн вăрçин тата «Хĕрлĕ çăлтăр» орденсемпе, 11 медальпе чысланă. <...>

Геннадий МОИСЕЕВ. Муркаш районĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.