Комментировать

7 Дек, 2021

«Хыпар» 136 (27869) № 7.12.2021

Портал пурнăçа çăмăллатать

Çакна çамрăксем кăна мар, аслă ăрусем те туяççĕ «Госуслуги» сăмаха паян çамрăксем кăна мар, вăй питти ӳсĕмрисем те, тивĕçлĕ канăва нумай çул каялла тухнисем те лайăх пĕлеççĕ. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ хăйĕн тухăçлăхне тата кирлĕлĕхне коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче пушшех те уççăн кăтартрĕ. Анатолий Герасимов акă пĕлтĕрччен çак портал пирки пĕлмен те, илтмен те. Ĕçленĕ вăл, пурăннă... Пуш уйăхĕнче арçын сасартăк ĕçсĕр тăрса юлнă. Пандеми йывăрлăхĕ ун чухне пĕчĕк предприятисене самай пусăрăнтарчĕ çав. Анатолий ĕçлекен автомастерской та кăлтăксене парăнтарма вăй çитереймен — хупăннă.

«Мĕн тумалла? Шупашкарти ĕçлев центрне каяс терĕм. Пандемие пула йышăнмаççĕ, — аса илчĕ Анатолий.

— Телефонпа çыхăнсан патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă регистрациленме хушрĕç. Унта учета тăрас тесен хула прописки кирлĕ. Манăн вара — ялта. Каллех чăрмав: Миграци служби граждансене йышăнмасть. Юлашкинчен çапах та хăра-хăрах алла телефон тытма тиврĕ. Малтанах вĕçне тухаймастăп пулĕ тесе шикленнĕччĕ. Анчах çав териех кăткăсах та мар иккен: кăвак пускăчсем пĕрин хыççăн тепри çуталса пыраççĕ, ăçта мĕн çырмаллине те тĕллесех кăтартаççĕ. Вуннăри ывăл вĕрентсе пынипе портал программине шыраса тупса смартфона вырнаçтартăмăр. Регистрацилентĕм. Юрать, онлайн банкпа усă куратăп та учет записьне хăвăртах çирĕплетрĕç. Çакăн хыççăн «Раççей ĕçĕ» сайта кĕтĕм. Ун урлă Вăрнар районĕнчи ĕçлев центрне электрон форматпа документсене ярса патăм. Виçĕ кунран центр специалисчĕ шăнкăравларĕ, мана ĕçсĕррисен шутне кĕртнине пĕлтерчĕ. Çавна май пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнченех пособи тӳлеме пуçларĕç. Килтен тухмасăрах ĕç тума май килни тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Пандеми вăхăтĕнче патшалăх учрежденийĕсем те граждансене йышăнмарĕç-çке. Çак портал пулман тăк ĕçлев центрĕнче регистрациленсе укçа илсе тăраймăттăм, ун чухне пирĕн çемьене те йывăр килетчĕ».

Шупашкарта пурăнакан 65 çулти Светлана Порфирьева вара Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă тухтăр патне йышăнăва çырăнать. «Агрегат завочĕн поликлиникин регистратурине шăнкăравласа çитме питĕ йывăр. Хăш-пĕр чухне телефон трубкине юри илсе хунăнах туйăнать, — кăмăлсăр пулнине палăртрĕ вăл. — Тарăхсах çитетĕн вара. Хĕрĕм Таня порталпа усă курма сĕнчĕ. Маншăн тем-ха вăл? Паллашрăм. Туслашрăм та. Малтан кăткăс пек туйăннă япалапа усă курасси халĕ йăлана кĕчĕ. Порталăн телефона вырнаçтарнă программинче «Пулăшусен каталогне» уçатăп та «Тухтăр патне черете çырăнасси» йĕркене пусатăп. Хама кирлĕ тухтăр патне хамшăн меллĕ вăхăтра кайма çырăнатăп. Палăртнă кун çитсен больницăна каятăп, тӳрех тухтăр патне кĕретĕп. Капла черетре ларса та хăшкăлмалла мар. Питĕ килĕшет. Коронавирусран прививка тутарма та çак мелпех çырăнтăм. Вакцинаци сертификатне те унтанах пичетлесе кăлартăм. Сăмах май, хальхи вăхăтра вакцинациленес текен питĕ йышлă. Кунĕпе черет тăрсан та прививка пӳлĕмне лекме çук. Манăн кӳршĕн черечĕ ав виççĕмĕш кунне тин çитнĕ».

Кăçал çĕршывра халăх çыравĕ иртрĕ. Пуçласа унта электрон мелпе те хутшăнма май килчĕ, çавăнпа чылайăшĕ шăпах çак меслетпе усă курчĕ. «Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче эпĕ вăл ĕçлеме пуçласанах регистрациленнĕ, — каласа кăтартрĕ Оксана Григорьева. — Маларахри çулсенче унпа питех усă курман. Халĕ вара унсăрăн май килмест. Коммуналлă пулăшусемшĕн те, налуксене те, штрафсене те кунтанах тӳлетĕп. Кăçал акă çырава та унтан хутшăнтăм. Портал ман пирки пĕтĕмпех тенĕ пек пĕлнĕрен çырав ыйтăвĕсене пурне те хуравлама тивмерĕ. Ку ĕçе 10-15 минутрах пурнăçларăм». <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Ăçта чĕнет «Чĕнÿллĕ çул»?

2019 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче Станислав Сатурăн «Эпĕ» виçе» сăвă пуххи пичетленнĕччĕ. Поэзие юратакансене вăл кăçал тепĕр кăларăм парнелерĕ – «Чĕнӳллĕ çул». Аннотацире асăннă тăрăх, Сатур кĕске сăввах пейзаж та, туйăм та, шухăшлав та шăнăçтарма пĕлет.

Çĕнĕ кăларăмра автор пурнăç çулĕн философийĕ тавра шухăша путма хистет. Çул аса илӳсем патне илсе пырать, пĕлӳ пиллет, çав хушăрах хамăра лайăхрах ăнланма пулăшать. Сукмаксем этеме инçете чĕнеççĕ, илĕртеççĕ, çынсемпе паллаштараççĕ, куç умне тĕрлĕ пулăм кăларса тăратаççĕ. Çав хушăрах инкек-синкекĕ те аркă вĕçĕнченех çакланса çӳрет. Çул çинче тем сиксе тухасси те пулать… «Нуша курас тесен çула тух», — тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ватăсем те.

«Çапах чи кăткăс та тумхахлă çулĕ — хăв патна хывакан çул. Ĕмĕр пурăнса та хамăра хамăр пĕлсе çитейместпĕр, — палăртрĕ Галина Антонова редактор кĕнекене хак панă май.

— Станислав Сатур ырă пурнăç шыракан чăваша тĕнче тăрăх салатакан çулсем çинчен те нумай шухăшлать».
Тахçантанпах республика тулашĕнче ĕçлесе пурăнакан сăвăç тăван килтен хăвалакан шăпине ӳпкевлĕ тав сăмахĕсем каласа çырать: «Тав сана куçа ир уçнăшăн, Мĕн пурне пĕлмелĕх тунăшăн, хыçала хутаçлă пурнăçăм…» Чылай сăвăра тăван еншĕн, атте-анне килĕшĕн тунсăхлани сисĕнет. Таçта аякка çитсен те, тĕнче хĕрринче пулсан та Чăваш çĕрĕнчен хакли çук уншăн.

Авторăн чĕрине ыраттаракан тепĕр пулăм – чăваш чĕлхин хисепĕ-сумĕ чакни, çамрăк ăру чăвашла калаçманни. Ку ыйту поэта хумхантарни: «Пĕр çын кăна вырăсланни – шеллев. Кашни-пĕр ку чире кайни – сехмет!..» — йĕркесенченех туйăнать. Нивушлĕ чăваш чĕлхи пĕтĕ? Анчах хуравлакан çук. Шăплăх çеç… Мĕне пĕлтерет ку? Çакна кашни хăй татса парать. Темиçе йĕрке вуласанах тарăн шухăша путатăн: «Пулнă кавăн – халăх, вăррисем – ун ячĕ. Вĕсене алхапăл кăларса переççĕ – кавăнтан хăть те мĕн ăсталас килсессĕн!..»

Станислав Сатур поэзине çепĕçлĕх те ют мар. Илемлĕ те сăнарлă çаврасем юратупа туслăх тĕнчине йыхравлаççĕ: «Канăçа çухатса чĕрери пăлхавпа сĕртĕнеп сан питне чĕтрекен аллăмпа, – яш кушак хăйĕн çепĕç малти урипе шур нарцисс çеçкине тĕкĕнсе пĕлнĕ пек!..» <...>

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

♦   ♦   ♦


Валерий КЛЕМЕНТЬЕВ: Начаррине шыраса вăхăта сая ямалла мар

XI съездра Чăваш наци конгресне ертсе пымашкăн Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн директорĕ пулнă Валерий Клементьева суйларĕç. ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Етĕрне районĕн хисеплĕ çынни çĕнĕ тивĕçе мĕнле кăмăл-туйăмпа, епле плансемпе пуçăннине пĕлес тĕллевпе унпа курнăçрăмăр.

Аякран пăхнипе ĕçе курма çук

— Валерий Леонидович, ЧНК президенчĕ пулма суйланни кĕтменлĕх пулчĕ-и е çак тивĕçе йышăнма хатĕрччĕ-и эсир?

— Республикăра пултаруллă çын нумай. Эпĕ урăх çынна суйласса шаннăччĕ, çапах кĕтменлĕх пулчĕ тесе те калаймастăп.

— Хальхи вăхăтра ЧНК мĕнле организаци?

— Общество организацийĕ, унăн тĕп тĕллевĕ — тĕнче тăрăх саланнă йăхташсене çывăхрах пĕрлештерсе чăваш культурине, тăван чĕлхене, йăла-йĕркене упрас тата аталантарас енĕпе тĕллевлĕ ĕçлесси.

Раççейĕн 37 субектĕнчи регионĕнче тата 7 çĕршыври чăвашсен 100 ытла наци культура пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕ. ЧНК çумĕнче — тĕрлĕ енпе ĕçлекен 12 комитет, республикăри кашни районта уйрăмсем пур. ЧНК аякри чăвашсемшĕн уйрăмах çывăх. Вĕсем час-часах шăнкăравлаççĕ, Шупашкара килсен кĕрсе тухаççĕ, пулăшу ыйтаççĕ. Эпир вĕсен ыйтăвĕсене /мероприятисем ирттересси, чăваш кĕнекисемпе, тумĕпе, учительсемпе тивĕçтересси пирки/ тĕрлĕ министерствăна çитеретпĕр. Штатра — 7 çын. Эпир кунта командăпа, президиум пайташĕсемпе килнĕ. Аякран пăхса-сăнаса çӳренипе конгресс ĕçне курма, туйма çук. Кашни çыннăн тӳпе хывмалла. Эпир пурне те хапăл туса кĕтетпĕр.

— Эсир ЧНКра çĕнĕ çын мар. Общество ĕçне мĕнрен пуçăннине аса илĕр-ха.

— Саратоври консерваторирен вĕренсе тухнă хыççăн аспирантурăна кĕтĕм. Çав вăхăтра унти чăвашсемпе çывăхлантăм. Чăвашсен регионти автономийĕ Балаково хулинче пулни пире тивĕçтерместчĕ. Пирĕн шухăшпа, ун пек организаци тĕп хулара вырнаçмалла. Конференци йĕркелесен ку ыйтăва та çĕклерĕмĕр. Нумайăшĕ пирĕнпе килĕшрĕ. Устав йышăннă тапхăрта Шупашкара хут ĕçĕсемпе тăтăш çӳреме тиврĕ. Çав вăхăтра юрăç пек сцена çине тухма тытăнтăм. 2012 çулта ун чухнехи президет Геннадий Архипов мана ЧНКн вице-президентне илме сĕнчĕ. Сăмах май, пурăннă пулсан вăл чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче 65 çул тултаратчĕ. Шел, вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Вăл мĕнле ĕçленине астăватăп. Регионсене тухса çӳремеллеччĕ, укçа-тенкĕ енчен йывăрччĕ. Геннадий Николаевич çыру çыратчĕ, спонсорсене шыратчĕ...

— Пĕлнĕ тăрăх, укçа-тенкĕ ыйтăвĕ паянхи кун та юлнă.

— Общество организацийĕ йĕркеленнĕренпех тухса тăрать вăл. Ку ыйту «пĕлĕтре çакăнса» тăни тĕрĕсех мар. Манăн шухăшпа, ăна влаç тытăмĕпе, халăхпа пĕрле сӳтсе татса памалла.

— Федерацин наци культура автономийĕсем пирки калакан саккунĕпе килĕшӳллĕн, влаçран пулăшу ыйтма çук-и? Чăвашсем халăх йышĕпе Раççейре 5-мĕш вырăн йышăнаççĕ — ыйтма вăтанмалла мар пек...

— Ку саккунпа федерацин автономийĕсем усă кураяççĕ. Раççейри чăвашсен наци культура автономийĕ Мускавра вырнаçнă, ăна Леонид Черкесов ертсе пырать. ЧНК та, автономи те пĕр ĕçе, тĕллеве пурнăçлаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев конгресăн пайташĕсемпе тĕл пулнă май икĕ çак организацие пĕрлештересси пирки сăмах пуçарчĕ. Ку утăм çĕнĕ вăйпа ĕçлеме май парасса шанса калаçрĕ. ЧНКн тĕп пуянлăхĕ — унăн хастар çыннисем, федераци автономийĕн вара полномочийĕсем пысăкрах. Эпир ку пуçарăва ырлатпăр, анчах мĕнле йĕркелемеллине ăсчахсемпе, пайташсемпе тĕплĕн канашламалла. Ку халăхпа татса памалли ыйту, мĕншĕн тесен ЧНКна халăх йĕркеленĕ. Манăн шухăшпа, автономи Шупашкарта та ĕçлеме пултарать. Тутарсен наци культура автономийĕ, сăмахран, Хусанта вырнаçнă.

Çитменлĕхсем çинчен калакансене те хапăл

— Хăш-пĕр регионта чăвашсем уйрăмшар организацисем йĕркелесе хăйсем тĕллĕн ĕçленине куратпăр. Ун пеккисене мĕнле хаклатăр?

— Ун пек регионсем пур: Мускавра та, Пушкăртстанра та, Самарта та, Санкт-Петербургра та, ытти çĕрте те. Пирĕн тĕллев — кашни регионта пĕрле йĕрке тăвасси. Хăш-пĕр регионта автономи туса хунă, анчах пайташĕсем делегат пулса уявсене çӳренисĕр пуçне нимех те ĕçлемеççĕ. Эпир ку ыйтусене тататпăрах. Пирĕн пата çамрăках мар арçын портфельне йăтса вĕçĕмех килет. Чăвашлăхшăн чунĕ ыратнипе çӳрет-ха вăл, Мăн Канаш йышне кĕресшĕн. Эпир ун пек хастарсене делегат пек те, хăна пек те яланах курма хавас. Анчах шур сухалсен регионсенче йĕрке тумалли пирки аса илтеретпĕр: пĕр тĕп автономи туса хумаллах. 2013 çулта Николай Угаслов ЧНКна ертсе пыма тытăнсан регионсенче наци культура автономийĕсене 10 ытла уçрăмăр. Вăл шутра Ленинград облаçĕнче, Крымра, Сургутра, Иркутскра... Регионта вĕсем пĕрре пулмалла, тĕп вырăн йышăнмалла. Ыттисем — район е хула шайĕнчи культура центрĕсем, вырăнти автономисем. Вĕсен тĕп организацин уйрăмĕсем евĕр ĕçлемелле. ЧНК 1992 çулта çĕнйĕркелӳ саманинче вăй илнĕ пулин те тĕллевĕ унăн улшăнман: халăха пуçтарса пĕрле ĕçлемелле, ыйтусене мирлĕ татса памалла. Республика ертӳçи те яланах пĕрле ĕçлеме чĕнсе калать, ниме пĕлтерĕшне аса илтерет. Ман умĕнхи президент Николай Угаслов та «Пĕрлĕхре — вăй» девизпа вăй хучĕ. Хăшĕ-пĕри çилленет те ĕçрен пăрăнать. Эпир никама та хăваласа яман, ЧНК алăкĕ пурин валли те уçă. Çитменлĕхсем çинчен калакансене те хапăл, пурне те итлетпĕр, пур çĕрте те лайăххине курма тăрăшатпăр.

— Ĕçе мĕнрен тытăнасшăн?

— Калаçуран. Çынсене итлемелле, вĕсен нушине, планĕсене пĕлмелле. Регионсене тухса çӳреме пуçласшăн. Çавăн пекех хамăр республикăри районсене те çитмелле. Чăвашлăх, ял ыйтăвĕ нумай пăшăрхантарать пире. Эпĕ конгресăн ĕçтăвком председателĕнче ĕçленĕ чухне «Чи илемлĕ урам», «Чи илемлĕ ял» конкурссем ирттереттĕмĕр. Çамрăксемпе, шкул ачисемпе вĕренӳ енĕпе тĕрлĕ ăмăрту йĕркеленĕ. Районсемпе ĕçленин хальхи шайĕ манна тивĕçтермест. Устава çĕнетсе районсене, регионсене çитермелле. Тепĕр тĕллев — ЧНКна çамрăксене явăçтарасси. Мана президента суйланă хыççăн пĕрремĕш «çавра сĕтеле» çамрăксемпе ирттертĕм. Вĕсем ытти регионтан та — Санкт-Петербургран, Иркутскран, Пензăран... — видеоконференции мелĕпе хутшăнчĕç. Регионсенче пайташсем тупмалла, йыша çĕнетмелле, çамрăклатмалла. Яш-кĕрĕмпе, хĕр-упраçпа ĕçлеме мана питĕ килĕшет, мĕншĕн тесен вĕсем чĕрĕ, вăтанмаççĕ, шухăшĕсене уççăн пĕлтереççĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА калаçнă.

♦   ♦   ♦


«Вĕренсе кăна пыратăп-ха»

Шурă пир çине сарă, хĕрлĕ, хура çĕвĕсем выртаççĕ. Унтан ылтăн алăсем ун çине кĕлеткене, хĕвеле, ыттине аса илтерекен паллăсене вырнаçтараççĕ. Кайран пăхатăн та — вĕсенчен куçа тыткăнлакан ал шăлли, çивитти, сурпан, кĕскĕ… пулса тăраççĕ. Тĕрĕçĕсем — чăн-чăн асамçăсем. Муркашри Тури чăвашсен музейĕнчи Валентина Андреева методист пирки те çавнах каламалла. Анчах Валентина Васильевна хăй апла шутламасть: «Вĕренсе кăна пыратăп-ха эпĕ», — тет сăпайлăн.

Учительтен — музей ĕçченĕ

Тен, çаплах та-и? Вăл чăваш тĕррипе 2014 çулта кăна, музейре ĕçлеме пуçласан, çывăх паллашнă. Паллах, ача чухне амăшĕпе, аппăшĕпе юнашар алла йĕппе çип тытса ларнă-ха, анчах ун чухне урăхлине — яка, канва текеннисене — тĕрленĕ.

1989 çулта Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухса чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕн дипломне алла илсе Муркаш районне таврăннă. Малтанах Çатракасси пуçламăш шкулĕнче директор çумĕнче вăй хунă, иккĕмĕш ачине çуратсан ултă уйăхранах Çурлатăри пуçламăш шкулне ĕçлеме тухнă. Пепкене хунямăшĕпе хуняшшĕ пăхнă, çамрăк мăшăр вĕсемпе 31 çул пĕрле пурăннă.

Ялта 1993 çулта ача сачĕ уçăлсан унăн ертӳçине Валентина Васильевнăна çирĕплетнĕ. Кунта вăл 2007 çулччен вăй хунă. Пĕчĕк шкулсене пĕтерме пуçласан ĕçсĕр юлнă, вара Мускава тухса кайнă, кондитер фабрикине мастера вырнаçнă. Мăшăрĕ Владислав Алексеевич та унпа пĕрле çĕршывăн тĕп хулинче çул тытнă. Ачисем — хĕрĕпе ывăлĕ — çав тапхăрта Шупашкарта аслă пĕлӳ илнĕ.

Хĕрĕ Елена, Чăваш патшалăх университетĕнче экономиста вĕренсе тухнăскер, çемье чăмăртама тĕв тытнă. Туй ирттеме таврăнсан Валентина Васильевна ялтах юлнă. Ĕçчен çын валли районтах ĕç тупăннă, музейре вырăн пулнă. Унтанпа çичĕ çул иртнĕ. Шăпах çакăнта чăваш тĕррипе çывăхланнă та вăл.
Ăсталăх пĕчĕккĕн туптанать

— Музее килсен чăваш тĕррин, алă ĕçĕсен залĕпе кăсăкланса паллашрăм. Качча кайнă чухне чăвашла тумланнă, сурпан та, масмак та сырнă, анчах вĕсен пĕлтерĕшне ăнланман, хаклама пĕлмен. Шăпах кунта, çак пӳлĕмре мана чăваш тĕрри кăсăклантарма пуçларĕ. Кунти специалистсем чăваш тĕррине тĕрлес енĕпе пултаруллă, вĕсенчен те вĕренсе пытăм. Район центрĕнчи ытти ăста та пулăшса пычĕ. Паллах, тӳрех пулмарĕ, опыт майĕпен, çине тăрса тăрăшса ĕçлесен кăна килет. Музейре те шкулти пекех ачасемпе ытларах ĕçлетпĕр, — каласа кăтартрĕ Валентина Андреева. — Тĕрлĕ енлĕ мероприятисем йĕркелетпĕр. Пĕррехинче чăваш тĕррин ăсталăх класне йĕркелерĕм. Унта вырăнти шкул ачисем хастар хутшăнчĕç. Хĕрачасен пĕр ушкăнĕ тĕрлес кăмăллине палăртрĕ. Çапла майпа 2016 çулта «Çĕвĕ хыççăн çĕвĕ» кружок ĕçлесе кайрĕ. Пĕр вăхăт арçын ачасем те çӳрерĕç кружока, халĕ хĕрачасем кăна юлчĕç. Тĕрĕ ĕçĕ тимлĕхе юратать. Занятисене аппăшĕсемпе пĕрле йăмăкĕсем те килчĕç. Вĕсене те йĕппе çип тыттартăм — тĕрлеме хăнăхрĕç. Пĕр çемьерен Ангелинăпа Ульяна Даниловăсем, Аринăпа Виктория Вязовăсем çӳреççĕ.

Валентина Васильевна палăртнă тăрăх, малтанласа тĕрлеме вĕренес текенсен шучĕ пысăк. Вăхăт иртнĕçемĕн пултаруллисем, çак ĕçе чунтан парăннисем, чăтăмлисем, хускалмасăр тем вăхăт ларма пултаракансем кăна юлаççĕ. Вĕрентекенĕн тĕп тĕллевĕ — чăвашсен паха туприне арча тĕпĕнчен кăларса пулас ăрусем валли упраса хăварасси. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   


Туяннă çурта пушар деповĕ тума панă

Çĕмĕрле районĕнчи Хутарти ирĕклĕ пушарнăйсен командине 8 çул каялла çеç йĕркеленĕ-ха, çапах ун пирки халĕ çĕршывĕпех пĕлеççĕ. Юлашки виçĕ çулта вăл республикăра чи лайăххин ятне тивĕçнĕ. Кăçал вара çак команда хастарĕ Александр Шлифанов Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра «Чи лайăх ирĕклĕ пушарнăй» номинацире çĕнтернĕ.

Хутарта ирĕклĕ пушарнăйсен командине йĕркелес шухăш юнашар ялти çурт çунса кайсан çуралнă. Волонтерсене пухса вут-çулăмпа кĕрешме пуçлас ĕçĕн пуçаруçи — Хутарти Таса Турă Амăшĕн Пукрав чиркĕвĕн настоятелĕ Алексий протоиерей. Алексей Чумерин халĕ те çак командăна ертсе пырать.

Ирĕклĕ пушар командине йĕркелес ĕçе пушарнăй профессийĕ пирки ачаранпах ĕмĕтленнĕ Александр Шлифанов та хутшăннă. Пушар деповĕ тумашкăн вырăн кирлĕрен вăл хăй темиçе çул маларах туяннă çурта, колхозăн пулнăскере, панă. Александр хăй вăхăтĕнче унта машина юсамалли мастерской уçнă, анчах ырă ĕç валли кирлĕрех тесе çав çурта пушатнă. 2013 çулта йĕркеленĕ подразделение кивелнĕ пушар машинине уйăрса парсан ăна Шлифанов механик юсанă. Ирĕклĕ пушарнăйсен йышне малтанласа 4 çын кĕнĕ, халĕ вĕсен шучĕ ытларах. Александр пĕлтернĕ тăрăх, пĕрремĕш çулхине вут-çулăмпа кĕрешмешкĕн çăмăлах пулман. Çапах инкеке лекнĕ çынсене пу-лăшас тени темĕнле йывăрлăха та çĕнтерме вăй-хăват парать. Çулсем иртнĕçемĕн ăсталăхĕ те хушăнсах пырать. Хăрушă лару-тăрура çухалса кайманни миçе çын пурнăçĕпе пурлăхне çăлса хăварма май паман-ши?

Хальхи вăхăтра Хутарти ирĕклĕ пушарнăйсен командин икĕ машина пур. Урал-375 пушар машинине 2016 çулта панă, ăна Александр юсаса йĕркене кĕртнĕ. Сăмах май, хăйĕн чун туртăмĕ — автомобильсене юсасси — пирки те манмасть вăл, çавăнпа автопаркри техника яланах юсавлă, кирек хăçан та çула тухма хатĕр. Ку команда Хутар, Юманай, Якуртушкăнь, Турхан, Тăванкасси ял тăрăхĕсене вут-çулăмран сыхлать, пулăшу кирлĕ чухне Вăрнар тата Элĕк районĕсенчи ялсене те каять. 8 çулта çак йыш профессионал брандмейстерсем çитиччен 150 ытла пушара сӳнтерме пултарнă. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.