Комментировать

26 Дек, 2013

ЛИМОН ШĂЛА АРКАТАТЬ ТЕÇÇĔ...

Кашнинех хумхантаракан çак ыйтусене аслă квалификаци категориллĕ стоматолог Е. Кудевалова хуравлать.

1. Шăл çинче шурă, сăрă пăнчăсем курăнма пуçлани пулă тата ешĕл çинипе çыхăннă теççĕ.

Чăннипе. Пулăри, шпинатри фосфорпа кали шăлшăн питĕ усăллă. Паллах, вĕсенче фтор та пур-ха. Анчах пулăпа ешĕл çинипех çак элемент организмра кирлинчен ытлашши пухăнаймĕ.

Фторлă шăл пастипе усă курсан шăл пăнчăланма пултарать. Тăваттă тултарман ачасем пастăна ялан çăтсан та çакăн пекки тĕл пулать. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн ачи шăл мĕнле тасатнине тимлĕ сăнамалла, ăна çитĕннисен пастипе усă курма памалла мар. Ачасен пастинче фтор çук е вăл виçĕ хут сахалрах.

Чылай чухне чăпар эмаль кариес пуçланнине систерет. Малтанлăха вăл шăлăн çÿлти сийĕнче кăна-ха, каярахпа шалалли тĕртĕме те сиенлет.

2. Шурă эмаль янкăр тĕслĕ апат-çимĕçе пула тăрук тĕксĕмленме пултарать теççĕ.

Чăннипе. Эмаль тĕсĕ улшăннин сăлтавĕ урăхла апат çиме тытăнни е япаласен ылмашăнăвĕ улшăнни пулма пултарать. Ытларах чухне пĕрремĕш тĕслĕх айăплă. Пылак газировка нумай ĕçсен е апатпа пĕрле соя соусĕ нумай çисен шăл çине тулакан çемçе сийре сăрăсем пухăнаççĕ. Вăл вара унăн тĕсне улăштарать, пĕрлех - шăлăнне те. Янкăр тĕслĕ çырласем те /тĕслĕхрен, хура çырла, кăвак хăмла çырли/ çакăн пек витĕм кÿреççĕ.

Енчен те пĕр енчи шăлсем кăна саралаççĕ пулсан ку чăмланипе çыхăннă. Шăлне сипленĕ е протез лартнă вăхăтра çын пĕр енĕпе çеç чăмлать. Тепĕр енне чăмлав йывăрлăхĕ лекменнипе шăлсем саралма пултараççĕ.

3. Ытла вĕри е ытла сивĕ апата пула шăл эмалĕ çуркаланать теççĕ.

Чăннипе. Çапла, кунта апат температури пысăк вырăн йышăнать. Пылак, йÿçĕ çимĕçсене питĕ килĕштерекенсем - хăрушлăх ушкăнĕнче. Сивĕ катлета вĕри чейпе сыпса çисен, паллах, шăл эмалĕ çуркаланать. Температура хăвăрт улшăнса тăни уйрăмах сиенлĕ витĕм кÿрет.

Эмаль çуркаланни ытти сăлтавпа та çыхăннă. Пĕрремĕшĕнчен, çулсем иртсе пынă май пĕтĕм организм пекех шăл та ватăлать. Иккĕмĕшĕнчен, кун пекки шăлсем хытă типсе кайнипе /тĕслĕхрен, аденоидсене е вăрах сунаса пула ялан сăмсапа сывланипе/ пулать. Тĕлĕкре шăл шатăртаттарсан эмаль çуркаланать. Çавăн пекех керамика протез та хирĕç шăл эмальне сиенлеме пултарать.

4. Хăш-пĕр апата пула шăл тунисем ыратаççĕ, юнăхаççĕ...

Чăннипе. Çапла, апатлану шăл тунисене вăйлах витĕм кÿме пултарать. Уйрăмах - шăла тĕрĕс мар, çителĕксĕр тасатсан тата чÿхесен. Сăлтавĕ кунта çыпăçакан çимĕçсем шăл çине апат ларса тулассине тата çăварта микроорганизмсем пухăнассине вăйлатаççĕ. Çак микроорганизмсем шăл тунин тĕртĕмĕсене вĕчĕрхентерекен, шыçтаракан япаласем кăлараççĕ. Хăвăр та пĕлетĕр ĕнтĕ, çыпăçакан çимĕçсенчен чылайăшĕ пылак.

5. Йÿçĕ нумай çини шăл вĕрипе сивве туяссине вăйлатать теççĕ.

Чăнлăх. Йÿçек ытлашши çини, чăн та, çакăн пек витĕм кÿрет. Хăшĕсем пĕр кунра пĕр лимона хуппипех çисе яма хăнăхнă. Вĕсен шăл эмалĕ çамрăклах сиенленет, вĕрипе сивве ытла та сисĕмлĕ. Пылак газировкăпа иртĕхнин витĕмĕ те çакăн пекех, вăл та эмале хытă сиенлет.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.