Комментировать

26 Сен, 2014

Упрасан упранать

Баклажанпа тутлă пăрăçа хĕлле те çиес тесен мĕнлерех упрамалла-ши?

Соня Журавлева. Канаш районĕ.

Баклажана йывăç ешчĕке кĕлпе типĕ хăйăр хутăшĕпе пĕр-пĕрне лекмелле мар хурса нÿхрепе антармалла, çуркуннеччен чиперех упранĕ. Баклажана тунипе пĕрле, чи лайăххисене суйласа хумалла.

Сăмах май, çимĕçе çурма ункă евĕр çÿхен касса типĕтме те пулать. Хĕвел лекмен вырăнта марля айĕнче типĕтмелле. Кайран ăна пир хутаçа чикмелле. Апата хушмалли тутлă çимĕç яланах ал айĕнче пулĕ.

Тунипе татнă тутлă пăрăçа, сыввисене, пач та сиенленменнисене, кашнине уйрăммăн хаçатпа чĕркесе картон коробкăна икĕ сий туса хумалла, типĕ те сулхăн вырăнта тытмалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.