Комментировать

26 Сен, 2014

Хăяр ăнмарĕ

Кăçал хăяр хытах чирлерĕ. Çикелемелĕх кăна пулчĕ. Хăяр лаптăкне халĕ мĕнпе им-çамласа хăвармалла-ши?

Марина Иванова. Çĕрпÿ.

Хăяр авăрне тымарĕ-мĕнĕпе çунтарса ямалла, унăн кĕлĕпе вара çĕр чавнă чухне удобрени вырăнне усă курмалла. Çĕрĕн çиелти сийне (10-20 см) илсе сад пахчине сапламалла е урăх вырăна хурса тислĕкпе хутăштармалла. Виçĕ-тăватă çултан хайхинчен чаплă çĕрĕк тăпри пулĕ. Тăпра хырса илнĕ вырăна вара компост е çĕрĕк тăпри хывмалла.

Теплицăра çитĕнтернĕ тĕк унта извеçлĕ хлорпа (10 л шыва 400 г) дезинфекцилемелле. Панча (парник) юписене, çавăн пекех мĕн пур кĕреçе-кĕрепле таврашне 10 процентлă пăхăр купоросĕн шĕвекĕпе сăтăрса тасатмалла. Çак ĕçсене сывлăш температури 10 градус ăшăран чакиччен тумалла, унсăрăн усси палăрсах каймĕ.

Пахча çимĕç ÿснĕ лаптăка лайăх çĕрнĕ тислĕк сапса пĕр кĕреçе тарăнăш чавмалла. Муклашкасене ватса тикĕслеме кирлĕ мар – сиенлĕ хурт-кăпшан-кăпа çум курăк вăрри хĕлле ытларах пĕтĕ.

Кирлĕ пулсан çĕре доломит çăнăхĕ, пурă е кĕл хывмалла. Ыраш е горчица акса хăвармалла.

Çитес çуркунне вара хăяра урăх вы-рăна акмалла (анчах кавăн йышшисем ÿснĕ çĕре мар). Малтанхи вырăна ăна 3-4 çултан çеç тавăрмалла. Унччен вара унта тымар çимĕç (кишĕр, сельдерей, кăшман, çарăк) е пăрçа, фасоль туса илмелле. Вĕсем çĕре тутлăхлă япаласемпе пуянлатнисĕр пуçне пулăхлатма та пулăшĕç.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.