Комментировать

27 Дек, 2013

Çитес çул та пĕрлех пулар

2013 çул та вĕçленсе пырать. Вулакансем патне çитернĕ 52 номерте кашнинчех республикăри пурнăçа туллин çутатма, çивĕч ыйтусене хускатса уçăмлатма, сĕнÿ-канашпа пулăшма тăрăшрăмăр. Çамрăк тата аслă ÿсĕмри çыравçăсен чуна пырса тивекен калав-повеçĕ, сăвви-поэми те нумай пичетленчĕ. Апла пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать: çулталăк тухăçлă иртрĕ. Ырă йăлана кăçал та малалла тăсрăмăр - хаçат ĕçченĕсем тĕрлĕ статья çырнипе пĕрлех ятарлă рубрикăсене тытса пычĕç. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри - “Паттăр çуралнă тăрăхра”, “Çыравçă ялĕнче - хăнара”, “Сас-хурана ĕненмелле-и?”, “Чуна уçса калаçар”... - çитес çул та пулĕ, вĕсем çумне çĕннисем те хушăнĕç.

Кăçал та, иртнĕ çулсенчи пекех, хаçата содержани тĕлĕшĕнчен пуянлатма кăларăмăн çывăх тусĕсем пулăшса пычĕç. Ку йыш пĕчĕк мар. Екатерина Александровăна, Осип Алексеева, Виталий Аччана, Олег Ашнина, Валерий Васильева, Владимир Васильева, Надежда Васильевăна, Ольга Васильевăна, Светлана Васильевăна, Анастасия Владимировăна, Дина Гавриловăна, Алевтина Дмитриевăна, Иван Егорова, Валентина Егоровăна, Герман Желтухина, Галина Зотовăна, Алексей Иванова, Алевтина Ивановăна, Ольга Иванова-Австрийскаяна, Надежда Ивановăна, Алина Исаковăна, Николай Исмукова, Николай Ишентее, Владимир Казакова, Николай Карая, Галина Кĕмĕле, Илья Клочкова, Екатерина Кошелевăна, Людмила Кутьинана, Рената Магаринăна, Галина Макаровăна, Леонид Маяксеме, Лев Медведева, Наталья Медведевăна, Михаил Мерчене, Вера Михайловăна, Ревокат Моисеева, Галина Никитинăна, Геронтий Никифорова, Надежда Осиповăна, Ольга Павловăна, Владислав Пастухов-Анаткаса, Роза Петрова-Ахтимировăна, Лариса Петровăна, Мальвина Петровăна, Александр Плеханова, Светлана Поликарповăна, Константин Портнова, Анатолий Пукаша, Микул Пулара, Виталий Пуянкаса, Геннадий Савельева, Александр Савельев-Саса, Мария Самделовăна, Марина Сергеевăна, Жанна Суворовăна, Валентина Таравата, Дмитрий Тимкова, Лидия Саринене, Раиса Сарпине, Михаил Сениэле, Петр Сидорова, Татьяна Степановăна, Зоя Сывлăмпине, Николай Теветкеле, Николай Улюкова, Геннадий Уткина, Венера Усановăна, Инесса Шашкинăна, Шетмĕ Михалине, Валентина Элимене, Анатолий Юмана, Геннадий Юмарта, Юхма Мишшине, Альбина Юратăва уйрăммăн тав тăвас килет. Ятран асăнманнисем те, “Юратупа наркăмăша” çыру çыракансем те пирĕнпе çыхăнăва татмасса шанатпăр. реальные отзывы о карепрост покупателей Авторсене те, вулакансене те Çĕнĕ çул ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр! Çитес çул та пĕрлех пуласчĕ.

Дмитрий МОИСЕЕВ,

“Çамрăксен хаçачĕн” редакторĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.