Комментировать

27 Сен, 2014

«Нацисен кросĕ» йыхравларĕ

Раççейре, çавăн пекех Чăваш Енре те, "Нацисен кросне" 2004 çултанпа йĕркелеççĕ. 2009 çултанпа ăна республикăри мĕн пур хулапа районта ирттерме тытăннă. Иртнĕ вырсарни кун та хĕвеллĕ ăшă çанталăк хастар халăха çăмăл атлетикăри тĕнчери чи пысăк старта йыхравларĕ. Ăмăртăва 59 пин ытла ентеш хутшăнчĕ.

Çак старт кĕркуннехи хăйне евĕр уяв пулса тăма ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ. Ахальтен мар унта хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿсет. Аслă ÿсĕмрисем те старта тухрĕç. Акă, сăмахран, кăçал чи аслисем - 84-ри Миранда Кольцовăпа 81-ти Леонид Никифоров.

- 16 çултанпа спортпа туслă эпĕ. Пĕрре те ахаль лармастăп. Республикăри мĕн пур спорт мероприятине хутшăнма тăрăшатăп. "Йĕлтĕр йĕрне" те кăмăллатăп. Спорт вăл - сывлăх, илем, вăрăм кун-çул вăрттăнлăхĕ, - тет Миранда Васильевна.

Ăш пиллĕскер пурне те сывă пурнăç йĕркине тытса пыма чĕнсе калать. Ĕмĕрĕпе Шупашкарти Коопераци институтĕнче физкультура занятийĕсене ирттернĕскер халĕ унта ветерансен канашне ертсе пырать. Ун патне 69 ватă пухăнать. Вĕсене вăл ахаль лартмасть - спортпа йăпатать.

- Больницăра нихăçан та выртман, чирлемен. Çак çула çитсе юн пусăмĕ аптăратнине те ас тумастăп. Пурнăçпа туллин киленетĕп, - тет Миранда Кольцова ытларах çуран çÿреме чĕнсе.

Чупакансенчен чи кĕçĕнни вара - Васильева Анна. Çулталăк та пĕр уйăхри хĕр пĕрчи çак кун старта мĕншĕн тухни те паллă: Васильевсен çемйи спортпа туслă. Олег та, мăшăрĕ Оля та çулла - чупаççĕ, хĕлле йĕлтĕр сырса ярăнаççĕ, бассейна час-часах çÿреççĕ. Сывлăхлă пулассишĕн ăнтăлакансем хĕрĕсене те хăйсенчен хăвармаççĕ. Ахальтен мар вĕсем "Спортпа туслă çемье" ята тивĕçрĕç.

- Ачасем сывă пулччăр тесен вĕсене пĕчĕкренех спортпа туслаштармалла, - тет Чăваш патшалăх академии драма театрĕнче сцена машинистĕнче тăрăшакан кил хуçи.

Спорта кăмăллакан Васильевсем - ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Красноармейски каччипе Çĕрпÿ хĕрĕ ачисене чăвашла вĕрентеççĕ. 5-ри Ульяна акă вырăсла та, чăвашла та калаçать. Мана, тăван чĕлхе шăпишĕн кулянакана, çакă питĕ савăнтарчĕ. Ара, халĕ хулара чăвашла калаçакан ача сахал.

Республикăри тĕп старта Шупашкарти кÿлмек хĕрринче пачĕç. 16 пин ытла çын хутшăнчĕ унта. Çĕнĕ Шупашкарпа Канаш хулисенче, Çĕрпÿ тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче пурăнакасем те хастарлăхпа палăрчĕç çак кун.

Спорт уявне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене спортпа туслă пурăннишĕн тав турĕ, малашне те хастар пулма чĕнчĕ. "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум çывхарни пирки аса илтерчĕ. Михаил Васильевич Правительство членĕсемпе, депутатсемпе, организаци-предприяти ĕçченĕсемпе тепĕр çул Шупашкарта иртекен Европа чемпионатне халалласа 2015 метр чупрĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмрисем 1-12 километр дистанцире тупăшрĕç.

Ăмăрту тĕп судйи пулма кăçал РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерне, Олимп вăййисен бронза призерне Татьяна Архиповăна шаннă.

Нацисен кросне ирттересси, пурте пĕрле старта тухасси йăлана кĕчĕ, уява çаврăнчĕ терĕмĕр. Шел, ун пирки хальлĕхе пурте пĕлмеççĕ иккен-ха. Кÿлмек хĕррине кайнă май троллейбусра юнашар пыракан хĕрарăм халăх йышлă пухăннине курсан: "Мĕнле уяв ара паян?" - кăсăкланчĕ. Чупу çинчен пĕлтерсен ун пирки нимĕн те илтменнине систерчĕ. "Пĕлтерÿ вара нихăçта та çук. Юри сăнарăм - курмарăм", - хутшăнчĕ пирĕн калаçăва кондуктор та.

Малашне кросс пирки пĕлмен-илтмен çын юлмасса шанас килет. Ун чухне хутшăнакансен йышĕ тата та пысăкланĕ!

 

Татьяна НАУМОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.