Комментировать

18 Окт, 2014

Океан хĕрринче канас тенĕччĕ пĕррехинче...

Арçын - Африкăра та арçын

Агадир тĕлĕнмелле лăпкăлăхпа кĕтсе илчĕ пире. Тĕрĕссипе, аэропортран часах тухаймасси хăратнăччĕ - французсем, революцисене хăнăхнăскерсем, пăлханаççĕ-мĕн. Те пăлханса пĕтернĕ вара, те летчиксем ыйтнине тивĕçтернĕ, анчах та аэропортра шăплăх хуçаланатчĕ. Паспорт тĕрĕслевĕ витĕр тухнă май хĕрĕмсем: “Ыран”, - тенине кăна хăлхам шăхăрчĕ. “Ыранĕ” тĕл пулупа çыхăннă-мĕн. Пуçланчĕ... Арабсем вырăс хĕрĕсене - Раççейре, вĕсен ăнланăвĕпе, вырăссем кăна пурăнаççĕ - утăм тума та памаççĕ. Çитменнине вĕсем пурте вĕсемшĕн - Наташа... Çавăнпа та вăл тăрăхри çĕр-шывсене пирĕн чиперуксен пĕччен-иккĕн çÿремесен аванрах. Е хăна çуртĕнче шăши пек лармалла - ниçта тухмасăр. Египетра эпир те ниçта та тухман тесе калаймăп - темиçе экскурсире те пулнă, анчах та кунтисем пекех çыпăçнине курман. Утăм тума памаççĕ, сăмах чĕнмесĕр пĕр каччă-арçын иртсе каймасть. Куçĕсемпе çавăнтах хывăнтараççĕ. Король резиденцийĕ патĕнчен темиçе хутчен те иртме лекрĕ те - Агадир тăрăх эпир хамăр тĕллĕн çуранах курса çÿрерĕмĕр - унăн хуралçисем те, кашни утăмрах тăраканскерсем, кашнинчех мĕн куçран çухаличчен пăха-пăха ирттерсе ячĕç. Кашни утăмра хăв çинче араб куçне туйса утатăн. Паллах, хирĕç чĕнмесен-хуравламасан, куç-пуçа вылятмасан никам та ниçта та сĕтĕрмест. Анчах санран пĕр сăмах илтсенех Мускава çитиех пĕрле ларса пыма хатĕр тупата. Сăмахран, çутă ÿтлисенчен яланах ăçтан килнине ыйтаççĕ. Польшăран-и? Раççейрен-и? Е тата урăх çĕртен-и? Пĕр сăмах кăна кала - Раççейрен. Ара, пире çынпа калаçма вĕрентнĕ те. Унсăрăн мăн кăмăллă теççĕ те... Раççейри воспитание кунтах хăварăр. Унта нимĕн чĕнмесĕр иртсе кайнинчен ырри çук. Сăмах чĕнме мар, хирĕç сывлăх кăна сунсан та çур çухрăм сан хыççăн лĕпĕстететех арçын.

Мунчара

Юлашки вăхăтра Хюррем çинчен фильм пăхса чирлесех кайнăччĕ. Халĕ хамам /тухăç мунчи/ Шупашкарта та пур пулсан та вырăнтине кĕрсе курас кăмăл çуралчĕ. Йÿнех мар-ха та ĕнтĕ: çын пуçне - 2000 тенкĕ ытларах. Анчах та ку - бербер массажĕпе пĕрле. Сеанс икĕ сехет тăсăлать. Шупашкарта тайкăсем пĕр сехет массаж тунăшăн 2000 тенкĕ илнине шута хурса хамама каймах тĕв турăмăр.

Хамамра вĕри мар, анчах та нÿрĕ. Вырăнти икĕ хĕрарăм кĕрсе тăватă алăпа çан-çурăма хура супăнь сĕрсе янă хыççăн шăпăр-шăпăр тар тухрĕ... Чăваш мунчинче те капла тарламан. Унтан кирĕк кăларчĕç, вара çемçе супăньпе сĕрсе çуса ячĕç. Чÿхерĕç... Вăт ĕç вара кунти хĕрарăмсен - кунĕпе нÿрĕ мунчара çын кирĕкне пуçтарса лармалла... Чăн та, хамамра хăвăн та çăвăнма юрать, анчах укçа ахаль тÿленĕ-и? Хама Хюррем пек туйма мĕн чăрмантарать мана? Хĕрарăмсем ман тавра “мадам” та “мадам” тесе кускалаççĕ кăна: лар, тăр, вырт... Эх, чун хăпартланать. Шел, мана никам та кино ÿкермест. Ăçта-ши халĕ, хамамра çăвăнса тасалнă хыççăн, пĕр-пĕр Сулейман? Эх, хамран мĕн тери ырă шăршă кĕрет...

Хамам хыççăн массажа илсе кайрĕç. Çурма тĕттĕм пÿлĕмре майĕпен кĕвĕ янăрать. Виççĕмĕш хĕрарăм кĕлеткене çемçен пускалама пуçланă хыççăн хам та кушак пек мăрлатманни кăна. Ĕнтĕ нимĕнле Сулейман шухăшĕ те çук, унсăрах çакăнтах кĕç-вĕç ирĕлсе кайма хатĕр. Кĕлетке çăмăлланса кайрĕ. Çÿлелле, çÿлелле çĕкленетĕп. Юрлас килсе кайрĕ. Чим, вĕçетĕп мар-и? Кур-ха, чăнах та хам выртакан çĕртен çĕкленетĕп. Мана лайăх-лайăх. Таçтан... Сулейман тухрĕ. Мана чĕнет. Аллăмран ачашшăн тытать. Ах, кур-ха ăна, султан тесе хăйĕн тем тума та ирĕк пур тесе шухăшлать-им?! Ара, эпĕ шÿтлерĕм кăна, эпĕ çемьеллĕ хĕрарăм. Те хăранипе, те хам харлаттарнипе вăранса кайрăм. “Мадам”, - сĕртĕнет мана алăран массажистка сеанс вĕçленнине систерсе...

Сервис

Хĕрсенчен пĕри çак вăхăтра урамрах юлнăччĕ - капла та таçта та пулса темĕн те курнă та, уншăн хамам кăсăклă мар, çăвăннă унта вăл. Ахаль лариччен хайхи хулапа паллашма тĕв тунă. Хамам вырнаçнă лапамран урама тухсан хайхи хăй хыççăн хапха патĕнче ларса юлнă икĕ арçын утнине курать. Вăл сылтăмалла - арçынсем ун хыççăн, сулахаялла - лешсем те каллех унталла. Пĕтрĕмĕр! Аптранипе халăх ытларах çÿрекен вырăна утма тăрать. Хальхинче арçынсем ун патнех пырса... каялла таврăнма сĕнеççĕ. Хайхискерсем ятарласа ăна хуралласа пынă-мĕн - вырăнтисенчен никам та ан кÿрентертĕр вĕсен клиентне. Хамам офисне таврăнсан вара Интернетпа та тÿлевсĕр усă курма ирĕк панă, чейпе те хăналанă - тулĕк ниçта та ан кай, хулара пĕччен ан çÿре. Вăт, сервис! Арабсем патне цивилизаци çитнĕ-мĕн.

Пĕрремĕшсем, иккĕмĕшсем...

Арçынпа хĕрарăм хутшăнăвĕ пирки сăмах хускатнă май кăшт ытларах çырса хăварам - кунта ытти мăсăльмансен пекех вăл, анчах та туризм аталаннине пула ют çĕртен килекенсене никам та чулпа пемест. Çавăнпа та хулара талăкĕпех кĕске йĕмпе те пĕр шиксĕрех çÿреме пулать. Хăйсен хушшинче куçне кăна хăварса хупланса çÿрекен хĕрарăмсем те пур. Вĕсен арçыннисем шалпар çи-пуç тăхăнаççĕ, сухал ÿстереççĕ. Европа стильне суйлакан та сахал мар Мароккăра. Ирĕклĕ тăхăнакансен шухăшĕпе, пĕрремĕшсем - фанатиксем. Халăх йăли-йĕркине çирĕп пăхăнакансем вара иккĕмĕшсене сутăнчăксемпех танлаштараççĕ...

Кăшкăр-ан кăшкăр...

Хĕрсем те ирĕке тухнă. Халĕ мăсăльмансем, темиçе арăма çемйи-мĕнĕпех тытса тăмашкăн укçи-тенки çитсен те, авланас шухăшпа... мăшăрĕсемпе канашлаççĕ - пĕрремĕш арăмĕ ирĕк памасăр теприне илсе пыма юрамасть кил-çурта. Анчах та çапла тума арçын хăй те васкамасть-тĕр: уйрăлас-тăвас тесен “талак!” кăшкăрнинчен усси сахал - пĕтĕм пурлăх арăма юлать. Çавăнпах-тăр Мароккăра çемьесем арканасси вăй илсе пырать. Анчах та Европа моди кунта та çитнине ахальтен асăнмарăм. Каччăсем тата айван тетĕр-и? Халĕ вĕсем контрактсăр туй тумаççĕ, малтан пулас мăшăрне унта алă пусма ыйтаççĕ.

Ашшĕ кам?

Çапах та хĕр чысĕ модăран тухман-ха кунта, вĕлтрен кайăкĕ çуратасран тур сыхлатăр. Ачан ашшĕ пулмасан саккунпа килĕшÿллĕн ăна ят хуртармаççĕ. Ятсăр ача шкула мĕнле кайĕ? Больницăра ăна кам йышăнĕ? Социаллă пĕр программа та, паллах, ун валли мар. Çапла пепке саккун айккинче тăрса юлать.

Упăшки вилсен çамрăк хĕрарăм ятарлă çи-пуç тăхăнса çÿрет, çавăн тăрăх пĕлĕш арçынсем вăл халĕ ирĕклĕ иккенне пĕлеççĕ. 40 кун хывмасть çак тумтире тăлăх арăм - мăшăрĕнчен çие юлнă тăк çак вăхăтра паллă пулать-çке. Анчах вилнĕ упăшкинчен ача кĕтни хĕрарăма тепĕр хут качча тухма чăрмантармасть - ăна халĕ илемĕшĕн е ыттишĕн мар, упăшкин çывăх тăванĕсем ачисене ура çине тăратма пулăшмашкăн арăм пулма ыйтаççĕ. 40 кун тăхтани ачан ашшĕ кам пулнине палăртма кăна кирлĕ.

Хĕрарăмшăн пулсан...

Хулара уçăлса çÿренĕ май тĕлĕнмелле ÿкерчĕк куç тĕлне пулчĕ. Хĕрарăмсем çыран хĕрринче такам шăм-шаккине кăшласа ларнă хушăра арçынсем ача пăхаççĕ: пĕчĕккисене кÿмере тĕксе çÿреççĕ, аслăраххисене - çавăтса. Пепке канăçсăрланса макăрма пуçласан амăшĕн куç харши те йăшăлт та тумасть - ачана лăплантармашкăн тÿрех ашшĕ ыткăнать. Ресторанра икĕ пĕчĕк ачаллă çемьепе пĕр вăхăтра апатланма тÿр килчĕ. Ачасем залра ирĕклĕн чупса çÿрерĕç - “унта ан кай”, “ăна ан тыт”, “тĕк лар” тени пачах илтĕнмерĕ. Сиккелесен-сиккелесен, урайне выртса йăваланса ывăннă хыççăн кĕçĕнни, 2-3 çултискер, йĕрмĕшме пуçларĕ. Апатланакансене кансĕрлес мар тесе ашшĕ вĕсене урама илсе тухрĕ те каллех... ирĕке ячĕ. Лешсем çÿллĕ чул карта тăрăх та чупаççĕ. Ÿкессинчен епле хăрамаççĕ? Çак самантра амăшĕ енне çаврăнса пăхмасăр чун чăтмарĕ. Хĕрарăм лăпкăн кăна турилккинче чакаланса ларать. Упăшкипе ачисене хăть чÿречерен те сăнамасть иçмасса. Тĕлĕнмелле. “Çуратса панă - пăхăр!” - теççĕ-ши кунти хĕрарăмсем е арçынсем арăмĕсем вĕсенчен уйрăласран çав тери хăраççĕ-ши?

Çитес номерте авалхи хулана Марракеша пĕрле çитме Рита АРТИ шантарать.

Авторăн тата Интернетран илнĕ сăн ÿкерчĕксем.

Агадир Марокко кăнтăр-хĕвел анăç пайĕнче Атлантика океанĕ хĕрринче çĕр-шыв тĕп хулинчен Рабатран 600 çухрăмра, экономика тĕп хулинчен Касабланкăран 500 çухрăмра вырнаçнă. Хула XVI ĕмĕрте йĕркеленнĕ, анчах та ку тăрăхра 1960 çулта çĕр чĕтреннине пула тĕппипе арканнă, 16 пине яхăн çын çуртсен ишĕлчĕкĕ айне пулса пĕтнĕ. Авалхи Агадиртан крепоç пĕр пайĕ кăна сыхланса юлнă. Сăрт тăрринче çав вырăнта кирек епле ĕç те пурнăçлама чарнă - вăл пĕрлехи масар пек упранать. Агадир çавăнпах аваллăх паллине крепоçсăр пуçне урăх ниçта та сыхласа хăварман - ăна çĕнĕрен çĕкленĕ чух /вырăнне Марокко королĕ хăй палăртнă/ туризм аталанăвне шута илнĕ. Халĕ вăл Европа ытти хулинчен уйрăлса тăмасть. Кунта йăлт - туристсем валли: хăна çурчĕсем, ресторансем, лавккасем, каçхи клубсем, спа-салонсем...

Агадирта çĕртме-утă уйăхĕсенче 50 градуса çити шăрăх пулма пултарать. Анчах та океан улталать - уçă çил вĕрнине пула пачах шăрăх туйăнмасть. Хĕвел вара çав вăхăтра çывăрмасть - çунтарать кăна. Çавна сисмесĕр çутă ÿтлĕ туристсем туххăмрах пиçсе сĕвĕнеççĕ.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.