Комментировать

14 Ноя, 2014

Хир карапĕсем туяннă

Уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен çĕр ĕçченĕсен ял хуçалăх техники туянас шухăш-кăмăл сĕврĕлет. Анчах шăпах çак вăхăтра техника туса кăларакан хăш-пĕр компанисем ăна йӳнĕрех хакпа сутма тăрăшаççĕ. Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх - «Ростсельмаш» ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене хавхалантарма йӳнĕрех хаксем çирĕплетнĕ.

Чи малтанах çак çăмăллăхпа Вăрнар районĕ усă курнă. Калăпăр, «Мураты», «Санары» хуçалăхсем тырă комбайнĕ туяннă. Çак кунсенчех К. Маркс ячĕллĕ хуçалăха та çичĕ метр сарлакăш çулакан косилка çитмелле.

Ял хуçалăх производствинчи тĕп кăтартусем тăрăх кăçал Вăрнар районĕ тĕп зонăра çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçнĕ. Паллах, ял хуçалăх машинисене тăтăшах çĕнетсе тăнин тӳпи те пур кунта. Ӳсен-тăранпа вылăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçе вĕсемсĕр йĕркелеме май çук-çке.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.