Комментировать

19 Ноя, 2014

ССОри туслăх - ĕмĕре

Кăçал Чăваш Енри студентсен строительство отрячĕсен юхăмĕ йĕркеленнĕренпе 50 çул çитрĕ.

1959 çулта çуллахи каникул вăхăтĕнче М.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн 339 студенчĕ Çурçĕр-Казахстан облаçĕнчи çерем çĕрсене уçма тухса кайнă. Шăпах çакăнтан пуçланнă та ĕнтĕ ССО юхăмĕ.

Пирĕн республикăра çак отрядсем 1964 çулта йĕркеленнĕ. Чăваш çамрăкĕсем вырăнта çеç мар, тулашра та ĕçленĕ. Сăмахран, эпир, Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем, 1987 çулта Аçтăрхан облаçĕнчи «Фунтовский» совхозра помидор пуçтарнă çĕрте вăй хутăмăр. 35-40 градус шăрăха уйра чăтма питĕ йывăрччĕ. Çапах та плана тултарма тăрăшаттăмăр. Пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеттĕмĕр. Тулли ешчĕксене пĕр-пĕрин çине купалаттăмăр. Помидор аврипе симĕсленнĕ алла тасатма йывăрччĕ. Çавна май ăна хĕвелпе пиçсе çемçелнĕ помидорпа сăтăраттăмăр. Пушă вăхăтра вара концерт-спектакль кăтартнă. Хăш-пĕр юрă халĕ те асрах:

Помидоры собирать

Нас машина повезет.

Остается только ждать,

Когда обратно привезет.

Гогия-гогия, хачапури-гогия,

Гогия-гогия, хачапури-гогия.

ССОри вăхăта кашни çын ырăпа аса илет. Ара, çак отрядсем яшсемпе хĕрсене туслашма пулăшнă, хул-çурăма çирĕплетнĕ, чун-чĕрене пиçĕхтернĕ. Акă мĕнле аса илеççĕ ĕнерхи студентсем çак хаваслă çулсене:

Валерий Угарин, Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ вăхăтра 70-мĕш çулсенче студентсен отрядĕнче пулма тÿр килчĕ. Халĕ отряд ятне те астумастăп. Эпир Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕ çывăхĕнче «Дружба» сысна комплексĕ тунă çĕре хутшăннăччĕ. 24 пин пуç вырнаçмалăх комплексчĕ вăл. ССОра халĕ Патшалăх Канашĕн депутатĕнче тăрăшакан Петр Краснов та пурччĕ. Вăл паянхи пекех хастар та маттурччĕ. Çавăнта унпа çывăх туслашрăмăр. Пирĕн туслăх паян та çирĕп. Пĕр-пĕрне курсан яланах алă паратпăр. Студентсен отрячĕсем пире яланах пĕтĕçтернĕ, туслаштарнă.

ССОри сăнÿкерчĕксене пăхатăп та çамрăклăха аса илетĕп. Ăçтан çавăн чухлĕ вăй-хăват тупăннă-ши? Эпир, каччăсем, ĕç вырăнĕнчен пуçласа пурăнакан тĕле çуран чупаттăмăр. 3-4 çухрăма нимĕн те мар парăнтараттăмăр. Пирĕнпе пĕрле отрядра вырăс хĕрĕсем те пурччĕ. Вĕсем ĕçченлĕхпе питех палăрмастчĕç. Астăватăп: пĕр хĕрĕн алли яланах тап-тасаччĕ. Çавăнпа ăна яланах çăмарта ăшалаттараттăмăр.

ССОра 240 тенкĕ ĕçлесе илме пултартăм. Ун чухне çакă пысăк укçаччĕ. Эпĕ аппа патĕнче хваттерте пурăнаттăм. Пĕтĕм укçана ăна патăм. Вăл перекетлĕ тытнă ĕнтĕ. Кирлĕ чухне мана панă.

Эпир тунă сысна комплексĕ халĕ пур е çук - ăна пĕлместĕп. Çав тăрăха питĕ кайса курас, çамрăклăха аса илес килет.

Ольга Кузьмина, Вăрнар районĕнчи Çĕрпел ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ:

- ССОра ирттернĕ çулсене епле манăн? Чи лайăх, чи савăк вăхăтсем вĕсем. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ чухне икĕ çул ССОра пултăм. Пĕрремĕш курс хыççăн Çĕмĕрле районĕнчи Хутар ялĕ çывăхĕнче пĕве тунă çĕрте арматурщикре ĕçлерĕмĕр. Пирĕн отряд «Олимп» ятлăччĕ. Командир - Александр Романов.

Эпир, хĕрсем, пĕр эрне апат пĕçереттĕмĕр, пĕр эрне ĕçре вăй хураттăмăр. Эпĕ кухньăра Красноармейски хĕрĕпе, Людăпа, ĕçлеттĕм. Питĕ тирпейлĕччĕ вăл.

1984 çулта иккĕмĕш курс хыççăн Йĕпреçре пулма тÿр килчĕ. «Ваганты» отряд командирĕ Валерий Твороговчĕ. Халĕ вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче студентсене вĕрентет.

Пурăнмалли виçĕ хутлă çурта хăпартрăмăр. Пĕрремĕш хутне эпир купаларăмăр. Çак çурт халĕ те чиперех ларать. Йĕпреçре пулнă май яланах çамрăклăха аса илетĕп. «Ку çурта эпир купаланă», - тесе мăнаçланатăп ун патĕнчен иртнĕ май.

ССОра кăсăклă самант нумай пулнă. Йăла-йĕркене халалласа мероприяти те йĕркеленĕ. Пĕррехинче туй ирттертĕмĕр. Эйпеç ялне хĕр илме кайрăмăр. Унта педагогика институчĕн студенчĕсем стройкăра ĕçлетчĕç. «Çĕнĕ мăшăра» клубра çырăнтартăмăр. Пире курма ял халăхĕ те чылай пынăччĕ.

Япăххи те пулчĕ: кашни кун укçа çухалатчĕ отрядра. Кам вăрланине çулсем иртсен çеç пĕлтĕмĕр. Улатăр каччи кукăр алăллă пулнă. Лайăххи, асра юлмалли нумайрах. ССОра туслашнă юлташ - чи çывăххи. Халĕ те курнăçса калаçатпăр, пĕр-пĕрне салам калатпăр.

Стройкăра тар тăкса ĕçлесе илнĕ укçапа япала туянма Мускава çул тытрăмăр. 400 тенкĕ пысăк укçаччĕ çав ун чухне. Темĕн туянма та çитетчĕ.

Нина Варганешева, Шупашкарти ятарлă коррекци интернат шкул вĕрентекенĕ:

- Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çул пуçламăшĕсенче Пăрачкав районĕнчи Кудеиха ялĕнче фермăра вите купаланăччĕ.

100 тенкĕ ытларах ĕçлесе илтĕмĕр. Унпа чаплă пальто туянтăм. Вăл 178 тенкĕ тăратчĕ. Паллах, хамăн шалу çумне пичче хушрĕ кăштах. Пальто çав тери хитреччĕ, шурă çухаллăччĕ. Ун чухне шашкă тирĕнчен çĕленĕ çуха модăна кĕрсе çеç пыратчĕ. Эпĕ çав пальтопа Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальти вăтам шкула ĕçлеме кайрăм. Ял халăхĕ манран тĕлĕннĕ иккен. «Ку хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ питĕ пуян пулас», - тенĕ.

Çамрăклăха аса илме сăнÿкерчĕксем пур. Унсăр пуçне тантăшсемпе час-часах курса калаçатпăр. Яш чухнехи хаваслă пурнăç яланах куç умĕнче.

Валентина ПЕТРОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.