Комментировать

21 Ноя, 2014

Лев КУРАКОВ: “Нушаллă пурнăç экономист пултарчĕ”

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне 20 çул ертсе пынă экономика ăслăлăхĕсен докторне Лев Куракова пĕлмен чăваш сахал. Хамăр республикăн, Раççей Федерацийĕн наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Стамбул университечĕн хисеплĕ докторĕн, Вена университечĕн профессорĕн, нумай академи членĕн Лев Пантелеймоновичăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи çулсемпе пĕр килнĕ ачалăхĕпе çамрăклăхĕ мĕнле иртнĕ-ши? Яшлăх вăхăтне вăл еплерех кăмăл-туйăмпа аса илет? Çав çулсенче ун чунне мĕн ыраттарнă, мĕн савăнтарнă? Çак ыйтусен хуравне пĕлес тĕллевпе ăслăлăхпа çыхăннă 800 ытла ĕç çырнă ăсчаха вăхăт тупса редакцие килме йыхравларăм.

- Япăх ача çук. Кашниех вăл е ку енпе пултаруллă, ăна аталантарма çеç пĕлмелле. Çын епле пуласси ачалăхпа çамрăклăх çулĕсенче ăна ашшĕпе амăшĕ мĕнле воспитани панинчен, шкулти учительсем епле вĕрентнинчен нумай килет, - калаçу пуçарчĕ Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнче çуралса ÿснĕ Лев Пателеймонович. - Чылай тĕлпулура: "Эсир мĕнле майпа академик таран ÿсме пултарнă? Университета ертсе пыма, Чăваш правительствин вице-премьерĕ пулма епле хăват çитернĕ?" - тесе ыйтаççĕ. Халăхпа пĕрле пулнипе. Çын пĕччен нимĕн те тăваймасть. Унсăр пуçне экономист пулма мана нушаллă пурнăç хистерĕ. Атте эпĕ икĕ çулта чухне пурнăçран уйрăлнă, мана анне ура çине пĕчченех тăратнă. Вăл вĕреннĕ çын пулман, фермăра тар юхтарнă, колхозри чи йывăр ĕçсене пурнăçланă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.