Комментировать

21 Ноя, 2014

“Фокусник нихăçан та улталамасть”

Шупашкарта пурăнакан 13 çулти Дмитрий Царегородцев ытти ача пекех шкула çÿрет. Унăн кашни çыннăнни пекех чун киленĕçĕ пур. Анчах хăйĕн валли нумаях пулмасть Дмитрий Царевич хушма ят тупнăскер тантăшĕсенчен уйрăлса тăрать. Дима фокуссем кăтартать. 7-мĕш класра вĕренекен ача ку ĕçе çăмăллăн, вăр-вар пурнăçласса, ахăртнех, чылайăшĕ ĕненмест. Апла-и, капла-и - арçын ача ку енĕпе хăй тĕллĕн укçа ĕçлесе илме пуçланă ĕнтĕ.

Алă вăр-варлăхĕпе çын психологийĕ

Тĕрĕссипе, Дмитрий Царегородцев чăн-чăн фокусникран нимпе те кая маррине ун патне шăнкăравлакансем те ĕненмеççĕ. Кăлăхах. Дима картпа усă курса фокус кăтартнине хам куçпа куртăм. Тĕлĕнмелле те - 13-ри арçын ача эпĕ вăл куриччен суйланă карта тупса парсан шалтах аптăрарăм. Тĕлĕнтермĕшсене ача чухне çеç ĕненеттĕм те чăтайманнипе ыйтрăм:

- Епле улталарăн?

- Фокусниксем - тĕнчери нихăçан та улталаман çынсем. Вăл суятăп тет тĕк - суять. Фокусник çын асамлăха ĕнентĕр тесе тăрăшать. Енчен те вăл ăна ĕненмест тĕк фокуспа киленеймест, - ăнлантарчĕ Дима. - «Санăн картусем хăйне евĕр, карта çанă ăшне пытаратăн е вăрттăн пăхрăн», - теççĕ мана çынсем. Çапла каланипе пĕр килмен фокус çеç - чи лайăххи.

Дима хăй каланине ĕçпе çирĕплетрĕ. Алла карт пуххине тытрĕ те пăтратма тытăнчĕ, мана чарма хушрĕ. Карта суйларăм та астуса юлтăм. Дима тĕркене каллех пăтратрĕ. «Мана куçран пăх», - хушрĕ хайхискер. Вăл - мана, эпĕ ăна куç илмесĕр сăнарăмăр. «Ак çак карта суйларăн вĕт», - кăтартрĕ фокусник. Юрать, пукан çинче лараттăм. Унсăрăн тĕлĕннипе хăть йăванса кай. Вăрттăнлăхĕ ăçта? Каллех ыйтмасăр чăтаймарăм.

- Вăрттăнлăха уçсан сана вĕлерме тивет, - шÿтлерĕ Дима. - Чи кирли - алă вăр-варлăхĕ, çын психологийĕ. Çыннăн тимлĕхне асамлăх пуличчен урăххипе илĕртмелле. Чăннипе, асамлăх куракан асăрхичченех пулать.

Тĕлĕнмелле... Епле улталама пултарчĕ вăл? Чылайччен шухăшласа çÿрерĕм. Чим-ха, Дима куçран тинкерме ыйтрĕ-çке. Çав вăхăтра тем хăтланса ĕлкĕрмен-ши вăл? Эх, вăхăтра асăрхаманнишĕн хама темччен ятларăм.

Тепĕр фокус та кăтартрĕ. Дима каллех карт суйлама ыйтрĕ, ăна айккине, курупка айне, хучĕ. Арçын ача карта каллех пăтратрĕ. Мĕн тетĕр? Эпĕ суйланă карт курупка айĕнчен симĕс тĕслĕ тухрĕ.

- Кунта çанă ăшĕнчен туртса кăларма ниепле те май çук, - пĕтĕмлетрĕ Дима. Чăнах та, курупка айккинче выртрĕ. Ĕненменнипе ăна çĕклесе пăхрăм - нимĕн те çук.

Ăнсăртран лекнĕ кĕнеке

Дима хăйĕн пĕрремĕш фокусне халĕ те астăвать. Ун чухне вăл 7 çулта пулнă. Килте фокус кăтартма вĕрентекен кĕнеке выртнă. Дима вăл вĕсен çемйине ăçтан лекнине лайăх пĕлмест - те парнеленĕ, те аслисем туяннă. Анчах пĕррехинче арçын ача ăна асăрханă та алла тытнă. Дима кукамăшĕпе Зоя Николаевнăпа кĕнекене тĕпчесе пĕр фокус кăтартма вĕреннĕ. Вĕсем пĕр хисепе суйланă, унтан банана хуппинчен тасатнă та... Хуппа сÿсен çимĕç çав хисеп чухлĕ пайпа тухнă.

- Тĕрĕссипе, мана ун чухне ку питех интереслĕ марччĕ. Çак кĕнекене 10 çулта чухне тĕплĕн шĕкĕлчеме пуçларăм. «Çакна вĕренмелле», - тĕллев лартрăм хам ума. Пĕр кунхине кĕнекене уçрăм та вулама тытăнтăм. Пĕр трюка 10 хут вуларăм, 100 хут туса пăхрăм. Çĕрĕпе аппалантăм, - калаçăва тăсрĕ çамрăк фокусник.

Пĕррехинче Дмитрий Царегородцев «Пятница» телеканал пăхнă. Унта фокусниксен кастингĕ иртесси пирки пĕлтернĕ. Шупашкар ачи унта хутшăнма шухăшланă. Хăйĕн фокусĕсене видео ÿкернĕ: çавракана пÿрнепе икĕ пая пайлать, унтан вĕсем алă тупанĕ çинчен таçта çухалаççĕ, кайран тупăнаççĕ... Картпа, тимĕр укçапа, çиппе - темĕн те туса кăтартнă Дима. Хăй вара кĕпе çаннине тавăрнă. 12-рискер видеона «Уличная магия» телекăларăма ярса панă. Кастинга 150 ытла çын хутшăннă. Вĕсен йышĕнче профессионал фокусниксем те пулнă. Дмитрий Царегорцев жюри членĕсене тĕлĕнтерсе çĕнтерме пултарнă. Каярахпа ăна кăларăма ÿкерĕнме те чĕннĕ.

- Унта паллă иллюзионистсем хутшăнчĕç. Эпĕ - чи çамрăккиччĕ. Пирĕн урамри çынсем патне пырса фокуссем кăтартмаллаччĕ. Кăларăм йĕркелÿçисем трюксене хăйсем палăртрĕç, - каласа кăтартрĕ Дима.

Хушнă ĕçпе килĕшÿллĕн, вăл урамри çын патне пынă та çĕрĕ хывма ыйтнă. Ăна алăра çавăрттаркаланă хыççăн çĕрĕ... юнашар выртакан енчĕкре тупăннă. Енчĕкре - енчĕк, унтан тепĕр енчĕк, унтан тепре, тепре... Матрÿшке евĕр. Çĕрĕ - чи пĕчĕккинче. Епле майпа? Кашни çыннăн расна çĕрĕ. Эппин, енчĕке ăна маларах хураймăн. Ку трюк Димăна килĕшнĕ. Анчах тепринче ăна картпа фокус кăтартма ыйтнă. Ку унăн кăмăлне кайман. Шел те, эфира çав трюка кăларнă. Çавăнпа Дмитрий Царегородцев ун пирки аса илме юратмасть. Çапах вăл кăларăма хутшăннăшăн питĕ савăнать.

Димăн çемйи пĕр хушă Мускавра пурăннă. Ун чухне вăл иллюзионистсен клубне эрнере пĕрре çÿренĕ. Шăпах унта вăл Раççейри паллă иллюзионистсенчен пĕринпе Олег Медковпа паллашнă.

- Пальто тăхăннă, уссиллĕ çын кĕрсе тăчĕ. Ăна пурте алă пачĕç. Çавăн чухне унпа паллашмаллине, малалла ĕçлемеллине ăнлантăм. Ун пирки унчченех илтнĕччĕ, анчах курнăçманччĕ. Вăл Иваново хулинче ачасен «Чародеи» маги театрне ертсе пырать. Халĕ ун патне кайса çÿретĕп. Юлашкинчен кайсан Олег Викторович çапла каларĕ: «Санăн ăсталăху çÿллĕ шайра. Раççейри иллюзионистсен ассоциацине кĕмелле». Халĕ унта кĕмешкĕн хатĕрленетĕп, - хĕпĕртесе калаçрĕ çамрăк фокусник.

Кăранташ вырăнне - ластик

Ахăртнех, шкулта пĕрле вĕренекен тантăшĕсем Димăна фокус кăтартма ыйтаççĕ. Çук, иккен. Дима вĕсене ытлашши «иртĕхтересшĕн» мар.

- Фокуса час-часах кăтартсан вăл вĕсемшĕн интереслĕ пулмĕ. Фокус - кăштах вăрттăнлăх пултăр. Паллах, шкулти мероприятисенче сцена çине тухма ыйтаççĕ. Хирĕçлеместĕп, чи ансаттисене кăтартатăп. Чи кирли - вĕсем халăха тĕлĕнтерччĕр кăна мар, савăнтарччăр та. Пĕтĕмĕшле илсен, шкулта, вĕренÿре фокуспа усă курма тăрăшмастăп. Пĕррехинче çеç урокра юлташран кăранташ ыйтрăм. Ăна каялла тăсса патăм. Анчах ун вырăнне ластик пулса тăчĕ. Паллах, ăна кăранташа тавăрса памарăм. Асамлăха ĕнентĕр, - аса илчĕ иллюзионист. - Манăн чи пĕрремĕш куракан - яланах анне. Вăл мана нихăçан та суймасть. Кирлĕ тĕк - вăйлă критиклет. Хăш чухне çавна пула кăмăлсăрланаттăм, алă усăнатчĕ. «Эсĕ ĕçлеместĕн, çавăнпа çитĕнÿ те çук», - тетчĕ анне. Ăна тав тăвас килет, мĕншĕн тесен вăл çирĕп калани çитĕнÿсем тума пулăшрĕ.

Дима уроксене каçхине мар, ирхи 6 сехетре тăрса пурнăçлать. Чăннипе, уроксенче ăна тунсăхлă. Вăл - нихăçан та «отличник» пулман. Ав алгебрăпа пĕрремĕш чĕрĕкре «3» тухнă. Уншăн чи пĕлтерĕшли дневникри паллă мар - пĕлÿ. Çапах Дима математикăпа Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă.

- Халĕ килти вĕренĕве куçасси пирки ыйтăва татса памалла. Биологи, хурт-кăпшанкă, ÿсен-тăран... Унти çуррине яхăн терминсене ăнланмастăп. Халĕ 9-мĕш класс хыççăн хăш енĕпе вĕренес килнине палăртаççĕ те çав енĕпе тарăнрах ăс пухаççĕ. Эпĕ хăш енĕпе каяс килнине 7-мĕш класрах ăнлантăм, - çирĕппĕн каларĕ Дима.

Царегородцевсен çемйинче никам та циркпа, фокуспа çыхăнман. 6 çулти йăмăкĕ Оля пиччĕшĕ кăтартакан хăш-пĕр ансат фокус вăрттăнлăхне ăнкарать. Хĕр пĕрчи ку енĕпе вĕренес тесен Дима ăна хăнăхтарма хатĕр. Кун пек иккĕшĕ çĕнĕ трюксем тума пултарĕç. Димăн пултарулăхĕ - чăн-чăн асамлăх. Вăл малашне те çак çулпа кайса укçа ĕçлесе илесшĕн. Арçын ача республикăри фокусниксем чылай вăхăт пĕр евĕрлĕ трюксем кăтартнине палăртать. Дима хăйĕн ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртесшĕн. Ав хĕл çывхарнă май вăл карта, тимĕр укçана юр пĕрчи евĕр илемлетнĕ. Дима çĕнĕ трюксем вĕренет, вĕсемпе халăха тĕлĕнтерет.

- Мĕн чухлĕ фокус пĕлетĕп-ши? - шухăша кайрĕ вăл. - Нумайран та нумайрах. Ытларах тимĕр укçапа аппаланма кăмăллатăп. Тĕлĕнмелле те, фокуссене аслисене кăтартма юрататăп. Ачасемпе танлаштарсан, мана вĕсен психологийĕ интереслĕрех, - калаçăва вĕçлерĕ Дмитрий Царевич.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

 

  • Бальдуччи итальян 1950 çулта автанпа трюк кăтартнă. Вăл автан пуçне çуначĕ айне çыхнă, ун вырăнне тепĕр автан пуçне çирĕплетнĕ. Бальдуччи ăна сцена тăрăх чуптарнă, унтан пуçне татнă та юн пĕрĕхнĕ. Кун хыççăн автана тутăрпа хупланă, çуначĕ айĕнчи пуçне салтнă, теприне кĕсйине пытарнă. Çапла майпа куракан умĕнче каллех чĕрĕ кайăк чупнă.
  • «Сим-Сала-Бим» асамлă сăмахсене пĕрремĕш хут Данири Данте иллюзионист каланă. Ку 1830-мĕш çулсенче пулнă.
  • Генри Ролтэйр сцена çинче велосипедпа ярăннă, майĕпен сывлăшра «ирĕлнĕ» те «вилĕ йăлă» тунă.
  • Горэйс Голдин Нью-Йоркра «хĕре касни» трюк кăтартнă чухне урамра, зала кĕнĕ çĕрте, васкавлă медпулăшу машини тăнă. Унта «пăчкă ăнсăртран шуса кайсан» тесе çырнă.
  • Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче Индири паллă асамçă Соркар Аслă Британире куракансене хĕре касмалли трюкпа тĕлĕнтернĕ. Телекăларăм вĕçленнĕ хыççăн студие пин-пин çын шăнкăравласа хĕр сыввипе сывă марри пирки кăсăкланнă.
  • Америкăри иллюзионистăн Уильям Робинсонăн, Китайра сцена çине Чан Лин Су ятпа тухнăскерĕн, пурнăçĕ «Пуля тытни» трюк тунă чухне татăлнă. Куракансенчен пĕри фокусник чăн-чăн пульăна та шăлпа тытма пултарать тесе шухăшланă та пистолетран пенĕ.
  • Жан-Этьет Робер-Уден «Апельсин йывăçĕ» трюк кăтартнă. Вăл куракансен умĕнче савăта тăпра тултарнă, вăрă чикнĕ те номер вăхăтĕнче ăна темиçе хут шăварнă. Савăтра тĕмĕ ÿссе ларнă, апельсинсем пиçме тытăннă. Фокусник вĕсене татса халăха çитернĕ. Юлашкине каснă чухне унран икĕ лĕпĕш вĕçсе тухнă та сцена çийĕн явăннă.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.