Комментировать

27 Ноя, 2014

"Тантăш", 48 /4410/ №, 2014, ноябрь, 27

Асамлă хими. Шкулти чи йывăр предметсенчен пĕри - хими. Çав вăхăтрах вăл асамлăхпа тулнăн та туйăнать. Менделеев таблицинех илер. Паллă ăсчаха тĕлĕкре курăннă-çке вăл.

Тăван çĕршыв ăçтан пуçланать? Класс ертÿçине, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Геннадьевна Михалкинăна сăмах парар-ха.

Тракторпа та çÿреме пĕлет Зоя! Кашни ача хăйĕн тăван шкулĕн чысне хÿтĕлеме, ăна çÿллĕрех шая çĕклеме тăрăшать. Çавăнпа кирек мĕнле мероприятие, вăйă-конкурса хастар хутшăнать. Шăп çавăн пеккисен йышне кĕрет те ĕнтĕ вуннăмĕш класра вĕренекен Зоя Соловьева.

Услапа Нурăса çутă малашлăх кĕтет. Ĕлĕк-авал Нурăс ялĕнче /халĕ Вăрнар районне кĕрекен Калинино/ Нурăс /Норус/ ятлă улпут пурăннă. Унăн ултă ывăл пулнă. Ывăлĕ-сем ÿссе çитсен ашшĕ вĕсене çапла каланă: «Акă сире пĕрер ĕне. Камăн ĕни ăçта курăк çыртать - çавăнта эсир кил-çурт çавăратăр». Çапла ку таврара ултă ял пулса кайнă.

Историрен пуян тăрăхсем... Тыткăнларĕç-çке пире вĕсем! – Асатте, итле-ха, асатте, – сăмах çăмхине малалла тăсмасăр ниепле те пултараймарĕ Шурсухал мăнукĕ Тăрăшар. – Эпĕ çак çулçÿревсем хыççăн хама çĕр чăмăрĕ çинчи чи телейлĕ çынсенчен пĕри тесе шухăшлатăп.

Туй. Куçма ТУРХАН. Çитес çул Раççейре Литература çулталăкĕ пулĕ. Чăваш Енре ăна чăваш литературин классикне Константин Иванова халалланă. Пирĕн республика Пуçлăхĕ ку тĕлĕшпе ятарласа указ та йышăннă. Çавăн пекех çитес çул чăваш прозаикĕ тата куçаруçи Куçма Турхан çуралнăранпа 100 çул çитĕ.

 

 

 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.