Комментировать

3 Дек, 2014

Купăстана чысласа

Йăлана кĕнĕ тăрăх пахча ĕçĕсем вĕçленсен республикăра çулсерен купăста фестивальне йĕркелеççĕ. Кăçал вăл Шупашкарта иртрĕ. Унта ватти-вĕтти хутшăнчĕ, юрласа-ташласа савăнчĕ.

Асăннă фестиваль пилĕк çул каярах йĕркеленнĕ. Куславкка районĕнчи Василий Семенов фермер пуçарăвĕпе çуралнă çак уяв. Маларах вăл ял, район шайĕпе çеç иртнĕ пулсан, халĕ унăн ахрăмĕ республикипе сарăлнă. Çавна май купăстана чыслама тĕрлĕ кĕтесрен килнĕ. Унран хатĕрленĕ апат-çимĕç куравĕ те йĕркеленĕ. Вĕсене тутанса пăхма май пулчĕ. Унсăр пуçне тухтăрсемпе косметологсем усăллă сĕнÿсем пачĕç. Купăстапа мĕнлерех чиперленмеллипе паллаштарчĕç.

Фестивале ЧР ялхуçалăх министрĕн çумĕ Ирина Кошкина уçрĕ. Пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, Василий Семенов хресчен ?фермер% хуçалăхĕнче чылай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Зоя Павлова тĕп агронома РФ ялхуçалăх министерствин тав хучĕпе чысларĕ.

Фестивале хатĕрленсе шкул ачисем хушшинче республикăра пултарулăх конкурсĕ иртнĕ. Çамрăк ăру çак пахча çимĕçе мухтаса ода, юмах çырнă. Çавăн пекех уяв тĕлне сăнÿкерчĕксен конкурсне те пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсене шăпах фестивальте чысларĕç. Çакна палăртма кăмăллă: конкурссене ачасем çеç мар, вĕрентекенсем те хутшăннă. Паллах, вĕсен пултарулăхне уйрăм хакланă.

Аслисем купăста турас, йывăрăшне виçес тĕлĕшпе ăмăртрĕç. Чи пысăккине чысласа пурне те курăнмалла çĕре вырнаçтарчĕç, ăна ятарлă пуç кăшăлĕ тăхăнтартрĕç. Çĕнтерÿçĕ-купăста Куславкка районĕнче çитĕннĕ. Вăл 13 кг та 455 г таять. Иртнĕ çул вара 16 кг таяканни çĕнтернĕ.

Ял çынни авалтанах кĕркунне купăста тÿнĕ. Çак тĕлĕшпе те ăмăртрĕç ентешсем. Ахальтен мар фестиваль халăх йăли-йĕркине упранине палăртрĕ Василий Семенов фермер.

Уява хутшăннисем йÿçĕтнĕ купăста, хăяр, панулми хапăлласах туянчĕç. Унсăр пуçне çитес çул валли пахча çимĕç вăрлăхĕ илме те манмарĕç. Çĕр хут кĕпе тăхăннă «кинĕме» халалласа вара сцена çинче такмаксем янăрарĕç.

Чăн та, купăстана чысламалăх пур. Вăл пирĕн çĕршывра чи сарăлнă пахча çимĕçсенчен пĕри. Унра тĕрлĕ витамин пур, ытларах С витамин пухăнать. Купăстана хырăм, пыршă шыççинчен сыватакан Y витамин пурришĕн хаклаççĕ. Чирлĕ çынсене купăста сĕткенне ĕçме хушаççĕ.

Валентина МАКСИМОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.