Комментировать

6 Дек, 2014

Çынна пулăшни киленÿ кÿрет

Раççейри Хĕрлĕ Хĕрес историйĕ 1854 çулта çырăнма пуçланă. Малтанах "Сусăрсемпе чирлисене пулăшакан общество" ятлă пулнă вăл. Кайран çак организаци сахал тупăшлă тата инкеке лекнĕ çемьесене хăйĕн хÿттине илнĕ. Унсăр пуçне чикĕ леш енне вакунĕ-вакунĕпе апат-çимĕç, тумтир, эмел ăсатнă.

Ил те тăхăн

Раççейри Хĕрлĕ Хĕресĕн республикăри уйрăмне Любовь Семенова çитсе кĕчĕ. Аллинче - пысăк икĕ сумка. Унта - ача-пăча çи-пуçĕпе теттесем. Мăнукĕсен, ачисен япалисене пуçтарса пырать те çакăнта леçет хĕрарăм. "Хама та юлташсемпе тăвансем хатĕр-хĕтĕр параççĕ. Çавăнпах манăн та кама та пулсан пулăшас килет", - чунне уçать Любовь Геннадьевна. 4 ача амăшĕ малтан няньăра ĕçленĕ, халĕ хуралта тăрăшать. "Урама тухсан та ахаль çÿреместĕп, ялан сăнÿкеретĕп. Çакă чун киленĕçне çаврăнчĕ ĕнтĕ", - калаçăва тăсать вăл.

Темĕн тĕрлĕ тумтир те, пушмак та пур унта. Кивелме ĕлкĕреймен япаласене тирпейлесе хунă. Хĕллехи пальто çук-и - акă, тархасшăн, ил те тăхăн. Йăлтăртатакан пушмакпа вара ним мар сцена çине те тухса тăма пулать. Куртка та, шăлавар та, кĕпе те çителĕклех. "Кăçалхи çулла, сăмахран, 4 пÿлĕмлĕ хваттер /офис/ япалапа тулсах ларнăччĕ, утма та вырăн сахалччĕ", - теççĕ Хĕрлĕ Хĕресре ĕçлекенсем. Ялта пурăнакан пĕр кинемей, Украинăран куçса килнисене шеллесе, çунса тĕссĕрленнĕ кастрюльпе çатмине те пырса панă. Мĕн тетĕр - кăштахранах çак савăт-сапана та пуçтарса кайнă.

Чун сиплевçи

"Канма пĕлменшĕн ачасенчен те сăмах лекет. Манăн вара килте ларас килмест. Эпĕ 1987 çултах çак организаци йышне кĕнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен медсестрара ĕçленĕ.

60-тан иртнисем килсе çÿреççĕ кунта. Пур уява та пĕрле ирттерме тăрăшатпăр. Эпир "Çĕнĕ чăваш пикисем" ансамбль та йĕркелерĕмĕр. Вырăнти артистсене Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе тăтăш хавхалантараççĕ.

"Çĕнĕ хыпарсемпе паллаштар-ха", - теççĕ килсе кĕрсенех тивĕçлĕ канурисем. Çĕршыври, республикăри, хулари лару-тăрăва сÿтсе яватпăр. Юн пусăмне виçетĕп. Малтан укол та тăваттăм. Кашнинчех чей ĕçетпĕр. Килтен илсе килнĕ апат-çимĕçпе сĕтел хатĕрлетпĕр.

Хăш эмеле хăçан ĕçмеллине калатăп. Пĕрре çапла пĕлĕш килсе кĕчĕ. Хыпăнса ÿкнĕ хăй. "Лида подъезд патне çитнĕ те кĕреймест. Хăйне япăх туять", - пĕлтерчĕ хайхискер. Юрать-ха "Васкавлă пулăшу" вăхăтра килсе чарăнчĕ. Эпир пĕр-пĕринпе çыхăну тытсах тăратпăр", - ăнлантарать Мария Лялькина. Вăл - Хĕрлĕ Хĕресĕн медицинăпа социаллă центрĕн ертÿçи. 70 урлă каçнăскер офис пÿлĕмĕсене тирпейлесе тăма та ÿркенмест.

Кинемейсемпе мучисене халăх хушшине тухма май туса пани, пĕр-пĕринпе туслаштарни нимрен хаклă.

"Вăрçă кăна ан тухтăр, пирĕн тăвансен, пĕлĕшсен пурнăçĕ вăхăтсăр ан татăлтăр", - хăйсен шухăшне палăртаççĕ Мария Лялькинăпа Антонина Николаева.

Çурçĕр иртнине те пăхман

Республикăри Хĕрлĕ Хĕрес юхăмĕ 1924 çулта вăй илнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче çак йышра 500 пин çын шутланнă. Халĕ общество организацийĕнче пурĕ те - 400 çын кăна. Апла пулин те вĕсен ĕçĕ капашсăр пысăк.

"Çынсем Украинăран пирĕн пата куçса килме пуçласан социаллă сайт урлă куллен 1300-шер çыру килетчĕ. Пулăшу ыйтакансене уйрăмах хурав пама тăрăшаттăмăр. Ун чухне, паллах, çурçĕр иртнине те пăхман", - аса илет общество пуçлăхĕн заместителĕ Ольга Абукина.

Çав вăхăтрах чăваш çĕрĕ çине ура ярса пуснисене пурăнмалли вырăнпа, куллен кирлĕ япаласемпе тивĕçтермелле, медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла...

"Канмалли кунччĕ. Пĕр таксист шăнкăравлать. "Вокзалта пĕр çемьепе паллашрăм. Украинăран килнĕскерсем ăçта каймаллине пĕлмеççĕ. Ăçта леçсе хăвармалла вĕсене?" - тет вăл. "Эсĕ хальлĕхе вĕсене хула кăтартса çаврăн. Тен, мĕн те пулсан шухăшласа кăларма май килĕ", - унпа çийĕнчех пĕр чĕлхе тупнăн туйăнчĕ. Унта-кунта шăнкăравларăм - ниçта та пушă вырăн çук. "Хăнасене тунтикунччен хăвăр килĕре вырнаçтар-ха", - сĕнтĕм ăна. Таксист килĕшрĕ", - пĕр тĕслĕхпе паллаштарать Ольга Николаевна. Тĕрĕссипе, инкеке пĕрле пайлама хатĕррисем татах та нумайăн тупăннă.

"Эпĕ - 7 ача амăшĕ. Шава чăтăмлă украинсене пирĕн пата яма пултаратăр", - Хĕрлĕ Хĕреспе çыхăннă Мария Падиарова. Пĕчĕк пепкеллĕ çемье хаваспах вĕсен килĕнче хăтлăх тупнă.

Украинăран килнисене сывлăх сыхлавçисем çийĕнчех медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. "Гуковăна çынсем патне кайнăччĕ. Вĕсене хăвăртах пĕр чăрмавсăр хамăр республикăна илсе килтĕмĕр. Шурă халатлисем тÿрех ĕçе пуçăнчĕç. Туберкулезпа нушаланакан пĕр арçынна больницăна хума лекрĕ. Телее, вăл никама та чир ертмен.

Тăваттăри арçын ачан усал шыçă пуррине те вăхăтра палăртрĕç. Кая юлсан чир шала каятчĕ. Ăна васкасах операци сĕтелĕ çине хучĕç. Çавна май вăл çăлăнса юлчĕ", - палăртать Ольга Николаевна.

Пур тĕслĕхе илсе кăтартăн-и? Тепрехинче Украинăран килнĕ хĕрарăм тăван тăрăхри лару-тăрăва аса илсе чĕтреме, макăрма пуçланă. "Килте хĕрĕм юлнă", - пĕр вĕçĕм пăшăлтатнă амăшĕ. "Атя ман пата - лăпланăн", - чупса çитнĕ юнашар пурăнакан хĕрарăм. Çавнашкал сĕнĕве хирĕçлĕн-и? Чăнах, пĕр чĕлхе тупнă иккĕшĕ.

Кĕрĕкпе тивĕçтернĕ кун

"Хĕрлĕ Хĕресе кĕрĕксем илсе килесси пирки пурне те шăнкăравласа пĕлтертĕм", - калаçăва хутшăнать Татьяна Толстова. Палăртнă вăхăтра офис пулăшу кĕтекен çынсемпе тулса ларнă. Машинăпа тиесе килнĕ кĕрĕксене çав самантрах йышăнса пĕтернĕ.

Кĕрĕкпе кам тивĕçтернĕ-ши тата? Кĕскен калас тăк - суту-илÿ фирмисем акцисем йĕркелени çинчен пурте пĕлетпĕр. Кивĕ япалана вĕсене парса хăварсан çĕннине самай йÿнĕрех хакпа илме май пур. "Эсир вĕсене тасатса сутлăха кăларатăр-и?" - пĕлесшĕн капăр çÿрекен хĕрарăмсем. Пăшăрханма кирлĕ мар, хăш-пĕр фирма хуçисем çав тумтире Хĕрлĕ Хĕресе леçсе параççĕ.

Пĕрремĕш пулăшу паракансем

"Çулталăк çурăри Леша йăлтăртатакан пур япалана та çыртса пăхасшăнччĕ. Пĕрре елка тавра çаврăнаканскер кантăк теттене çăварне хыпнă. Юрать-ха ывăлăма пĕрремĕш пулăшу пама ĕлкĕртĕм. Çавна май кантăк ванчăкне çăтса яраймарĕ вăл", - каласа кăтартать Ольга Абукина. Çухалса кайманни, çав самантра тĕрĕс утăм туни, паллах, çын пурнăçне çăлса хăварма пултарать.

Нумаях пулмасть Хĕрлĕ Хĕрес грант çĕнсе илнĕ. Çав укçапа пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентекен инструкторсене хатĕрлĕç. Пирĕн тăрăхра çак ĕçе студентсене явăçтарма пуçланă та ĕнтĕ. Вĕсем хăйсем мĕн пĕлнине каярахпа шкул ачине вĕрентĕç. "Аслисен те, ачасен те васкавлă пулăшу йĕркине хутлав таблицине пĕлнĕ пекех ăша хывмалла", - çирĕплетет Ольга Николаевна. Сочире, тĕслĕхрен, ку енĕпе чемпионат та иртет. Ятарласах ачасем валли ыркăмăллăх орденĕ те пур унта. Брянск облаçĕнче авă социаллă парикмахерски уçăлнă.

Хĕрлĕ Хĕресĕн республикăри уйрăмĕ Чĕмпĕрти ĕçтешĕсемпе туслă. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ вĕсем. Унта, сăмахран, çамрăк санинструкторсене хатĕрлеме пуçлани - ыттисемшĕн тĕслĕх. Хĕлле вĕсем каток çинче дежурство йĕркелеççĕ, çулла пляжа куçаççĕ.

"Халĕ çынсене тÿлевсĕр пулăшасси çĕнĕрен модăна кĕрсе пырать", - теççĕ Хĕрлĕ Хĕрес членĕсем. Ырă тума васкакансем, ахăртнех, пĕр-пĕринчен тĕслĕх илеççĕ.

Çитес вăхăтра пирĕн тăрăхра ыркăмăллăх службине çĕнĕрен чĕртесшĕн. Çак йыш чирлĕ çынсемпе ĕçлĕ.

Ачасене социаллă воспитани парас тĕлĕшпе те çĕнĕлĕхсем кĕртесшĕн. Шкулсенче ятарлă стендсем çакма палăртнă. Унта шăпах ыркăмăллăх, пурнăç йĕркипе хакĕ çинчен сăмах пуçарĕç.

"Эпир пурне те пулăшма хатĕр", - çирĕплетсе калаççĕ Хĕрлĕ Хĕрес тытăмĕнчисем. Вĕсемшĕн çын хăш тĕне ĕненни те, политикăра кам майлă пулни те пĕлтерĕшлĕ мар.

Килсĕр-çуртсăр çынсем те Хĕрлĕ Хĕресе сукмак хывнă. Çакăнта япала улăштарса тăхăнаççĕ, вĕри чейпе ăшăнаççĕ вĕсем.

"ЧХ" корреспонденчĕ çитнĕ вăхăтра кунта шăпах Донецка яма япаласем суйлатчĕç: уйăхне пĕрре те пулсан посылка ăсатать çак организаци.

Тинтерех Шупашкар районĕнчи йышлă çемье килсĕр-çуртсăр юлнă. Пÿрте страхламан пулнă. Вĕсем те Хĕрлĕ Хĕресрен пулăшу кĕтеççĕ. Чÿречепе алăк лартакансем сас панă-ха. "Ан хирĕçлĕр. Стена хăпартма пуçласанах чÿречепе алăк лартса хăварма пулать", - сĕнеççĕ Ольга Николаевнăпа Татьяна Геннадьевна. Çак хĕрарăмсен ăшă кăмăлĕ мана та тыткăнларĕ. "Çынсене пулăшни киленÿ çеç кÿрет", - пĕр саслăн ăнлантараççĕ вĕсем.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.