Комментировать

12 Дек, 2014

“Тăватă çунатпа вĕçетĕп”

Мĕнрен килет-ши çын телейĕ? Телейлĕ пулма пĕлетпĕр-ши эпир? Телейлĕ пулас тесен мĕн тумалла? Çак ыйтусен хуравне ЧР тава тивĕçлĕ артисткипе, Çамрăксен театрĕн ĕçченĕпе Татьяна Зайцева-Ильинапа шырарăм. Сĕтел хушшинче пирĕнпе пĕрле чей ĕçекен мăшăрĕ Вячеслав çав телейĕн чăн тупсăмне ăнланма пулăшрĕ.

- Татьяна, миçе çул пĕлетĕп ĕнтĕ сана, кашни тĕл пулмассерен эсĕ шалтан асамлă çутăпа хĕмленсе тăнине чунпа туятăп. Мана темшĕн эсĕ питĕ телейлĕ çын пек туйăнатăн. Чипер сăн-питÿ илемлĕ кулăпа хĕвел пекех ялтăраса тăрать. Психологсем çемьеллĕ хĕрарăм телейне ăнăçлă качча тухнипе çыхăнтараççĕ. Сан çумăнта - юратнă мăшăру. Вăл чи çывăх пулăшакану тата продюсер Вячеслав Ильин. Кунран-кун сана хăйĕн икĕ çунатне парса пултарулăх тÿпинче ирĕклĕн вĕçме май туса парать.

- Мĕн-ши вăл телей? Çын хăш вăхăтра телейлĕ-ши? Çак ыйтусем мана та канăç памаççĕ. Хăçан этем чĕрĕ-сывă, çемьере веçех лайăх, мăшăр çур сăмахран ăнланать, ачасем хăйсен пĕчĕк савăнăçĕсемпе пайлашаççĕ, атте-анне сывлăхĕ аван, вĕсем чĕрĕ, тăвансемпе хутшăнса кĕрекере ларатăн, ĕçре пĕтĕмпех ăнăçлă, ĕçтешсем çурăм хыçĕнче ятна вараламаççĕ, пултарулăхра ура хумаççĕ - çакă пĕр çыхха пухăнса чăн телей мĕн иккенне уçса парать. Этемĕн пĕтĕм кун-çулĕ ерипен пĕр çăмхана пуçтарăнать. Пурнăç сукмакĕпе утнăçем çак çăмха малалла чупса çул кăтартса пырать. Телее пĕр сăмахпа ăнлантарма ытла та йывăр. Çутçанталăк хĕрарăмпа арçынна пĕрле вĕçме çуратнă. Мăшăрăм - манăн шăпа çурри. Пĕтĕм пурнăçа çурмалла пайлатпăр эпир, пĕтĕм ĕçе пĕрле тăватпăр. Тĕрĕссипе, эпĕ тăватă çунатлă, енчен те шăпа мана икĕ çунат панă пулсан, тепĕр иккĕшĕ - мăшăрăмăн.

- Эсĕ Канаш районĕнчи Кивĕ Шелттемре кун çути курнă, Слава Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Шурçырма ялĕнче çуралнă. Икĕ район чикĕленет ав... Пĕр-пĕрне тĕнче хĕрринче шыраман эсир.

- Ан та кала-ха. Слава шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти медицина училищинче фельдшера вĕреннĕ. Эпĕ унпа «Термен» халăх театрĕнче паллашрăм. Хăйĕн артист пултарулăхне тĕрĕслес тесе пынă вăл унта. Каярахпа Питĕрти театрпа искусствăсен академине пĕрле вĕренме кĕтĕмĕр. Пĕрремĕш хут 20 çул каялла Питĕрте чăваш студи уçса аслă пĕлÿ илме янă. Эпĕ ун чухне пĕчĕкчĕ. Шкул пĕтерсен чăваш студине тепĕр хут уçрĕç. Телейлĕ çамрăксен шутне эпĕ те лекрĕм. Чăвашра амаланнă туслăх пилĕк çул хушшинче çирĕпленсе юратăва куçрĕ. Тăван тăрăха дипломпа таврăнсан пире, 20 çамрăка, Çĕнĕ Шупашкарта уçăлнă эксперимент драма театрне ĕçе илчĕç. Çулталăкран театр хăй статусне çухатса мини-театр пулса юлчĕ. Эпĕ Çамрăксен театрне вырнаçрăм, Слава Чăваш патшалăх пукане театрне çул тытрĕ, пĕр вăхăт директор çумĕнче вăй хучĕ. Мăшăрăм паян ирĕклĕ ишевре. Хăйне чăваш эстрадинче тупрĕ.

- Çитес çулхи март уйăхĕнче эсĕ кун-çулна артист профессипе çыхăнтарни 20 çул çитет. Тарăхсан: «Эх, мĕншĕн артиста вĕрентĕм-ши?« - тесе ÿкĕннĕ-и?

- Час-часах хама çапла ыйту паратăп: «Енчен те эпĕ артист профессине суйламан пулсан ăçта ĕçлеттĕм-ши?« Пĕлетĕн-и: хуравне тупаймастăп. Артист пулнăшăн пĕр чĕптĕм те кулянмастăп. Çак профессипе пурăнатăп, эпĕ чăнласах телейлĕ. Шăпаран иртейместĕн çав. Мускаври Щепкин ячĕллĕ аслă театр училищин чăваш студине конкурспа кĕтĕм пулсан та телей шырама хĕр туссемпе Çĕпĕре тухса кайрăм. Çăкăр заводне ĕçе кĕтĕмĕр. Пĕррехинче телекуравран пирĕн çинчен сюжет ÿкерме пычĕç. «Çăкăр пĕçерес ăсталăха аслă пĕлÿ илсе ÿстерме шухăшсем пур-и?« - тесе ыйтсан татăклăн хуравларăм: «Эпĕ артист пулатăп». Корреспондент мана урăх ыйту памарĕ, ĕçтеш патне пăрăнса утрĕ.

- 7-мĕш класс пĕтерсен санăн та ав хула пики пулас килнĕ...

- Хĕр туссемпе Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ лицее экзаменсем тытсах вĕренме кĕтĕмĕр. Хула пурнăçне хăнăхайман тусăмсем ялшăн тата тăванĕсемшĕн тунсăхласа пĕр уйăхранах лицейрен тухса тарчĕç. Пĕччен юлсан эпĕ те тунсăхлама пуçларăм. «Манăн пĕрремĕш сукмакăм» сочинени çырнă чухне чун кÿтнипе чĕрере капланнă туйăмсене шурă хут çине куçартăм. Кайран чи лайăххи тесе ăна класс умĕнче вуласа пачĕç. Кашни эрне вĕçĕнче пур-çук япалана пуçтарса яла таврăнаттăм. «Каллех пуçтарăнса килтĕн-и-ха!» - ятлатчĕ те анне вырсарникун хулана автобуспа лартса яратчĕ. «Манăн сире курас килмест-им?« - теттĕм куççуль витĕр. Лайăх вĕреннĕрен директор мана лицее пăрахтарасшăн марччĕ. Икĕ уйăхран аннене пĕрле илсе килтĕм. Директорăн чăтăмлăхĕ пĕтрĕ пулмалла: «Кай, кай яла, ĕне хÿрине пăрса çÿре!»

- Ĕне хÿрине пăрса куртăн-и вара?

- Хÿрине пăрнинех астумастăп, аннене мĕн шкул пĕтеричченех ĕне сума пулăшрăм. Шкула лайăх паллăсемпех вĕренсе пĕтертĕм.

- Артист пулсан пĕр-пĕр спектакльте ĕне сăвакан рольне калăплама тÿр килчĕ-и?

- Режиссер шанса памарĕ çав ку роле /йăл кулать/. Апла пулсан та ялти хĕр-хĕрăрăм сăнарне сцена çинче 20 çул ытла выляма май пулчĕ. Тĕрлĕ спектакльте 50 ытла сăнар калăпларăм. Ку йыша чĕрчунсен ролĕсем те кĕреççĕ.

- Чуна хумхантарнă рольсем те пулнах ĕнтĕ.

- Хăш сăнар килĕшнипе килĕшменнине пĕр сăмахпа çеç калас килмест. Рольсен калăпăшĕ темиçе тĕрлĕ: пĕчĕкки, пысăкки. Театра вырнаçсанах ун чухнехи Алексей Васильев режиссер мана Жан Ануйăн «Йĕмсĕр генералсем» спектакльти 10 çулти Мари Кристин рольне шанса пачĕ. Çак роле республикăри «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра «Эпизодри чи лайăх роль» номинацире палăртрĕç. Алексей Зайцевăн «Мăкăнĕм-савниçĕм» пьеси тăрăх лартнă спктакльте çăмăлттай хĕрарăм рольне калăпларăм. Алексей Зайцев - манăн атте. Спектакль хыççăн режиссерпа драматурга сцена çине чĕнчĕç. Залра ларакансенчен пĕри кăшкăрса ыйтрĕ: «Хăвăн хĕрне мĕншĕн çăмăлттай хĕрарăм рольне партартăн?« Атте çухалса каймарĕ, «Спектакльте начар роль çук!» - терĕ. Вячеслав Оринов режиссер Антон Чеховăн «Пĕртăван виçĕ хĕр» пьесипе лартнă постановкăра Ирина рольне вылярăм. Анатолий Кипеч пьеси тăрăх хатĕрленĕ «Ехрем хуçа» спектакльте Ехрем хуçан арăмне Екатерина Васильевнăна сăнарларăм, Антон Чеховăн пьесипе лартнă «Вишневый сад» спектакльте Шарлотта Ивановна пултăм. Петр Осиповăн «Айтарĕнче» Пинерпи рольне паян та вылятăп, Марина Карягинăн «Кĕмĕл тумлă çарĕнче» эпĕ - Хĕркке. «Вăрманта троллейбуссем çÿремеççĕ» спектакльти Гетруда сăнарĕ те чуна çывăх. Пултаруллă режиссерсене мана шанса панă рольсемшĕн чун-чĕререн тав тăватăп.

- Сцена çинче çухалса кайни пулнă-и?

- Сăмаха манни пĕрре мар пулнă. Çавăн пек самантсенче импровизаци лару-тăрăва çăмăллатма пулăшать. Александр Пăрттапа Вячеслав Ориновăн «Ылтăн кĕрÿ» спектаклĕнче мĕн каламаллине маннăччĕ. Манăн партнер эпĕ: «Çăлтăрсене шутла-ха», - тенине кĕтсе илеймесĕр: «Пĕрре, иккĕ, виççĕ», - тесе хăех шутлама пуçларĕ.

- Эх, пурнăç! Кун-çул ăнăçу юхăмне лексен юханшыв пекех юхать! Профессийÿпе савăнатăн, мăшăру икĕ çунат пачĕ тетĕн, çапах килте чашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмастех. Гастрольсене час-часах çÿретĕн. Мăшăру килтен шансах кăларса ярать-и?

- 20 çул хушшинче никам та вăрласа юласшăн пулмарĕ-ха /йăл кулать/. Славăпа 20 çул çăкăра çурмалла пайласа пурăнатпăр. Юнашар ларакан Слава чăтса тăраймарĕ, сăмах хушрĕ: «Эпĕ Татьянăна хамăн çуррин çуррине те паратăп...» Çамрăксен театрĕпе Турцире, Пушкăртстанра, Тутарстанра, Питĕрте, Мускавра, Самарта, Саратовра, Оренбургра, Чĕмпĕрте пĕрре мар пултăм. Кашнинчех ачасене Славăна шанса парса хăваратăп. Вăл пĕр вăхăтрах апат пĕçерекене, няньăна, пÿрте тирпейлекене, япала çăвакана, лавккана чупакана çаврăнать. Тавах ăна!

- Тепĕр чухне артист хĕрарăмсене шеллетĕп эпĕ, вĕсене амăшĕн телейне туллин ăнланма çăмăл мар.

- Ун пек ан кала-ха. Анне телейĕ манран иртмен. Асли Станислав Шупашкарти строительство техникумĕнче вĕренет, юрист профессине алла илет. Спортпа туслă, 4 çултах ăна чăн-чăн арçын пулса ÿстĕр, хăйне хÿтĕлеме вĕрентĕр тесе каратэ секцине ятăмăр. Халь вăл этем пурнăçĕн чи илемлĕ тапхăрĕнче пурăнать, часах 17 çул тултарать. Максимилиан вара 7 çулта кăна-ха. Кăçал пĕрремĕш класа кайрĕ.

- Кунашкал ята ăçтан тупрăр?

- Асли тупса пачĕ. Максимилиан шкула çÿреме пуçласан мана пĕрре мар: «Анне, мĕншĕн çакăн пек вăрăм ят патăр? Тетрадь хуплашки çине ята çырнă чухне ятарлă йĕр çине ăна вырнаçтарма питĕ йывăр», - терĕ.

- Авлансан арçынсем арăмне чечек çыххипе савăнтарма пăрахаççĕ...

- Ман умран ку телей иртмен. Пĕр вăрттăнлăх çеç. Эпĕ каснă чечексене кăмăлламастăп. Вĕсем ытла хăвăрт шаннипе чунăм ыратать. Çавăнпа Славăна чÿлмекре ÿсекен чечексем парнелеме сĕнетĕп.

- Кашни хĕрарăмах юратнă çынран парне илме хапăл.

- Эпĕ ыттисенчен уйрăлса тăратăп пулĕ. Парнесене юратсах каймастăп. Слава çине тăрсан çеç лавккана унпа пĕрле тухса утатăп.

- Артист спектакльте юрлани йĕркеллĕ пулăм-ха. Сцена çине уйрăммăн тухма сана мĕн туртать? Хăвăн йăрăс пĕвÿпе уçă сассуна кăтартас килни-и?

- Чунра капланса çитнĕ туйăмсене хамра вырнаçтарайманни. Тытрăм та - юрлама пуçларăм. Веçех вырăнне ларчĕ. Пĕрремĕш юрра «Куккук» ятлине Эдуард Табаев парнелерĕ. Павел Черновпа Сергей Марков кĕвĕленĕ «Анне, сана юратса» юрра пĕтĕм чăваш кăмăлларĕ. Сцена çинче юрăç сăнарне тупайсан Вероника Арисова композиторпа çывăхлантăм. Ăна сан сăввуна шанса патăм та «Сана валли» юрă çуралчĕ. Куракан ăна питĕ ăшшăн йышăнать. Василий Филиппов композитор-аранжировщикпа та пĕр чĕлхе тупайрăм. Юрăсем кĕвĕлекен Светлана Печниковăпа туслашсан сана «Туссем» сăвă çырма ыйтнăччĕ, астăватăн-и?

- Çапла, кашнинех тус пур. Анчах юлташа та пурне каласа пама юрамасть. Туссем те тăшмана çаврăнма пултараççĕ, каярахпа вăрттăнлăхна сутаççĕ, ята яраççĕ.

- Светланăпа эпĕ чылай çул туслă. Хĕрарăм вăрттăнлăхне ăна пĕрре мар шаннă. Пирĕн хутшăнусене çулсем тĕрĕсленĕ. Туслăхра пĕр-пĕрне каçарма пултарни, ăнланма тăрăшни питĕ пĕлтерĕшлĕ.

- Çапах тепĕр чухне каламан сăмах каланинчен чылай пахарах.

- Манăн мăшăртан пытармалли нимĕн те çук. Эпир хуппипе çупăлçи пекех. Пире вут та, шыв та уйăраймĕ.

- Тепĕр чухне сцена çине ытла та илĕртÿллĕ тăхăнса тухни те-и? Витĕр курăнакан кĕпе йăрăс урусене тата илемлĕрех кăтартать-çке!

- Мĕнех калам? Сцена валли стилистсемпе тум хатĕрленĕ чухне чылай сĕнĕве Слава хăй парать.

- Юрăçсем хăйсен пултарулăх каçĕсене ашшĕ-амăшне чĕнесси модăна кĕчĕ. Концерт вăхăтĕнче вĕсене сцена çине те чĕнсе кăлараççĕ, зала анса та чечек çыххи параççĕ.

- Çывăх çыннăмсем май пулсан манăн уявсене килеççĕ. Çамрăк чухне хăйсем те хастарлăхпа уйрăлса тăнă, ял клубĕнчен тухма пĕлмен, спектакльсенче вылянă. Атте Алексей Иванович маншăн чăн-чăн тĕслĕх. Эпĕ унпа питĕ мухтанатăп. Вăл туман ĕç пур-ши? Сăвăç, драматург, журналист, çыравçă, утарçă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен ял канашĕн тилхепине çирĕп тытнă. Ял илемĕпе хăтлăхĕшĕн тăрăшнă: фельдшер пункчĕпе кĕпер тутарттарнă, асфальт çул хывтарнă, çуртсене шыв кĕрттернĕ, халăха «кăвак çулăмлă» тунă. Вăл ялти сумлă шур сухал. «Канаш ен» хаçатра 13 çул ĕçленĕ, яваплă секретарьтен редактор таран ÿснĕ. Унăн пьесисемпе чылай спектакль лартнă. «Çунатлисем ÿкмеççĕ», «Пĕр тăвансем», маларах асăнни тата ытти те. «Чемпион» кĕнекинче вăл Канаш районĕн паллă спортсменĕсем çинчен тĕплĕн каласа парать. Килте нихăçан та алă усса лармасть. Статйисемпе сăввисем район хаçатĕнче паянхи кун та пичетленеççĕ. Кил-хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхпе аппаланать. Анне Галина Кузьминична та тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Чылай çул ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Вăл тĕлĕнмелле çепĕç чунлă, ачаш кăмăллă çын. Çак тĕнчене 5 ача илсе килнĕ. Енчен те Слава мана 4 çунатлă турĕ пулсан, вăл пирĕн аттене хăйĕн икĕ çунатне панă, пултарулăхра хăйне тупма пулăшнă.

- Халăхра «Хĕр ашшĕне хывсан телейлĕ пулать» каларăш çÿрет...

- Атте ман чун тĕнчине хăйĕн ăсталăхĕпе тултарчĕ. Воспитани парас енĕпе вăл питĕ çирĕп кăмăллăччĕ. Анне вара хăйĕн ытарлăхĕпе унăн çирĕплĕхне çемçететчĕ. Анне çемьере пирĕнпе хăй пĕлнĕ пек хутшăнать, никама та уйрăммăн айăпламасть, никам хутне те кĕмест, никама та тÿрре кăлармасть, никама та сив сăмахпа кÿрентермест. Шăллăмăн çемйипе ялта 20 çул пĕрле пурăнаççĕ. Кинне сивĕ пĕр сăмах та каласа курман. Анне Красноармейски районĕнчен. Çамрăк чухне Барнаулта ĕçленĕ, хĕр тусĕсемпе яла хăнана килсен аттепе паллашнă, туслăх юратăва куçнă.

- Ачана воспитани парас ĕçре ватăсем пысăк вырăн йышăнаççĕ.

- Тĕрĕсех. Асатте вăрçăра пуç хунă. Кукаçи чирленипе çĕре кĕнĕ. Асанне хăватлă хĕрарăмччĕ, кукамай та маттурччĕ. Эпир асаннепе ÿснĕ, эпĕ пĕлекен чылай ĕçе тума вăл вĕрентнĕ, атте-анне ĕçре пулнă-çке!

- Эсĕ Валентина Терешкова-Николаевăран тĕслĕх илес терĕн-им? Икĕ хушаматпа çÿретĕн?

- Сцена çине Зайцевăпа тухрăм та... Халăхра палăрнă хушамата çухатас килмерĕ. Пĕр-пĕр ĕç тунă чухне манăн паспорта алла тытакан: «Ак тамаша, санăн икĕ хушамат-çке», - тесе тĕлĕнекен те тупăнать. Хăшĕ-пĕрне шÿтлесе çапларах хурав паратăп: «Икĕ хушамат хушшинче усалсем çухалса кайччăр тетĕп-çке!»

- Чăваш артисчĕсем - чăвашлăха упракансем. Çыраçă çырнă сăнарлă каларăшсене халăх патне çитереççĕ. Пуласлăх пурах-ши вара пирĕн?

- Веçех хамăр алăра. Чăваш юрри-кĕвви янăравлăхĕ пĕтмесен, шкулта тăван чĕлхемĕре вĕрентсен, хаçат-журнал тухсах тăрсан, сцена çинче чăваш драматургĕсен пьесисемпе спектакльсем лартма пăрахăнмасан пирĕн пуласлăх пурах.

- Раштавăн 22-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче черетлĕ пултарулăх каçне йĕркелетĕн. Паллах, ку ĕçре сана мăшăру питĕ пысăк пулăшу кÿрет. Çак кун куракансене «Çамрăксен хаçатне» те çырăнтарасшăн эсир. Çĕнĕ çул программи мĕнлерех çĕнĕлĕхсемпе савăнтарĕ?

- Кашни концерт программинех мĕн те пулсан çĕнни кĕртме тăрăшатпăр. Хальхинче те çĕнĕ юрăсемпе пĕрлех çĕнĕ шÿтсемпе ташăсем пулĕç. Çĕнĕ авторсемпе те пĕр чĕлхе тупайрăмăр. Кашни пултарулăх каçĕ лайăхран та лайăх пулса пырать пек туйăнать. Кунта çултан-çул опыт пухни те витĕм кÿрет.

- Çитес çул - Литература çулталăкĕ. Артистсем вара литераторсемпе яланах пĕр çыхăра пулнă, пулĕç те.

- Культура çулталăкĕ çунатлă ăйăр пекех вĕçсе иртнĕ. Вăхăт урхамахĕсене тытса чарма çук çав. Астрологие илес пулсан, Лаша çулталăкĕ те вĕçленсе пырать. Хаçатçăсене çитес çул та пирĕнпе туслă пулма сунас килет. Ăнăçу, ăнлану, çирĕп сывлăх, иксĕлми ырлăх, телейпе юрату Качака çулĕнче те сирĕн туслă картарах çÿреччĕр. Качака сĕчĕ питĕ сиплĕ теççĕ. Тутлă сĕт ĕçсе çунатăрсене çирĕплетĕр. Телей мĕнне кашни хăй пĕлнĕ пек ăнланать. Пĕр чăнлăх çеç: çак çĕр çине килнĕ кашни çыннах тăватă çунатпа вĕçтĕр.

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.