Комментировать

19 Дек, 2014

“Хаçат вуламасан тĕлĕк те курăнмасть”

"Хыпар" Издательство çурчĕн кунĕсене районсенче ирттересси йăлана кĕчĕ. Чăваш хаçачĕсене кун çути кăтартакансем тин çеç Муркаш салинче пулчĕç, халăхпа курнăçса куллен тухса тăракан кăларăмсем çинчен тепĕр хутчен аса илтерчĕç. Анчах хăш-пĕр хаçат-журнал пирки çынсем пĕлменни тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерет. "Капкăн" журнал халĕ те тухать-им?" - ыйтнă Муркашсем. Декабрĕн 16-мĕшĕнче "Хыпар" Издательство çурчĕн ĕçченĕсем черетлĕ командировкăна тухрĕç - вĕсем Вăрмарта пулчĕç.

Вăрмарти культурăпа кану центрне пухăннисем уяв пуçланичченех "Хыпар" хаçата çырăнма черете тăни, пытармăпăр, савăнтарчĕ. Апла пулсан халăх писмен-ха чăвашла пичетленекен "чун апатĕнчен". "Хыпарпа" пĕрле Вăрмарсем Издательство çурчĕн ытти кăларăмне те 2015 çулăн пĕрремĕш çурринче илсе тăмашкăн çырăнчĕç. Тĕлпулăва уçнă май ИÇ директорĕ-тĕп редакторĕ Валери Туркай сăмах илчĕ.

- Республикăра, çĕршывра - кирек ăçта та - çитменлĕхсем курăнаççĕ. Вĕсем пирки çеç калаçсан хĕвел те сарă мар, юр та шурă мар... Ыррине асăрхасчĕ, пархатарли сахал мар-çке: ялсемпе хуласенче çуртсем çĕкленеççĕ, урамсем илемленсех пыраççĕ... Шуррине шурă темех хăнăхар, - палăртрĕ вăл.

Унтан Вăрмар райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Константин Никитин тухса калаçрĕ. Район юлашки вăхăтра еплерех çитĕнÿсем туни пирки каласа кăтартрĕ. Ача сачĕ уçни çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ.

Издательство çурчĕ паян 16 кăларăма куллен кун çути кăтартать. Чылайăшĕн редакторĕпе корреспонденчĕсем хутшăнчĕç тĕлпулăва. Вĕсем калаçнине савăнсах итлерĕç пухăннисем. Куракансен кăмăлне вара чăваш эстрада юрăçисем Алина Михайловăпа Александр Ильин хăйсен илемлĕ юррисемпе çĕклерĕç.

- Хаçат вуламасан апат та анмасть, тĕлĕк те курăнмасть, - палăртрĕ РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Васильев хăйĕн сăмахĕнче. Вулакансемшĕн, вĕсен кăмăлне çырлахтарассишĕн тăрăшатпăр-çке эпир, хаçатçăсем. Ырă сăмах вара малашне тата та çине тăрса ĕçлеме вăй-хăват парать.

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.