Комментировать

27 Дек, 2014

Уçă алăксен кунĕ

Федерацин Наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн ведомствăсен профилактика сферинчи хутшăнăвĕсен уйрăмĕн ĕçченĕсем Уçă алăксен кунне ирттерчĕç.

Елена Романова полковник Полици академийĕнче вĕренекен ачасене регионти наркотиксен çаврăнăшĕпе çыхăннă лару-тăру, управлени ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ. «ГРОМ» уйрăм сотрудникĕсем шкул ачисене ятарлă мероприятисенче усă куракан хĕç-пăшалпа, тумтирпе, ытти хатĕрпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех тĕлпулура спецназ офицерĕсем академире вĕренекенсем валли автомата сÿтсе пуçтарас тĕлĕшпе ăсталăх класĕ ирттерчĕç.

Управлени ĕçченĕсем республикăри вĕренÿ учрежденийĕсенче малашне те çакăн евĕр тĕлпулусем ирттерес тĕллевлĕ.

И.АНИСИМОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.