Комментировать

30 Дек, 2014

Тани Юн - шухă юланутçă

«Илемлĕ фильмсенче лайăх сăнар калăплама çут­çанталăк панă пултарулăх çителĕксĕр. Артистăн халăх пурнăçне аван пĕлмелле, тĕнче культуринче мĕн пулса иртнине сăнаса пымалла». Çапла шухăш патне пырса тухать чăвашсен пĕрремĕш киноартистки Тани Юн хăйĕн асаилĕвĕнче.

Вăл самай шухă юланутçă пулнине малтан никамах та пĕлмен. «Чăвашкино» фильмĕсенче ÿкерĕннĕ чухне паллă пулать çакă.

«...Пĕрре çапла туй сыпăкне ÿкеретпĕр, - вулатпăр «Иртнĕ кунсем-çулсем» кĕнекере (Шупашкар, 2013). - Малти лаша çинче туй пуçĕ шĕвĕр сухалне каçăртса ларать. Ун хыçĕнче эпир – хĕрпе каччă. Эпир те юланутпа. Пирĕн хыçра тăрантассем, урапасем çинче хушпу тăхăннă туй арăмĕсем, туй каччисем, хĕр çумĕсем.

- Пуçларымыр! – кăшкăрчĕ рупор витĕр чăвшла пĕр сăмах вĕреннĕ режиссер.

Хапха умне çитсен авалхи йăлапа арăмĕ упăшки сăмахĕ­н­­­­­­­­­­­­­­чен ан тухтăр тесе чĕн саламатпа çурăмран çапмалла. Зораима вылякан актер ыраттарасран хăраса мана çапмарĕ, çурăм хыçĕнче саламатпа шарт! тутарчĕ те лашана купарчинчен лектерчĕ. Ман лаша карт! сикрĕ, вара çавăнтах вĕçтере пачĕ укăлча еннелле. Урамри халăх хушшинче шăв-шав пуçланчĕ.

- Çăлăр, çăлăр! Татьяна Степановнăна çăлăр! - кăшкăрать хăраса ÿкнĕ режиссер.

Сиккипе пырать ман лаша. Эпĕ, икĕ алă та пушă мар пирки, чĕлпĕре те тытманччĕ. Пĕркенчĕке алăран вĕçертрĕм те чĕлпĕре çавăрса илтĕм. «Т-р-р! Т-р-р!» – кăшкăратăп икĕ алăпа туртса. Лаша чарăнмасть, урнă пек ĕрĕхет. Çăварлăхламанскере ăçтан чарăн! Юрать-ха, уй хапхине хупнă пулнă. Унта çитсен лаша тăпах чарăнчĕ. Эпĕ ăна çавăртăм та каялла уттартăм.

- Мĕнле ÿкмерĕр? – ахлатать шурса кайнă режиссер...»

Тепрехинче актриса, хĕрсе кайнăскер, сиккипе пыракан урхамах çинчен анса ик-виçĕ утăм чупать те каллех ун çине утланса ларать. «Циркра ĕçленĕ пуль ку хĕрача», - тĕлĕнет кинора ÿкерĕ­н­­ме пуçтарăннă халăх. Каламасăрах паллă, ĕмĕрне чĕлпĕр тытса курман çын кун пек рольсене выляймасть.

Кино ĕçĕнче йывăрлăх кашни утăмрах тупăннă. Анчах пултарулăх ушкăнĕпе туслăн, чуна парса ĕçлени актрисăна ăнăçлăх патне илсе çитернĕ.

...«Хура юпара» ман валли сахал мар терт тупăнчĕ, - палăртать Тани Юн. - Çулла ÿкермелли сценăна темшĕн кая хăварчĕç те кĕр пуçлансан тин ĕçе тытăнчĕç. Картинăра мана Атăл леш енчи ял пуянне, юратман çынна, качча параççĕ. Упăшка мана час-часах хĕнет. Эпĕ çак хурлăха тÿсеймесĕр лаша çине утланса хамăр яла савни патне таратăп. Манăн Атăл урлă ишсе каçмалла-çке-ха. Çак сценăна сивĕ шывра ÿкерме тиврĕ. Лаша шыва хырăм таран кĕрет – малалла ниепле те каймасть. Те сивĕ шывран хăрать, те тарăн çĕре кĕресшĕн мар. Асаплантăмăр-асаплантăмăр та урăхла ÿкерме шут тытрăмăр. Сулахай енчен эпĕ лашапа Атăла кĕнине, унтан паромпа сылтăм енне каçрăмăр та шывран тухнине ÿкертĕмĕр. Атăл варринче ишнине чееленсе кăтартма тиврĕ. Мана кимĕ çине лартатчĕç те пĕри кĕсменпе ишетчĕ, тепри лашана чĕлпĕр­­­тен тытса пыратчĕ. Лаша ирĕксĕрех кимĕ хыççăн талпăнатчĕ. Тарăнарах çĕре çитсен чĕлпĕ­р­­­­­не вĕçертетчĕç те лаша вăрт каялла, Атăл хĕрринелле, çаврăнатчĕ. Эпĕ кимĕ çинчен лаша çине сикеттĕм те çилхинчен тытса ишеттĕм. Монтаж тунă хыççăн çапла ÿкерни эпĕ Атăл урлă ишсе тухнă пекех курăнатчĕ.

Кинора кадра пĕрре ÿкернипе çырлахмаççĕ, кашнинчех темиçе хут, тĕрлĕ енчен ÿкереççĕ. Ăшă шывра пулсан татахчĕ, сивĕ шыва темиçе хут кĕме, çитменнине кĕпепе, питĕ йывăрччĕ. Хам пурнăçра унашкал шăнса кÿтнине ас тумастăп та...»

Паллах, «Чăвашкино» ĕçленĕ тапхăрта, иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче, спорт шкулĕсем пулман. Мĕнле майпа вĕреннĕ-ха артистка лаша утланса çÿреме? Ача чухне вăл ашшĕ-амăшĕпе тырă вырма, утă çулма çÿ­­ренĕ, выртмана ярсан лаша утланма хăнăхнă. Ÿссе çитсен пултарулăх ĕçĕнче çакă ăна питĕ пулăшнă.

В. АЛЕКСИН

Ÿкерчĕксенче «Хура юпа» тата «Сарпике»

фильмсенчен илнĕ кадрсем

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.