Комментировать

Çĕнĕ çул - кунсен ылмашăвĕ кăна мар, кăтартусене пĕтĕмлетмелли, умри тĕллевсене уçăмлатмалли вăхăт та. 2014 çул çăмăлах пулмарĕ, çапах та пĕрлехи вăйпа йывăрлăхсене парăнтарма пултартăмăр. Чăваш хутлăхĕн ĕçчен халăхĕ çитĕнÿсен çулĕпе малалла ăнтăлать, Чăваш Енĕн, Раççейĕн ячĕ-сумне ÿстермешкĕн сумлă тÿпе хывать. Социаллă пурнăçпа экономикăра, строительствăра, сывлăх сыхлавĕпе вĕренÿре, культурăпа спортра тунă çитĕнÿсем курăмлă: çынсен пурнăç шайĕ ÿссе пырать, халăха ĕçпе тивĕçтерес тытăмра тăнăçлăх хуçаланать, çĕнĕ çуртсем хута каяççĕ, ача сачĕсем уçăлаççĕ, сыватмăшсенче медицинăн пысăк технологийĕсемпе усă курса йывăр чир-чĕре парăнтараççĕ, культура çулталăкне халалласа çĕршыв, тĕнче пĕлтерĕшлĕ вун-вун мероприяти йĕркеленĕ, "Раççей - спорт çĕршывĕ" форум Чăваш çĕрĕнче иртни те ахальтен мар...

Çаксем çинчен "Хыпар" хаçат куллен, самана таппинчен юлмасăр çутатма тăрăшрĕ, пичетĕн витĕмлĕ сăмахĕпе ентешсене ырă ĕçсем тумашкăн вăй парса тăчĕ. "Хаçат вулакансем валли тухать, ăна вулакансем тăваççĕ", - тетчĕç иртнĕ саманара. Тĕрĕссипе, çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ паян та чакман: республика пурнăçне анлăн сăнламашкăн хаçатпа туслă çыхăну тытакансем - общество корреспонденчĕсем - сумлă тÿпе хыврĕç, пичет кăларăмне пуянлатма хастар хутшăнчĕç, лайăххине кăна мар, çитменлĕхсем пирки те пĕлтерсе тăчĕç, йывăрлăхсенчен хăтăлмашкăн сĕнÿсем пачĕç.

Акă вĕсем, хаçатпа туслă çыхăну тытакан тата калеме мăкалма паман хастарсем:

А.С.Абрамов, В.А.Алексеев /Ачча/, О.А.Алексеев /Ăсан Уçăпĕ/, П.В.Алексеев, Н.В.Антонова, Е.Ф.Арланова, О.В.Артемьева, Е.В.Архипов, П.В.Афанасьев, В.А.Васильев, Е.В.Васильев, Е.В.Васильев-Бурзуй, Н.В.Васильева, Ю.М.Виноградов, А.Г.Вишневский, Р.С.Волкова, Г.В.Герасимова, Д.В.Гордеев, В.М.Данилов, А.В.Димитриев, Н.Д.Димитриев /Николай Карай/, А.Г.Евграфова, В.С.Егоров, Н.И.Егоров, А.Н.Егорова, Г.Г.Еливанова, Н.Г.Ершов, М.А.Ефимов, Г.Н.Желтухин, А.И.Зайцев, Г.В.Зотова, В.А. Иванов, А.П.Иванов, А.П.Игнатьева, Н.Г.Игнатьев, М.И. Карпов, А.И.Кипеч, А.Г.Кириллов, А.В.Кириллов, И.С.Клочков, Н.Ю.Колыванова, Н.Д.Ларионов, Н.Л.Ларионов, А.В. Любимова /Юрату/, А.В.Максимов /Пукаш/, Г.Г.Матвеева, Л.В.Медведев, Н.М.Михайлова, Н.П.Михайлов, Р.П.Моисеев, А.И.Мокин, Н.Е.Наумов, А.А.Николаева, Л.А.Николаева, Н.Н.Осипов, И.В.Павлов, О.А.Павлова, Л.И.Петрова, Н.А.Петрова, Н.А.Петровский /Теветкел/, В.А.Платонов, Ю.Д.Плотников, И.Ю.Романова, А.С.Савельев-Сас, Г.А.Савельев, Л.М.Сарине, Н.В.Сергеев, П.П.Сидоров, В.Е.Симаков, Г.К.Скворцов, В.П.Станьял, В.Н.Тарават /Игнатьева/, И.Г.Тарасов, А.А.Тимофеев, Э.Н.Трусова, А.В.Тямина, О.Я.Ухсай, А.Н.Филиппов, А.И.Хованский, В.Е.Цыфаркин, В.В.Чайкин, П.А.Чеблуков, Р.А.Чепунов, С.В.Чикмякова, Г.А.Уткин, В.Ф.Юман, Г.Ф.Юмарт, М.Н.Юхма, Ю.В.Яковлев тата ыттисем.

"Хыпар" хаçат тусĕсене 2015 çул ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, ăнăçу-çитĕнÿ сунатпăр. Шанăçпа пурăнăр, телейлĕ пулăр. "Хыпарпа" тытакан çыхăну малашне тата çирĕпрех пуласса шанатпăр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.