Комментировать

28 Фев, 2015

Элĕксене юрлаттарать, Тавăтсене ташлаттарать...

Ялти пĕрремĕш каччă... Çапла каласан кама мĕн аса килет-тĕр, ман куç умне темшĕн тÿрех купăсçă тухса тăрать. Акă купăсне мĕнле ярса илет вăл, пÿрнисем инструмент тÿмисене пуснă майăн пĕр хаваслă, пĕр хурлăхлă кĕвĕ сарăлать таврара. Юрлас та, ташлас та килет. Пур çамрăк ун тавра пухăннă. Сарă хĕрсем купăсçă савнине кĕвĕçтерсе ун çумне туртăнаççĕ, кашни хăй енне пăхтарасшăн ăнтăлать... Нумай пулмасть кăна-ха купăсçăсăр вăйă илемĕ те çукчĕ. Халĕ ĕнтĕ вăййа тухма та, улах ларма та пăрахрăмăр. Ташă каçĕнче те купăсăн чуна тивекен сасси мар, хăлхана çурасла кĕвĕ янăрать. Анчах купăссăр пĕрех пурнăç çук!

Таçта та ĕлкĕрекен Фигаро

Элĕк тăрăхĕнче тăтăшах пулнă май кашни уяврах тенĕ пек асăрхатăп ăна. Е Элĕксене юрлаттарать вăл, е Тавăтсене ташлаттарать, Мăн Вылăсем те унăн çеммипех тухаççĕ сцена çине. Ирĕксĕрех таçта та ĕлкĕрекен Фигаро аса килет....

Сурăмпуç Шĕмшеш ялĕнче çуралса ÿснĕ Владимир Терентьева Элĕк районĕнче кăна мар, таврари пур тăрăхра та пĕлеççĕ. Тепĕр тесен, Раççейĕпех унăн ури ăçта кăна çитсе пусман-тăр, мĕнле кăна фестивале хутшăнман-тăр. Кама кăна савăнтарман-тăр вăл хăйĕн пултарулăхĕпе. Купăс калама вара маттур çак арçын хăй тĕллĕн вĕреннĕ-мĕн. Кĕвве лайăх туясси çавăнпах аван аталаннă, ахăртнех, унăн. Кирек мĕнле çемме те туххăмрах ярса илет вăл. Астăватăп-ха, районта “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçатăн кунне ирттерме палăртнăччĕ. Хамăн та, мĕн ачаран сцена çинчен анса курманскерĕн, ентешĕмсене анне çинчен хывнă юррăма парнелес килет. Анчах та аранжировка туса ĕлкĕреймен. Эй, тепĕр тесен, эпир çамрăк чух купăспах юрланă вĕт. Туххăмрах Владимир Терентьева ман ума çавăтса пычĕç. Каярахпа ку енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕскер самантрах нота хыççăн нота хут çине куçарчĕ вăл. Çапла иксĕмĕр ентешĕмĕрсем патне чиперех çитертĕмĕр куççуль кăларакан çак юрра...

Шăл çухатнă та... купăс тупнă

Виртуоз шайĕнчи çынсенчен яланах ыйтас килет манăн - мĕнре пуçламăшĕ? Мĕн хистенĕ пĕрремĕш утăма тума? Пуçламăшне йăл кулăпа аса илчĕ арçын. Иккĕмĕш класра вĕреннĕ ун чухне вăл. Больницăна шăл кăларма каймалла пулнă-мĕн. Ачана йĕртес килмест-çке. “Макăрмасан - мĕн ыйтăн, çавна илсе парăп”, - йăпатнă ашшĕ. Мĕн тетĕр? Пĕр сасă та кăларман арçын ача. Ашшĕ те сăмахне тытнă. Çапла шăлне çухатса... купăс тупнă пĕчĕк Володя. Нăртлаттара-нăртлаттара хăй тĕллĕнех калама вĕреннĕ. Тĕслĕх шыраса вара унăн инçе каймалла пулман. Вĕсен тăрăхĕнче раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче Микуне анлă паллă тăваççĕ. Пур тăван пуçтарăнать уява. Хăйсемпе тăванлă Николай Тимофеев вара вĕсем патĕнче темиçе кун та хăналаннă. Çак вăхăтра тăршшĕпех купăс каласа савăнтарнă. “Суккăр Колька” тенĕ ăна ял-йыш. Çак самантсем арçын ача асĕнче ĕмĕрлĕхех çырăннă...

Е строитель, е купăсçă!

6-мĕш класа çитсен Володьăна баян илсе панă. Ун чухнехи лавккасен пушă сентрисене астăвакан пур-тăр-ха. Терентьевсем те музыка инструментне почта урлă çырăнса илнĕ. Шĕмшешрен алă вĕççĕн çĕклесе килнĕ ăна. Баянпа çывăхрах туслашма вара Тавăтран килсе çÿрекен музыка учителĕ Кондрат Никитич пулăшнă. Эх, юхнă кĕвĕ-çемĕ Сурăмпуç Шĕмшеш çийĕн! Терентьевсен верандинче те, пахчинче те янăранă вăл. Арçын ачан алли çирĕпленсе çитсен ялти хурал пÿртне, конюшня умне куçнă. Крымсарайкка шкулĕнче вĕренме пуçласан вара арçын ача концертсем йĕркелеме пуçланă. Çак тапхăртах пуçра ĕмĕт тĕвĕленнĕ: “Строитель мар тăк - купăсçă пулатăп!”

Юрă-кĕвĕ çĕнтернĕ

Каччăна шăпа çулĕ çапла Чăваш патшалăх педагогика институтне /халĕ университет/ илсе çитернинчен тĕлĕнме кирлех-ши? Юрă-кĕвĕ тĕнчи çĕнтернĕ. Аркадий Чернов патĕнче ăсталăхне туптанине халĕ те ырăпа аса илет вăл. Алла диплом илсен тăван тăрăхах таврăнать. Хăй вĕреннĕ шкулсенчех ачасене музыка тĕнчине илсе кĕрет. Пултаруллă çынна тÿрех асăрхаççĕ вĕт. Районти культура çуртне чĕнсе илеççĕ Владимир Терентьева. Çав вăхăтрах Ишпарайкка клубĕнче те вăй хурать вăл.

Урапари пакша пек...

Шел те, асăрхасан та пултарулăха чăннипех хаклама пĕлмеççĕ-ха пирĕн çĕршывра. Çемьене вара тăрантармалла. Пушшех те, çĕвĕçре тăрăшакан мăшăрĕпе Ирина Геннадьевнăпа иккĕшĕ виçĕ хĕре кун çути кăтартнă. Хĕрачасене вара ай-яй! сахал мар кирлĕ. Çапла урапари пакша пекех çаврăнма тивнĕ аçыннăн. Паллах, мăшăрĕ те унран юлман. Иккĕшĕ пĕр чĕлхе тупни йывăрлăхсене парăнтарма пулăшнă та. Виçĕ хĕр пĕрчине ÿстернипе пĕрлех ялта ĕç сахал-и? Выльăх-чĕрлĕхĕ, пахчи... Юрă-кĕвĕ тĕнчи вара - вĕçĕмсĕр гастроль.

Удмурт, Коми республикисем, Краснодар тăрăхĕ, Чулхула, Самар, Красноярск, Волгоград, Сарă ту, Тюмень, Екатеринбург, Новосибирск, Челябинск, Питĕр, Мускав, Германи... Ăçта кăна янăраман чăваш юрри! Çук, пĕр-пĕрне ăнланакан мăшăр хушшинче хирĕçÿ çуратман кĕвĕ-çемĕ. Пушшех тепĕр май, чунсене пĕрлештернĕ кăна. Хĕрсем те ÿссе çитнĕ. Кашниех пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă. Иккĕшĕ ашшĕ вĕреннĕ аслă шкулах çул тытнă.

Чун киленĕçĕнчен - професси

“Малтан алла купăс тытни хобби кăна пулнă, - тет Владимир Терентьев. - Халĕ ĕнтĕ вăл ĕçе çаврăнчĕ. Юлашки вăхăтра хамăр районти Мăн Вылă шкулĕнче ĕçлекен Любовь Шашкинăпа çыхăну йĕркелерĕмĕр - пĕрле юрăсем çыратпăр. “Йăмраллă ял” питĕ аван пулса тухрĕ. “Ÿс, çĕклен, Элĕк ен” юрра Мăн Вылă хорĕ питĕ аван шăрантарать. Мăн Вылăсем ял уявне хатĕрленнĕ май гимнне те пĕрлех çыртăмăр. Пурне те килĕшрĕ вăл”.

Пĕр хăнăхнă йăлапа халĕ те темиçе ĕçре тăрăшма вăй çитерет Владимир Терентьев. Мĕн тăвăн? Культура тытăмĕнче шалăва нихăçан та кĕреçепе хырман. Элĕкри халăх хорне юрлаттарать Владимир Терентьев, “Валинкке” ушкăнăн аккомпаниаторĕ те - вăлах. Кам пĕлет, тен, материала пичете хатĕрленĕ май тата таçта чĕннĕ пултарулăллă купăсçа? Чи кирли - кашни кун /кăнтăрла кăна та мар-ха, ара, концертсем ытларах каçхине пулаççĕ вĕт/ тулли кăмăлпа çула тухать вăл Сурăмпуç Шĕмшешрен Элĕк сали еннелле. Чун киленĕçне ĕçе çавăрнăскерне пултарулăхĕпе тата нумай-нумай çул куракана савăнтарма сунатпăр.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.