Çунатлă, вутлă чунлă поэт пултарулăхне пуç тайса!

«Хастарлă хыт утăмлă пулăр, çĕр-шывăн хастар ачисем. Хыт утăмлă пулăр ан юлăр, ан юлăр кун-çул уттинчен!» Çеçпĕл Мишши тăван халăх кун-çулĕнче кăварлă сăввисемпе кăна мар, тĕрĕслĕх шыракан вĕри чĕреллĕ, çивĕч чĕлхеллĕ публицист пек палăрса юлчĕ. Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 115 çул çитет. Çак куна халалласа Шупашкарти Çепĕл Мишши скверĕнче вилĕмсĕр поэтăн пултарулăхне юратакансем, хисеплекенсем савăнăçлă митинга пухăнчĕç.