Хоккей вăййин регионти центрĕ ĕçлесе кайĕ

13 Мар, 2020

Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕ çумĕнчи Хоккей вăййин регионти центрĕнче стоительство ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Спорт сооруженине «Демографи» наци проекчĕн «Спорт — пурнăç норми» федераци тата регион проекчĕсен шайĕнче тăваççĕ. Ăна ака уйăхĕн вĕçĕнче уçма палăртнă.

Строительство ĕçĕсемпе республикăн физкультурăпа спорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Василий Петров паллашнă, ĕçсем хăвăрт тата пахалăхлă пурнăçланнине палăртнă. Спорт сооруженине 2019 çулти ака уйăхĕсенче хăпартма тытăннă, хальхи вăхăтра ĕçсене 90% ытла пурнăçланă.

— Объекта вăхăтра хута ярасси пирки иккĕленместĕп. Стоительсем лайăх, çутă, илемлĕ, хăтлă çурт хатĕрленĕ. Шупашкарта пурăнакансем кунта кăмăлтанах çÿрессе, спортпа туслашасса шанатăп, — палăртнă Василий Петров.

Хоккей вăййин регионри центрĕ — трибунăсемлĕ тата лармалли 228 вырăнлă хупă пăр арени. Çуртăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 4 пин ытла тăваткал метрпа танлашать. Ăна хăпартма федераци бюджетĕнчен — 180 млн, республика хыснинчен 20,5 млн тенкĕ уйăрнă.

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментировать