Наци проекчĕ: «Хыпар» 94-95 (27527-27528) № 23.08.2019

— Шкул картишĕнче вылямалли лапам, спорт кĕтесĕ, канмалли лаптăк хатĕр. Çуртра — юмахри пекех. Урок хыççăн юлакан шăпăрлансем валли спальнăсем пур. Пĕчĕкскерсем çывăрĕç те. Занятисем хыççăн ачасем «Шахмат шкулĕнче», пултарулăх кружокĕсенче ăсталăха туптĕç, спорт секцийĕнче сывлăха çирĕплетĕç. Вĕсемпе А. Асламас ячĕллĕ искусство шкулĕн педагогĕсем, районти халăх пултарулăх çурчĕн специалисчĕсем, «Присурье» физкультурăпа спорт комплексĕн тренерĕсем ĕçлĕç. Кунашкал хăтлă шкулта камăн вĕрентес килмĕ? — терĕ Вера Николаевна.

www.hypar.ru